Поиск
Шырав ĕçĕ:
Тунсӑх, усал шутлӑ этем пек, пӗччен ҫынна таҫти кӗтесре те вӑрттӑн кӗтсе тӑрать: ура хурать, такӑнтарма пӑхать, пӗрми шӑтнӑ купӑс пек ассӑн сывлаттарать.
Лапшу Ҫтаппанӗн халапӗ мар // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Лешӗ машина парса та пӑхать, кусем вара — «карбюратор шӑтнӑ…», «трансмисси пӗр грамм та юлман…», «руль ни сылтӑмалла, ни сулахаялла пӑрӑнмасть…»
«Ну, робот, тӳс тулӗк!..» // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Кухня хуранӗ ҫеҫ витӗрех шӑтнӑ.
«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Тымартан тухаканнисем те пур, ӑвӑс шӑтнӑ.
59 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Асаплансах ҫитнӗ ача варне алӑпа тыткаласа сӑтӑрса пӑхать, шӑтнӑ пушмак пуҫӗнчен тухса тарма тӑнӑ ура пӳрнисене пытаркалать.
Тӗлӗк // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.
Кӑвакарнӑ ҫеҫ мар — лутра Энтрейӗн пуҫӗ шӑтнӑ, тӑсланкӑ Унтрейӑн сылтӑм ури сусӑрӑлнӑ (ҫӳлтерехрен ҫапайман ӗнтӗ лутра Энтрей, пӗвӗ ҫитмен…).
Хӑрушӑ тавӑру // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 12–21 с.
Хӑнкӑрма пек чӑмӑр та типсе хӑмӑрланнӑ сыр кӑмписем, хулӑн хупӑллӑскерсем, шӑп тӑрринчен шӑтнӑ та, ҫав шӑтӑкран ҫил вӗрнӗ май, мӑрьерен кӑшт ҫеҫ йӑсӑрланакан сӗрӗмлӗ тӗтӗм пек, хӑмӑр тусан вӗҫет.
10 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.
Унсӑр пуҫне, тыр-пул та шӑтнӑ, апла пулсан, ҫак ӗҫе хаклама вӑхӑт.
Калчасем мӗнле шӑтса тухнине тӗрӗслеҫҫӗ // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/05/23/%d0%ba%d0%b ... %d0%b5cce/
Чӑнах та, вӑл халь кӑшт симӗслене пуҫланӑ, хӑйӑрлӑ сӗр ҫинче имшеркке ҫутӑ-симӗс курӑк, ҫуртри шӑтнӑ чухнехи пек, чӗлтӗр-чӗлтӗр шӑтать, йӗплӗ курӑк тӑррисем те ешӗре пуҫланӑ, ҫапах та Ефремова хӑнӑхман ҫӗршывра кичемрех.
Юрату // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 138–143 с.
Пӗр турилкке пушатнӑ ҫӗре тарӑн пӗркеленчӗклӗ ансӑр ҫамки ҫине те, шӗпӗн шӑтнӑ лапчӑк сӑмси ҫине те тар пӗрчисем тапса тухрӗҫ.
1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.
Уйсенче ырашсем ҫатраланса ӳкрӗҫ, Тикӗс шӑтнӑ ҫуртри хуралса пӗтрӗ.
XV. Тавӑрна // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Ветеранӑн кӑкӑрӗ те «ҫӗмӗрӗлнӗ», чӗри те тӳнклетсе «уксахлама» пуҫланӑ, ҫавна пула вӑл, ырсах ҫитнӗскер, пичӗ шӑмӑланичченех типнӗскер, айлатса, вырӑнпах выртнӑ, юлашкинчен ӳчӗ те шӑтнӑ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Хӑмпӑсем шӑтнӑ хыҫҫӑн ӗне выльӑхӑн ӳт температури чакать, сӗлеки ытла вӑйлӑ (кунне 2-4 литр таран) юхма тытӑнать.
Ящур — хӑрушӑ // В.АФАНАСЬЕВ. http://елчекен.рф/2023/02/10/%d1%8f%d1%8 ... 83%d1%88a/
Тикӗс шӑтнӑ.
XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Вӗсем пурте лайӑх, тикӗс шӑтнӑ.
X // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Хӑйсем лартнӑ кашни йывӑҫ умӗнче ҫеҫ мар, вӑрман айӗнче вӑрӑран шӑтнӑ йывӑҫсемпе калаҫа-калаҫах, вӗсене упрама тӑрӑшатчӗҫ.
Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.
Хырпа чӑрӑш, лиственница калчисене шӑтнӑ вӑхӑтра ҫуралнӑ ача пекех пӑхмалла.
Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.
Вӑрҫӑ та тӑлӑх-турат шутне нумай ӳстерчӗ, мӗншӗн тата халь ҫеҫ шӑтнӑ ҫеҫкен пуласлӑхне амантмалла?..
I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.
Кабинӑн ҫивиттийӗ исленсе кайнӑ, пуҫ ҫине пусса тӑнӑн туйӑнать, тахӑш тӗлтен шӑтнӑ та пулас вӑл: алӑк урлашки ҫине пат та пат! ҫумӑр тумласа плащ ҫине сирпӗнет.
I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.
Хуҫи те ахаль тумарӗ ӑна, ҫунса шӑтнӑ саппунӗпе кӗпи вырӑнне пӗр ҫыхӑ ҫие тӑхӑнмалли вӗр-ҫӗнӗ япаласем парнелерӗ.
Сергейпе Хрестук // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.