Поиск
Шырав ĕçĕ:
Эпӗ е хамӑр дачӑн садӗнче, е Нескучнӑй паркӗнче, е застава хыҫӗнче уҫӑлса ҫӳреттӗм; хампа пӗрле пӗр-пӗр кӗнеке, сӑмахран Кайданов курсне, илеттӗм, анчах ӑна эпӗ сайра хутра ҫеҫ уҫкаласа пӑхаттӑм; ытларах эпӗ саспа сӑвӑсем вулаттӑм, вӗсене вара пӑхмасӑр калама питӗ нумай пӗлеттӗм; ман ӳтӗмре юн вылятчӗ — чӗрем тутлӑн та кулӑшла ырататчӗ; эпӗ ялан тем кӗтсе, темрен шикленеттӗм, пур япаларан та тӗлӗнеттӗм те, тем тума та хатӗрччӗ; ман ҫунатлӑ ӗмӗтӗмсем, шуҫӑм килнӗ чух шуркутсем чиркӳ тӑрри тавра явӑннӑ евӗр, пӗр япаласем тавра явӑнатчӗҫ; эпӗ шухӑша каяттӑм, тунсӑхлаттӑм, макӑраттӑм та; анчах куҫҫулӗ витӗр те, янӑравлӑ сӑвӑ е каҫ илемӗ ҫуратнӑ тунсӑх витӗр те ҫурхи курӑк евӗр тапса тухакан ҫамрӑк пурнӑҫӑн савӑнӑҫне туяттӑм.
I // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.
Анчах чӗре ырататчӗ!
XI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Ун чухне те чӗре ҫакӑн пекех ырататчӗ, пыра темскер йӗплетчӗ.
VI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ҫаксене курмасӑр тӑма эпӗ пултарайман, ҫавӑнпа манӑн чун ырататчӗ.
XXI // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
Сана ҫеҫ калатӑп: чунӑм ырататчӗ, ачасем ӳссе ҫитӗнчӗҫ, вӗрентмелле, ҫапах та Ленинградпа Отраднӑя танлаштарма ҫук, анчах эпӗ хамӑн йывӑр шухӑшсене, мӗн тӳснине ҫиеле кӑлармастӑмччӗ.
XXII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Пуҫӗ ырататчӗ унӑн, ҫурӑмӗ нӑйкӑшса туртӑшӑнатчӗ, чунӗ вара, калӑн, унта нихӑҫан нимӗнле шухӑш, асаилӳ, туйӑм ҫуралман, пуш-пушахчӗ; ни тарӑху-вӗчӗрхенӳ, ни кичемлӗх пурри палӑрмасть, пурӗ те темле пысӑкскер, тӗттӗмскер те сӳрӗкскер выртнӑ пек ҫеҫ.
III // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Вӑл каллех итлесе пӑхрӗ, кӑкӑр унчченхинчен те начартарах, терӗ, нумай каларӗ; кӑкӑр та ырататчӗ манан, — кӑмӑл ҫемҫелсе кайрӗ, йӗрсе ятӑм: вилес килмест-ҫке-ха, вӑл пур, пӗрмаях чахоткӑпа хӑратать.
XIV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Эпӗ Ҫар медицини академине кайнӑ чух улттӑмӗш сехетчӗ ӗнтӗ, ӗшенсе ҫитнӗччӗ эпӗ, пуҫӑм та ырататчӗ.Шёл уже шестой час, когда, измученный, с головной болью, я отправился в Военно-медицинскую академию.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Манӑн пуҫӑм та, куҫӑм та кӑштах ырататчӗ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Больницӑран тухсан та пуҫ пӗрех май ырататчӗ, ура ярса пусмассерен мимене кайса тиветчӗ.
«Хамӑра сӳрӗкленме памалла мар» // Геннадий Дегтярев. «Хыпар», 2009.03.28, 58-59№№, 14 стр.
- 1
- 2