Поиск
Шырав ĕçĕ:
Турчӑкасем патне кӗп-тӗртеттерсе кӗрсенех вӑл, кулкаласа, ку япалана шӳт вырӑнне ҫеҫ ӗненсе лараканскер (ара, ӑҫтан чӑннипе ӗненӗн: шкул ачи вӗт-ха, вуннӑ та пӗтермен!), ларсан-ларсан, чӑнах та, япали шӳт маррине ӑнкарма тытӑнсан, хыпӑнса, малалла мӗн пуласса кӗтет.
2 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Мана пӗр япала кӳрентерет, — тет Шура тарӑхса кайсах, — вӑл шӳт тунине пӗлет вӗт-ха, хӑй те шӳт тума, кулма юратать, анчах шкулта ун ҫинчен никам та пӗлмест пулмалла.
Химипе «отлично» // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.
Апат хушшинче пичче ырӑ та савӑнӑҫлӑ пулчӗ; шӳт те тукаларӗ, — вӗреннӗ ҫынсем шӳт туни яланах кӑмӑллӑ туйӑнать.Во время обеда дядюшка был почти весел; он сыпал шутками, которые у ученых всегда безобидны.
VI сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
— Апла пулсан, манӑн ӗҫсем питӗ те лайӑх-мӗн, эмелленме те кирлӗ мар, — тесе шӳт тума хӑтланчӗ Павел, анчах шӳчӗ кулмаллах тухмарӗ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Ҫапла шӳт ҫине шӳт ҫуралса пычӗ мӗн яла ҫитиччен.
Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ
Вӑл пирӗнпе шӳт тӑвать, хӑй лайӑх пӗлет тесе, эпир унтан: — Энтип пичче, пӑрах ӗнтӗ шӳт тума, тӗрӗссипе кала-ха, миҫе ҫулта эсӗ? — теттӗмӗр.
V // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 133–188 с.
Шутлатӑп хам: япӑх шӳт ку, ҫӑва патне кайтӑр ун пек-кун пек шӳт тетӗп!
XVIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Рахметов «тӗлӗнмелле тӗксӗм ҫын» мар, пачах урӑхла, мӗнле те пулин кӑмӑллӑ ӗҫ тунӑ май хӑйӗн тӗксӗм шухӑшӗсене, хӑйӗн хуйхине маннӑ чухне, вӑл шӳт те тӑвать, хаваслӑн та пакӑлтатать, анчах та мана кун пек сайра май килет ҫав, тет вӑл, сайра май килни питех те кӳренмелле ҫав, тет, тӗлӗнмелле тӗксӗм ҫын» пулнишӗн эпе хам та хавас мар ҫав, тет, анчах та условисем ҫавнашкал-ҫке-ха, ҫавӑнпа ырра ман пек хӗрӳллӗн юратакан ҫын, «тӗлӗнмелле тӗксӗм ҫын» пулмасӑр пултараймасть, тет, ҫакӑ мар пулсан, эпӗ, тен, кунӗпех шӳт тунӑ та ахӑлтатнӑ, юрланӑ та ташланӑ пулӑттӑм, тет.
XXXI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Вӗсен пурнӑҫ йӗрки, паллах, ним кӗтмен-туман ҫӗртен ҫураҫнӑ кун Вера Павловна ҫурри шӳт туса, ҫурри шӳт тумасӑрах, йӗркелештернӗ пек пулмарӗ, ҫапах та питех те ҫавӑн евӗрлӗ пулчӗ.
I // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
— Эсир шӳт тӑвассипех, батюшка Кирила Петрович, — именерех кулса илчӗ Антон Пафнутьич, — чӑн та юхӑнса ҫитрӗмӗр, ҫука ертӗмӗр ӗнтӗ, — терӗ те Антон Пафнутьич, хуҫан шӳтне ҫуллӑ пулӑ татӑкне ҫинипе пӗрле ирттерсе ячӗ.
IX сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
— Вӑй вылясси вӑл — шӳт мар, чӗрнӳне эс ан кӑлар, — ӑс парать ашшӗ.
Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.
Ҫапла вӑл пурнӑҫ сар кӗрпе, Пин тӗрлӗ шӳт те унӑн пур.
Поэтсем ӑҫта пурӑнаҫҫӗ-ши! // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Юрӗ, ку вӑл — ҫула май каланӑ шӳт сӑмах ҫеҫ.
Ҫӗр ҫинче чи мӑнни — ҫын аллинчи кукӑль // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Ӑҫта Мидхат, унта ялан — шӳт те кулӑ: «А нам, татарам, вси равно, адин талон — два каша», — ҫакнашкал каларӑшсем унӑн темӗн чухлех.
2 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.
Ҫак проект валли вӑл хӑйӗн ятне «ONO» таран кӗскетнӗ, «Oh, no!» текен шӳт ӑна пӗтӗм пурнӑҫ тӑршшӗпе канӑҫсӑрлантарнӑ.
Йоко Оно // Макар Силиванов. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%99%D0%BE%D ... 0%BD%D0%BE
Каччӑ хӗр патне кӗрет, симӗс атӑ кунчине ҫитмӗл пуслӑх (хальхи шутпа — 20 пуслӑх) кӗмӗл ярать, шӳт туса аттине хывтарать, кӗмӗл укҫа урайне тухса ӳкет.
Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.
Виктор Петров кулӑш ӑсти яланхи пекех залпа туслӑ тата ӑнӑҫлӑ ӗҫлерӗ, тӗрлӗ шӳт каласа куракансен кӑмӑлне ҫӗклерӗ.
Программӑра юрӑ-ташӑ тата шӳтсем пулчӗҫ // Вероника ИВАНОВА. http://kanashen.ru/2023/12/22/%d0%bf%d1% ... b%d1%87ec/
— Ялан шӳт тӑвассупах.
6 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.
Ҫав вӑхӑтрах тӗрлӗ шӳт те халап каласа парса ӗҫлекенсене хавхалантарчӗ.
II // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.
(Шӳт)
Сӗреке // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 56–57 с.