Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ывӑлӑра (тĕпĕ: ывӑл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сирӗн ывӑлӑр службӑра тӑракан батальон командирӗ сире чӗререн тав тӑвать. Сире Антон ывӑлӑра воспитани панӑшӑн тав тӑвас тетӗп, вӑл пирӗн подразделенинче службӑра тӑнӑ вӑхӑтра хӑйне тивӗҫлипе, присяга панӑ пекех, тивӗҫлипе кӑтартнӑ. Шӑпах сирӗн ывӑлӑр пек гвардеецсене пула пирӗн паттӑр подразделенинче мухтавлӑ ҫар йӑли-йӗркисем йӗркеленеҫҫӗ, ӳссе пыраҫҫӗ, ҫар дисциплини тата коллектив ҫирӗпленет. Антон малашне те паттӑрлӑх, дисциплина тата хӑйӗн Тӑван ҫӗршывне парӑнса пурӑнмалли тӗслӗх пуласса шанатӑп! — ҫырнӑ 20-мӗш стрелковӑй батальон командирӗ подполковник Евгений Кучинский. Антон пысӑк та туслӑ, ӗҫчен ҫемьере ҫуралса ӳснӗ. Мӑйракаллӑ шултра выльӑх-чӗрлӗх сӗт-ҫу енӗпе ӗрчетекен фермер хуҫалӑхӗнче, ашшӗ-амӑшӗн тӑватӑ ача хушшинче вӑл чи асли. Вырӑнти шкулта тӑхӑр класс пӗтернӗ хыҫҫӑн, Пелепейри механизаципе электрификаци колледжӗнче диплом илнӗ. РФ Хӗҫпӑшаллӑ Вӑйӗсене ӑна 2023 ҫулхи июлӗн 2-мӗшӗнче чӗнсе илнӗ. Ҫирӗп кӗлеткеллӗ каччӑ Типҫӗр ҫарсен спецназӗн командине Новосибирск хулинчи вӗренӳ чаҫне лекнӗ. Унӑн ҫар подразделенийӗ Новосибирскри аслӑ ҫарпа команднӑй училищӗн базинче вырнаҫнӑ. Ҫар дисциплинин требованийӗсем кунта пур салтаксемшӗн те ҫирӗп. Салтаксем ӳт-пӳ енчен пиҫӗхме, алла-аллӑн тытӑҫса ҫапӑҫмалли меслетсене тӗпчеме, стрелоксен кирек мӗнле хӗҫпӑшалтан те пеме хӑнӑхма ҫине тӑрса тӑрӑшаҫҫӗ. Пӗр сӑмахпа каласан, кунта Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлекен чӑн-чӑн ҫирӗп ҫынсем хатӗрлеҫҫӗ. Ҫитӗнсе, ҫирӗпленсе ҫитсен, Антон Тимофеев та шӑпах ҫакӑн пек салтак пулса тӑнӑ. Ҫар чаҫӗн командованийӗ РФ оборона министрӗн приказӗпе 2024 ҫулхи февралӗн 22-мӗшӗнче салтака «Ҫар тивӗҫне кӑтартуллӑ пурнӑҫланӑшӑн» медальпе наградӑланӑ.

Помоги переводом

Мухтавлӑ ҫар йӑли-йӗркисене малалла тӑсать // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... at-3757022

Арӑму паян ывӑлӑра авлантарать, кин кӗртет.

Помоги переводом

Шӑркалчӑсем // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 36–45 с.

— Пулӑшма май ҫук пулӗ ҫав сирӗн ывӑлӑра.

Помоги переводом

Тӑвансем те пӗр мар… // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 53–57 с.

Унсӑрӑн, тӳрех калатӑп, ывӑлӑра ҫухатма пултаратӑр!

Помоги переводом

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Сирӗн ывӑлӑра ӗмӗртме килӗшрӗ.

Помоги переводом

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Акӑ мӗн каларӗ вӑл: «Эпӗ сирӗн ывӑлӑра ӑнланатӑп, анчах вӑл лӗпӗш ҫулӑм ҫинелле вӗҫнӗн вӗҫнӗ те, вӗҫет те, юлашкинчен вара ҫунаттисене ҫунтарса ярать».

Он говорит: «Я понимаю вашего сына, но он летит и будет лететь, как бабочка на огонь, пока не спалит крылья».

V сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Ҫавӑн чухне тӑшман пули хӑваласа ҫитнӗ ывӑлӑра

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Телегин сирӗн ывӑлӑра Давида ҫӑлас тесе мӗн пултарнине пӗтӗмпех тунӑ, вӑл командир пулнипе пытарнӑ, тыткӑнра чух та чирлесен — сывалма, выҫӑ чухне — тӑрантарма тӑрӑшнӑ.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тӑшман тылӗнче нимӗҫ захватчикӗсене хирӗҫ пынӑ кӗрешӳре паттӑрла ӗҫ тунӑшӑн СССР Верховнӑй Совет Президиумӗ 1944 ҫулхи апрелӗн 2-мӗшӗнче кӑларнӑ Указ тӑрӑх сирӗн ывӑлӑра чи пысӑк та чыслӑ ят — Совет Союзӗн Геройӗ ятне панӑ.

За геройский подвиг, совершенный вашим сыном в борьбе с немецкими захватчиками в тылу противника, Президиум Верховного Совета СССР Указом от 2 апреля 1944 года присвоил ему высшую степень отличия — звание Героя Советского Союза.

Юлашкинчен калани // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Ҫакна манӑн та вӗрентмелле пулнӑ сирӗн ывӑлӑра.

Этому я тоже должен был его научить.

Князь ачипе вӗрентекенӗ ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

— Сирӗн ывӑлӑра мӗн илӗртсе килнӗ-ши тата Шумиловӑна ҫитиччен?

 — Интересно, что же всё-таки привлекло вашего сына именно в Шумилово?

Саккӑрмӗш сыпӑк // Гавриил Байдеряков. Тайц Я.М. Тупни: повесть. Вырӑсларан Г. Байдеряков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 88 с.

Вӑл сирӗн ывӑлӑра пӗлет-ҫке, кунта та пире вӑл ертсе килчӗ.

Так он знает вашего сына и даже привёл нас сюда.

«Олег, ӑҫта эс?» // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Эсир ывӑлӑра ҫакна чӑтса ирттерме хатӗрлӗр, — терӗ вӑл.

Чтобы я подготовила сына к этому.

«Ну, каласа пар-ха…» // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Вата врач пирӗнтен: — Ывӑлӑра мӗнле ят хурасшӑн? — тесе ыйтрӗ.

Старенький врач спросил: — Как назовёте сына?

Пирвайхи кун // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

— Тепӗр ывӑлӑра та ан манӑрччӗ, — терӗм эпӗ ун аллине чуптума пырса, ҫав вӑхӑтра хамӑн сӑна та, сасса та ирӗксӗрех Володьӑнни пек тума тӑрӑшрӑм.

— И второго сынка не забудьте, — сказал я, подходя тоже к ее руке и стараясь невольно перенять выражение лица и голоса Володи.

ХLII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Хӑвӑрӑн ывӑлӑра эсир урӑх ҫулпа — хӑвӑрӑн чапӑртан кая мар, анчах пурлӑхӑра кура тивӗҫлӗрех ҫулпа ярӑр, — ҫак сӑмахсене каланӑ чухне ректорӑн сасси темӗнле кулнӑ пек туйӑннӑ.

Попытайтесь направить вашего сына по другой стезе, не менее приличествующей вашей гордости и более соответствующей, — голос ректора дрогнул насмешкой, — более соответствующей вашим доходам.

Иккӗмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.

— Сирӗн ывӑлӑра нимӗн те пулмасть…

— Все будет в порядке с вашим сыном…

XXV // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

— Хӑвӑр ывӑлӑра часах куратӑр акӑ, шанатӑп.

— Уверен, что скоро вы увидите сына.

Ҫирӗм ҫиччӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.

Эпир Сире пулӑшу пама пултарсан, хамӑра телейлӗ тесе шутланӑ пулӑттӑмӑр, Сирӗн ывӑлӑра ыр кӑмӑллӑ сасса итлеттерес тӗлӗшпе пӗтӗм вӑя хурса тӑрӑшӑпӑр, Сирӗн кӑмӑлӑр пулсан, вӑл тӑван килне те таврӑнма пултарӗ.

Мы будем счастливы помочь Вам и приложим все усилия, чтобы уговорить Вашего сына прислушаться к голосу благоразумия, и, если Вы того пожелаете, сын возвратится в родной дом.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.

Ывӑлӑра ан шырӑр, — тӑрӑхласа ответлет переводчица.

— Не ищите его, — с ехидством ответила переводчица.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней