Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

этемрен (тĕпĕ: этем) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫакӑ ҫутӑ тӗнчере Вӑйли ҫук та этемрен.

Помоги переводом

«Штирлиц» вӑрмантах пурӑнма юлать. // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Тӗлӗнмелле этемрен: ҫутҫанталӑка хӑй куҫӗпе сӑнама май пур чух та — пар ӑна телевизор!

Помоги переводом

Асран кайми рифмӑсем // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ҫавӑнпа тӗнчере ҫук чиперкке ҫумрах ларса пырсан та: «Халь капла та, ыран — епле?» — тесе шутлаттаратех, мӗншӗн тесен шӑпа, тилӗ пек чееленмесӗр, кукӑр-макӑр ҫул тумасӑр, этемрен пин хут вӑйлӑрахскер, ӑна хулӗнчен ярса тытать те тӳрех е чӑтлӑха, е путлӑха, е ытарма ҫук сад-пахчана илсе ҫитерет.

Помоги переводом

Асран кайми ӳпле — пуйӑсри купе… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

— Этем мар иккен ку нимӗҫсем, этемрен ҫуралман…

Помоги переводом

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Сӑвӑҫ калашле: «Ҫакӑ ҫутӑ тӗнчере вӑйли ҫук та этемрен».

Помоги переводом

Хаклӑ йӑхташӑмӑрсене чӗнсе калани // Анатолий Кипеч. https://chuvash.org/news/36682.html

Вӗсем этемрен пит хӑраҫҫӗ, ӑна аякран курсанах, йӑпӑртах пытанаҫҫӗ.

Они очень боятся человека и, как только заметят его издали, мгновенно скрываются.

Африкӑри саванна тӑрӑх ҫӳрени // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Ҫапла авалхи ҫынсен ӑнӗнче унччен ҫут ҫанталӑк вӑйӗсенчен хӑраса, вӗсене пуҫҫапса-пӑхӑнса тӑракан «мӗскӗн» этемрен идеализациленӗ ҫын — паттӑр — ӳссе ҫирӗпленнӗ.

В представлениях людей сформировался новый образ, противоположный жалкому, беззащитному и покорному перед силами природы человеку, — богатырь. Этот герой выражает ранний исторический этап идеализации человека.

Чӑваш паттӑр юмахӗсен тӗнчи // Н.Г. ИЛЬИНА. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 6-25 с.

— Тархасшӑн, тӑхӑнӑр, — пуҫӗпе сулчӗ начальник, хӑй ӑшӗнче ҫак этемрен халӗ те кулма чарӑнаймасӑр.

Помоги переводом

Чӑтаймарӗ, тӳсеймерӗ… // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 22–33 с.

Тӗнче касса ҫӳрес енне сулӑннӑ этемрен тем те кӗтме пулать иккен.

Помоги переводом

Караҫ Миккин кинӗсем // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 368–373 с.

Этем тискер кайӑкран тишкерӳллӗ ӑс-тӑнпа, калаҫу чӗлхипе уйрӑлса тӑрать, ҫавӑнпа этемрен ҫын тӑвассине ырӑ сӑмахран, ырӑ тӗслӗхсенчен, ырӑ ӗҫсенчен пуҫламалла.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Этемрен хӑрамастӑр, вӑтанмастӑр.

Помоги переводом

XXIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Этемрен куласшӑн вӑл, мӑшкӑлласа авасшӑн ӑна.

Смеётся над человеком, насмехается над ним.

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Турӑран ырлӑх, этемрен сиплӗх.

От бога добро, от человека здоровье.

Туптать // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ҫакӑ ҫутӑ тӗнчере Вӑйли ҫук та этемрен: Шывсем ҫинче, ҫӗр ҫинче Хуҫа пулса вӑл тӑрать.

Помоги переводом

Силпи ялӗнче // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Курни-илтни ӑсне чар хирчӗ — Туянчӗ «чир» ҫак этемрен.

Помоги переводом

X // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Нумайӑш этемрен килмест Ҫак аслӑ, ҫутӑ тӗнчере, Анчах ҫын шанчӑкӗ сӳнмест, Чӗнет вӑл тулӑхлӑ ҫӗре.

Помоги переводом

VI // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Часрах тасаласчӗ ку хӑрушӑ этемрен, ун тарҫисене часрах картишӗнчен кӑларса ярасчӗ.

Помоги переводом

9. Юлашки ҫуна ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Куратӑп, хурал пуҫлӑхӗ те ман ҫине шикленсе пӑхать, чӑнах, тасалмалла мар-и ку никрес этемрен тет пулас.

Помоги переводом

5. Васильев-Новгородра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Теприсем, хӑйсен кӑмӑл-туйӑмне этемрен ҫӳлерех тӑракан чӗр чунпа пайлас тенӗн, — унталла-кунталла ҫаврӑнкалаҫҫӗ.

Иные оборачивались, как бы ища разделить впечатление с существом выше человека.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

Анчах пирӗнтен хамӑртан, урӑхла каласан — этемрен, ҫынсенчен, вӑрттӑнраххи те тӗлӗнмеллереххи тӗнчере ҫук тесе пӗтӗмлетсе, эпир хамӑр, — ӗненӳсӗрлӗхре те, ҫӑмӑл ӗненӳлӗхре те, — кирек мӗнле пӑхсан та пӗрешкелех ӑнланайми, пӗлсе ҫитерейми тесе шухӑшласа эпӗ хаклӑ вулаканӑмсене тӗлӗнмеллипех тӗлӗнтерекен пӗр ӗҫ ҫинчен каласа пама хӑюлӑх ҫитересшӗн; ӗненсемӗр: кунашкалли пирӗн планета ҫинче урӑх пулманах.

Однако, думая, что таинственнее и чудеснее нас самих, т.е. — человека, людей, — на свете нет, что сами мы, и в скептицизме и в легковерии, одинаково непостижимы ни с какой точки зрения, я беру на себя смелость рассказать милым читателям одно из самых потрясающих происшествий, какие случались когда-либо на нашей планете.

Пьерпа Суринэ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 276–284 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней