Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

шӑнкӑрав сăмах пирĕн базăра пур.
шӑнкӑрав (тĕпĕ: шӑнкӑрав) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Паян сирӗншӗн пуриншӗн те хумхануллӑ кун юлашки шӑнкӑрав янӑрать.

Помоги переводом

«Пысӑк тӗллевсем лартӑр, йывӑрлӑхран ан хӑрӑр», – тенӗ Олег Николаев // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/25/pisk ... n-oleg-nik

Паян сирӗншӗн пуриншӗн те хумхануллӑ кун юлашки шӑнкӑрав янӑрать.

Сегодня для всех вас в этот волнительный день прозвучит последний звонок.

Олег Николаев шкултан вӗренсе тухакансене саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/05/25/ole ... huvashii-s

Вӗсем иккӗшӗ вырӑн ҫинче выртнӑ чух шӑнкӑрав икӗ хутчен шӑнкӑртатрӗ: Инесса ку, урӑх никам та мар.

Помоги переводом

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Маринэ сӑмахне Таранов питех ӗненмерӗ, ҫавӑнпа та вӑл тепӗр эрнерен унӑн хваттерне кайрӗ, анчах унта шӑнкӑрав тӳми ҫине пуссан алӑка пачах палламан ҫын уҫрӗ.

Помоги переводом

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Шӑнкӑрав сасси янраса кайсан тӳрех алӑк уҫма васкарӗ, анчах ку Инесса мар, почтальон иккен.

Помоги переводом

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Куллен янӑракан шӑнкӑрав сассине вӗрентекенсем тахҫанах хӑнӑхса ҫитнӗ ӗнтӗ.

Помоги переводом

«Ҫулталӑк вӗрентекенӗ 2023» конкурс пуҫланчӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60571

Тӑвай муниципаллӑ округӗ ертӳҫи Владимир Михайлов Улянкӑ ялӗнчен республика ертӳҫи патне шӑнкӑрав ҫитсенех ҫак ялта пулнӑ.

Помоги переводом

Ыйту пур, апла хуравламалла // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60722

Тӗрлӗ канал урлӑ 997 ыйту ҫитнӗ, ҫав шутран 116-шӗ – колл-центра килнӗ шӑнкӑрав.

Помоги переводом

Ыйту пур, апла хуравламалла // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60722

13 сехет те 49 минутра пушар хуралӗн ӗҫченӗсем патне шӑнкӑрав ҫитнӗ.

Помоги переводом

Вӑрманта - пушар // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60802

Виҫҫӗмӗш шӑнкӑрав пулсан, залра ҫутӑ сӳнчӗ те, Егоров калаҫма чарӑнчӗ.

Помоги переводом

Радик ҫулӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 177–186 с.

Фойере иккӗмӗш шӑнкӑрав пулни илтӗнчӗ, Егоров калама чарӑнмарӗ.

Помоги переводом

Радик ҫулӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 177–186 с.

Радик шухӑшне фойере шӑнкӑрав чӑнкӑртатни татрӗ.

Помоги переводом

Радик ҫулӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 177–186 с.

Кунта йӗс шӑнкӑрав сасси те, сӗрме купӑс хӗлӗхӗсем чӗтрени те, кӗтӳҫӗ шӑхличӗ шӑхӑртни те, хут купӑс сасси те — пурте, пурте пур.

Помоги переводом

Юрату // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 138–143 с.

Шӑнкӑрав сасси кӑна чылайччен хурлӑхлӑн чӑнкӑртатса янӑрарӗ.

Помоги переводом

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Чӑнах та, инҫетре шӑнкӑрав сасси илтӗнет, ӑна вӑрман шавӗ те хуплаймасть.

Помоги переводом

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Шӑнкӑрав сасси илтӗнет мар-и?

Помоги переводом

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Шӑнкӑрав пускӑчне пӳрнепе перӗнтӗм кӑна, арӑм тухса та тӑчӗ:

Помоги переводом

Шанчӑклӑ мел // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 52–54 с.

Тӗлӗрме пуҫланӑччӗ ҫеҫ, шӑнкӑрав сасси пулчӗ, Игнат Васильевич иккен.

Помоги переводом

Шухӑшлама вӑхӑт пур // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 49–52 с.

Шӑнкӑрав янӑрать ҫеҫ, алӑка кӑшт уҫатӑп та ҫынна вунӑ тенкӗ тыттаратӑн.

Помоги переводом

Хаклӑ туссем // Петр Речкин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 36–38 с.

Унччен те пулмарӗ, каллех шӑнкӑрав янӑраса кайрӗ.

Помоги переводом

Хаклӑ туссем // Петр Речкин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 36–38 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней