Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

шӑпине (тĕпĕ: шӑпа) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пирӗн республика нумай нациллӗ Раҫҫей пурнӑҫӗн таппипе тан утса аталанать, Тӑван ҫӗршывӑмӑр шӑпине ӑша хывса пурӑнать.

Наша республика живет и развивается в едином ритме с многонациональной Россией, чувствуя сопричастность к судьбе Отечества.

Олег Николаев Ҫуркуннепе ӗҫ кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/05/01/gla ... aet-s-dnem

Ан тив, вӗсем пӗчӗкренех хӑйсен йӑхӗнчи ҫынсен шӑпине пӗлсе ӳсчӗр, ҫитӗнсен вара хастар та ырӑ чунлӑ пулма тимлеччӗр, Караньяловсен пурнӑҫ йӗрӗнчен таҫта аяккалла ан пӑрӑнччӑр», — терӗ кӗҫ-вӗҫ ача ҫуратма хатӗрленекен хӗрарӑм…

Помоги переводом

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Хӑй шӑпине хурламан.

жила – не тужила.

Эрнук // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/418

Тепӗртакран ҫак нушаллӑ сасӑсем, тӑруках йӑп пулчӗҫ: ӳт-пӳри ҫывӑрса хускавсӑрланнӑ пур юна та хускатса, пур-ҫук вӑйне пуҫтарса, карӑнтарса, ал-урана ҫапӑҫӑва кӗртсе чылайччен кӗрешсен те, Ула Тимӗр хӑйӗн хура шӑпине ҫӗнтереймерӗ, вара вӑл хӑрӑлтата-хӑрӑлтата, юлашки сывлӑшне кӑларса ячӗ те, тискер кайӑк апачӗ пулса, куҫне яланлӑхах лӗнчӗр хупрӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пӗл: хальлӗхе ҫӗр ҫинче эпӗ мар, эпӗ хам патшалӑхран чикӗсӗр мӑнкӑмӑллӑхӗшӗн хӑваласа янӑ шуйттан — Сатана Дьявол — хуҫаланать, вӑл тӳпенелле кармашакан ҫын шӑпине ҫӗр ҫине туртса ӳкерет, ҫылӑх авӑрне тӗртсе ярать, путарать.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫӗнӗрен, иккӗмӗш хут, анчах кӗпепе, ҫӗлӗкпе-калпакпа ҫуралнӑ пекех туйрӗ хӑйне халӗ Ула Тимӗр, пурнӑҫ ҫулӗ ҫине чалт! сиксе ӳкнӗ телей хӗлхемӗ унӑн умри шӑпине уҫҫӑнрах, ҫуттӑнрах ҫутатса ячӗ, пуҫне ҫӗклентерчӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

«Ой, бли-и-иин!!!» — шалтан тӑвӑрланса-тарӑхса чӗтрентерсе илчӗ сассине Пурис, анчах хӑй шӑпине ҫаврӑнса тухнӑ асапӗн сӑлтавне шыраса пуҫне йывӑрлатма шутламарӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Чӗрийӗ ҫамрӑк хӗрарӑма итлесшӗн мар пулса юратнӑ ҫынни еннеллех туртӑнчӗ, хӑйӗн шӑпине ҫав йӗкӗтпе ӗмӗрлӗхе пӗрлешсе пурӑнма йыхравларӗ, хистерӗ.

Помоги переводом

Тӗлӗкри пек тӗлпулу // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 113–121 с.

Сӑнран пӑхма вӑл тӗреклӗ пӳ-силлӗ, хӗрлӗрех питлӗ ҫын — хӑйӗн пурнӑҫӗнче цирк артисчӗн шӑпине пур енчен те астивсе курнӑскер пек туйӑнать.

Это был здоровенный, краснощекий малый, прошедший уже, как видно, всю иерархическую лестницу циркачей.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Республика Ертӳҫи хӑйӗн сӑмахӗнче, Чӑваш Ен Правительстви пая кӗрсе улталаннӑ ҫынсен шӑпине татса парассипе курӑмлӑ ӗҫлесе пынине асӑннӑ.

Помоги переводом

Ҫӗнӗ Шупашкарти йывӑрлӑх кӑларса тӑратнӑ нумай хваттерлӗ ҫурта туса пӗтернӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/01/26/cn-s ... j-hvatterl

Ҫӗнӗ Шупашкарта йывӑрлӑх кӑларса тӑратнӑ объектӑн шӑпине тинех татса панӑ.

Помоги переводом

Ҫӗнӗ Шупашкарти йывӑрлӑх кӑларса тӑратнӑ нумай хваттерлӗ ҫурта туса пӗтернӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/01/26/cn-s ... j-hvatterl

Ҫара та ирӗклӗ этем пӗрре те пуҫ усмарӗ, хӑйӗн шӑпине ҫын умӗнче ӳпкелесе нӑйкӑшмарӗ.

Помоги переводом

IX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

«Ун ҫине пӑхсан, ирӗксӗрех «Нарспи» юрӑҫин шӑпине те, Тайӑр Тимккине те, хунавлах хӑрнӑ ытти талантcене те аса илетӗп».

Помоги переводом

Хунавлах хӑрнисем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Ҫавӑнпа унти ватӑсен пурнӑҫ шӑпине те пӗлеттӗмччӗ.

Помоги переводом

Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.

Икӗ социалла вӑй хирӗҫӗвӗн-кӗрешӗвӗн хӑвачӗ романри пӗтӗм ҫынсен пурнӑҫне, ӗҫне-хӗлне витерсе тӑрать, шӑпине татса парать.

Помоги переводом

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Мӗншӗн тесен историлле персонажсем роман кумминчи тӗп вырӑнта тӑракан ҫынсем мар, ытти геройсен шӑпине татса парас ӗҫре те вӗсем пысӑк вырӑн йышӑнса тӑмаҫҫӗ.

Помоги переводом

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Унти ҫынсем хӑйсен шӑпине уҫҫӑн палӑртрӗҫ.

Их жители сделали свой выбор.

Олег Николаев Ҫӗнӗ ҫул ячӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2022/12/31/nov ... -respublik

Сакӑр ҫын, кашни харпӑр хӑйӗн шӑпине паллӑ туса, Касмухха тытса тӑракан ҫӗлӗк ӑшне ячӗҫ.

Помоги переводом

XVII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Ман пурнӑҫ шӑпине ҫӳлти турӑ кӑна пӗлет, — тавӑрчӗ пуп, маччаналла пӑхса.

Помоги переводом

Уҫӑппа юлташӗсем тата Якку атте // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Эп хам хӗр ача шӑпине ҫӑмӑллатасси ҫинчен шутлатӑп, айван! — кӑшкӑрчӗ пиччӗшӗ.

Помоги переводом

18. Сарайчик хули // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней