Поиск
Шырав ĕçĕ:
Паллах ӗнтӗ сирӗн Рима каймалла, унта лайӑхрах канса ыйхӑсӑр аптӑранинчен тата пуҫ ыратнинчен сывалмалла.
IV // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Аннӳ чирлӗ выртни те, ыйхӑсӑр иртнӗ каҫсем те сана ҫав тери ывӑнтарса ҫитернӗ.Болезнь матери, бессонные ночи — все это понятно, должно было тебя изнурить.
I // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Сапах та нумай вӑхӑт ыйхӑсӑр ларса ирттерни сисӗнтерет.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Ӳпкелесе пӗр сӑмах та каламасть, чӗрӗм ыйхӑсӑр ирттернӗ ҫӗрсем ҫинчен, хӑйӗн ыратакан урисем ҫинчен, пайтах тӑрса ирттернӗ, пайтах сукмак такӑрлатнӑ урисем ҫинчен, пӗр сӑмах та асӑнмасть…
Чее сӗтел // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.
Чӗкеҫсем кӑна ӗҫлӗ, ыйхӑсӑр.
Ҫула тухни // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.
Эсӗ те ыйхӑсӑр аптратӑн иккен.
Иккӗмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Ҫамрӑк Шерккей ирпе ирех картишне, пахчана тухатчӗ, ыйхӑсӑр кайӑксем юрланине савӑнса итлетчӗ; ун чух Шерккейӗн ашшӗ ҫынран малтан акине тухнӑ, тыррине вырнӑ, ҫапса пӗтернӗ — халь маннӑ иккен ҫав йӗркелӗхе: хӗвел йывӑҫ пӳ ҫӳллӗш хӑпарсан кӑна ӗҫе тытӑнать.
XI. «Шерккейӗн те ӑс ҫук мар» // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Маркиз ывӑннӑ пулсан та нумайччен ыйхӑсӑр выртрӗ.Маркиз, несмотря на свою усталость, посидел некоторое время.
IV. Ыйткалакан // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Асаплӑ та ыйхӑсӑр каҫ пуҫланса кайрӗ.
5 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Ыйхӑсӑр ҫӗр каҫнӑ хыҫҫӑн ҫав тери ҫывӑрас килсе кайнӑ унӑн, ҫавӑнпа вӑл парта хушшине ларнӑ та, малалла тӑснӑ аллисем ҫине пуҫне хурса кӑтӑш пулнӑ.
Ҫирӗм саккӑрмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.
Пӗр кун, унтан ыйхӑсӑр каҫ вӑраххӑн шуса иртрӗҫ, тепӗр кунӗ татах та вӑраххӑнрах иртрӗ.Медленно прошел день, бессонная ночь и еще более медленно другой день.
XIV // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Чӑн та Лозинская ӑслӑ-пуҫлӑ хӗрарӑм пулнӑ, ӑна илӗртме ҫӑмӑлах пулман, ҫапах та унӑн чунне ҫав тери йывӑр пулни ҫыру илсен аванах палӑрнӑ: пӗр тӑруках чӗре патне чӑн-чӑн савӑнӑҫ та, иртнӗ хуйхӑ та, ҫамрӑк чухнехи ҫылӑхлӑ шухӑшсем те, тӗрлӗ шухӑшпа ыйхӑсӑр ирттернӗ каҫсем те капланса килнӗ.
II // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Пирӗн служба ыйхӑсӑр.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Ҫаврӑнса пӑхсан, вӑл Алька халӗ те ҫывӑрманнине куҫсемпе чӑрр пӑхса, нимӗн ыйхӑсӑр выртнине курать.Обернувшись, она увидела, что Алька всё ещё не спит, а лежит с открытыми и вовсе не сонными глазами.
Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.
Эпӗ унӑн святойла пурнӑҫӗ ҫинчен илткеленӗ, ҫавӑнпа та малтанах хӑйӗн хӳшшипе кӗллисемсӗр пуҫне ҫут тӗнчере ниме те йышӑнман, яланах типӗ тытса тата ыйхӑсӑр пурӑннипе ырханланса, ывӑнса ҫитнӗ манаха куратӑп пулӗ тесе шутларӑм.
Иккӗмӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.
Мӗн-ха ӗнтӗ, Григорий ыйхӑсӑр ирттернӗ каҫсенче ачашласа-элеклесе пурӑннӑ пӗчӗк кӑна ӗмӗт тулчӗ те акӑ.Что ж, и сбылось то немногое, о чем бессонными ночами мечтал Григорий.
XVIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Нумай куҫҫуль тӑкрӗ Аксинья ыйхӑсӑр ирттернӗ каҫсенче, пайтах хуйхӑрчӗ вӑл юлашки уйӑхсенче.Много слез пролила Аксинья бессонными ночами, много горя перетерпела за последние месяцы.
XVII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Улма пӗҫермелӗх кӗл пуҫтарӑнасса кӗтсе вут умӗнче эпир хамӑр пальтосене тытса тӑтӑмӑр, ҫурӑмпа та, хӑяккӑн та вут еннелле лартӑмӑр, шапӑлтатасса, ыйхӑсӑр каҫ иртмен чухнехи пекех, яра кун хушши выҫӑхмасӑр шӑчӑсемпе ӗҫлемен пекех шапӑлтатрӑмӑр.
XI сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.
Анкӑш хупӑнкаллӑ ҫаврака тӗксӗм куҫӗсем ӗшенчӗклӗн хӗсӗннӗ, илемлӗ пит-куҫне ыйхӑсӑр ирттернӗ каҫсем сӑнран ӳкернӗ.
IX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Ыйхӑсӑр аптранипе шывланакан тӑртанчӑк куҫӗсене хӗстерсе, вӑл хумханса ларакан йывӑҫсен тӑлпаланчӑк йӑмӑх ҫутӑ ҫулҫисене, ҫил шӑртлантарнӑ шурӑ ҫилхеллӗ пӗлӗтсене иккӗленсе сӑнарӗ, вӑрман кашласа шавланине итлекелерӗ, ҫӗрпӳртсем патӗнчен иртсе, Аникушкӑна шырама кайрӗ.
I // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.