Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вестибюльте — тамӑк; эпӗ хул пуҫҫисен, ҫурӑмсемпе чавсасен хушшипе, пӑчӑлӑхра, пудрӑпа табак шӑршинче чышӑнса пусма патнелле ҫывхаратӑп, — ун тӑрӑх хӗрсе кайнӑ маскӑсем чупа-чупа анаҫҫӗ е хӑпараҫҫӗ.
XXIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Астис сӑмсине шухӑшлӑн туртса сывлать, — тинӗс шӑршинче кирлӗ ӑнлантару пытаннӑ тейӗн.Астис задумчиво потянул носом, словно в запахе моря скрывалось нужное объяснение.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
Ҫӑра йывӑҫ ҫулҫисем кӑштӑртатнинче, ҫӗрлехи фиалка чечекӗсемпе вӑрман хӑяхӗн шӑршинче ылтӑн ҫӑлтӑрӗсемпе ялтӑртатса тӑракан пӑчӑ ҫӗр канӑҫа пӗлмен тӑмана пек кӑшкӑрса янтраса тӑнӑн туйӑнчӗ.
XI сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Анчах пурнӑҫӑн вӑрттӑн пултарулӑхӗ ыйхӑсӑр сывлӑшра та, курӑнман йывӑҫсен лӑпкӑлӑхӗнче те, ҫӗр шӑршинче те сисӗнсех тӑчӗ.
V // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Хир чӑххисен шӑршинче пӗр ҫӗре таччӑн ҫыпӑҫса пӗтӗҫнӗ тем тӗрлӗ шӑршӑ сӗвемӗсем те пур, ҫавӑнпа та тилӗ аҫин, ҫавсене шӑршласа тӑранас тесен, тӗмеске ҫинчен анмалла, ҫӑлтӑр пек йӑлтӑртатса выртакан юр ӑшӗнчен урисене кӑлармасӑр, ҫӑмӗ пӑрланнӑ ҫӑмӑл хырӑмне хытхура тӑррисем тӑрӑх сӗтӗрттерсе, пӗр аллӑ чалӑша яхӑн йӑпшӑнса шӑвӑнмалла.
34-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Юрату пирӗн хушша ҫӑмӑл та ӑшшӑн кулакан курӑну евӗрлӗ килсе тухсан, вӑл Сasta diva янӑранӑ чухне, сирень ҫеҫки шӑршинче, пӗр-пӗрне каласа пӗлтермен телейре, именчӗклӗн пӑхнинче пулнӑ чухне, эпӗ ӑна ӗненмерӗм, ӑна ӑсра сӑнарланисен вӑййи тата хамӑра хамӑр юратнин пӑшӑлтатӑвӗ вырӑнне хутӑм.
X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
- 1