Поиск
Шырав ĕçĕ:
Хушӑлкари вӑтам шкулта «Культура шӑматкунӗ. Раҫҫей халӑхӗсен вӑййисем» мероприяти ирттернӗ.В Кош-елгинской средней школе проведено мероприятие «Культурная суббота. Игры народов России».
«Раҫҫей халӑхӗсен вӑййисем» мероприяти ирттернӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/kultura/2023 ... rn-3367939
Ку вӑйӑсене «Культура шӑматкунӗ. Раҫҫей халӑхӗсен вӑййисем» мероприяти шайӗнче ирттернӗ.Эти игры были проведены в рамках мероприятия «Культурная суббота. Игры народов России».
Хушӑлкара чӑваш вӑййисене вылянӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/35610.html
Шӑматкунӗ, чӑн та, шӑматкунах-ха.
6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Шӑматкунӗ, хурланса, Вилес терӗм ҫакӑнса.
XXVIII // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Килтисем тата пурте: вӗренмелли кунпа ваттисен шӑматкунӗ ниепле те пӗр вӑхӑтрах пулмалла маррине, е кӗҫнерникун праҫник пулнӑшӑн эрнипех вӗренме каймалла маррине ҫирӗп ӗненсе тӑраҫҫӗ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
25. Ҫав ҫын, Иерусалима татуллӑ шухӑшпа пынӑ пек туса, хӑй иудейсен сӑваплӑ шӑматкунӗ ҫитессе кӗтнӗ, иудейсен канӑҫлӑ вӑхӑчӗ ҫитсессӗнех вӑл хӑйӗн ҫыннисене кӑралпа авӑрланма хушнӑ.
2 Мак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫа Моисее Синай тӑвӗ ҫинче ҫапла тесе каланӑ: 2. Израиль ывӑлӗсене пӗлтер, вӗсене кала: эсир Эпӗ хӑвӑра паракан ҫӗре ҫитсессӗн, Ҫӳлхуҫанӑн шӑматкунӗ ҫӗр канса вырттӑр; 3. ултӑ ҫулччен хӑвӑн хирне акса тӑр, ултӑ ҫулччен хӑвӑн пахчунта иҫӗм турачӗсене касса тӑр, вӗсем ӳстернӗ ҫимӗҫе пуҫтар, 4. ҫиччӗмӗш ҫул вара ҫӗршӗн канӑҫлӑх шӑмачӗ, Ҫӳлхуҫа шӑмачӗ, пултӑр: хӑвӑн хирне ан ак, иҫӗм турачӗсене ан кас; 5. хӑвӑн ану ҫинче хӑех ӳссе ларнине вырса ан ил, касман иҫӗм турачӗсем ҫинчи ҫырлана ан тат; ҫак ҫул ҫӗршӗн канӑҫлӑх ҫулӗ пултӑр; 6. ҫав ҫимӗҫсем сирӗншӗн пуриншӗн те ҫӗр шӑмачӗ иртичченех ҫимелли апат пулӗҫ: саншӑн та, санӑн арҫын чурушӑн та, хӗрарӑм чурушӑн та, тара тытнӑ тарҫушӑн та, сан патна пурӑнма куҫса пынӑ ҫыншӑн та, 7. санӑн выльӑхушӑн та, санӑн ҫӗрӳ ҫинчи тискер кайӑксемшӗн те ҫӗр ӳстернӗ мӗнпур ҫимӗҫ ҫимелли апат пултӑр.
Лев 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
37. Ҫӳлхуҫа уявӗсем ҫаксем ӗнтӗ: ҫав уявсенче сӑваплӑ пуху чӗнсе пуҫтарса Ҫӳлхуҫана парнесем — пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳрекен парне, тырӑ-пулӑ парни, пуснӑ парнесем, юхтармалли парнесем — кӳмелле, кашни кунӗнче хӑйӗн парнисене кӳмелле, 38. сирӗн ҫак парнесене Ҫӳлхуҫа шӑматкунӗ кӳрекен парнесем ҫумне, хӑвӑр парнӗрсем, сӑмах панипе, тимлӗ пулнипе кӳрекен парнӗрсем ҫумне хушса памалла.
Лев 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Манӑн уявӑмсем ҫаксем: 3. ултӑ кун ӗҫ тума юрать, ҫиччӗмӗш кун канӑҫлӑх шӑмачӗ, сӑваплӑ пуху кунӗ; нимӗнле ӗҫ те ан тӑвӑр; ку — сирӗн пур килӗр-ҫуртӑршӑн та Ҫӳлхуҫанӑн шӑматкунӗ.
Лев 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1