Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

шӑлкаласа (тĕпĕ: шӑлкала) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑрать вӗт лашу, — терӗ вӑл ҫӗлӗкне хывса, тарланӑ пуҫне шӑлкаласа.

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Эн-яй-яй, — ассӑн-ассӑн сывлаҫҫӗ хӗрарӑмсем, куҫҫулӗсене шӑлкаласа.

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Чӗр тамӑк иккен, чӗр тамӑк, — ахлатаҫҫӗ хӗрарӑмсем, куҫӗсене шӑлкаласа, кашниннех кам та пулин вӑрҫӑра-ҫке.

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Ӑнланмалла, — Потапов, кӗсйинчен ал тутри кӑларса, питне шӑлкаласа илчӗ.

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Пирӗн килес, — терӗҫ вӗсем, урисене ҫенӗкри шӑпӑрпа шӑлкаласа.

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хура мӑйӑхӗпе кӑвакарма пуҫланӑ сухалне сарӑхнӑ пӳрнисемпе шӑлкаласа тасатрӗ Ҫӗпритун.

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вичкӗн хура куҫӗсем ҫине тар юхса ансан кӑна, ҫулма чарӑнса, тарне вӑрӑм ҫанни вӗҫӗпе шӑлкаласа илет те пиҫиххи хушшине хӗстернӗ лапаткине туртса кӑларать.

Помоги переводом

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тарласа, мӑйӑх вӗҫӗсене питшӑлли вӗҫӗпе шӑлкаласа, чей ӗҫсе киленчӗ Хура Ҫимун.

Помоги переводом

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Совет салтакӗсем вӑрҫӑра паттӑррӑн ҫапӑҫни ҫинчен каланӑ чух салтак амӑшӗсем, арӑмӗсем куҫӗсене шӑлкаласа тӑчӗҫ.

Помоги переводом

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хашш! сывласа ячӗ Хумкка, куҫне шӑлкаласа:

Помоги переводом

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫавӑнтанах куҫлӑх тупса, ӑна питшӑлли вӗҫӗпе шӑлкаласа тӑхӑнчӗ те, виҫ кӗтеслӗ ҫырӑва уҫса, аула пуҫларӗ.

Помоги переводом

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Вӑхӑтсӑрах йӗрсе ларас мар-ха, — терӗ Сантӑркки, кӑмака умӗнче тем шӑлкаласа.

Помоги переводом

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫикелес те ӗҫе уттарас, — мӑкӑртатса пурттине каска пуҫне тӑрӑнтарчӗ Хумкка, сарӑхнӑ пӳрнисене умри саппунӗпе шӑлкаласа тасатрӗ.

Помоги переводом

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫтаппан ларма ӗлкӗриччен Матӗрне, тутӑр кӑларса, сак хӑмисене шӑлкаласа илчӗ.

Помоги переводом

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тӑна кӗрсе ҫитсенех ҫиччӗри имшеркке ача тарнӑ панулмисене каялла кутамккана пуҫтарма пикенчӗ, лӑпчӑннисене айккине пемерӗ, ҫанӑ вӗҫӗпе малтан куҫне, унтан панулмисене шӑлкаласа илсе пуҫтарнисем ҫине хучӗ.

Помоги переводом

Панулми // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 36–45 с.

Ятманов шарламарӗ, аллӑ ҫултан иртнӗскер, хӑйӗн шурала пуҫланӑ ҫӳҫне ҫеҫ шӑлкаласа илчӗ.

Помоги переводом

Куршанак // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 4–6 с.

Ача унӑн яка пуҫне шӑлкаласа юрласа пырать.

Помоги переводом

59 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Сӗтел хушшинче яка пуҫне шӑлкаласа ларакан Лука Павлович каччӑ ҫинелле шалт аптраса пӑхрӗ:

Помоги переводом

28 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Асли, шурӑ сухалне шӑлкаласа ывӑлӗсене пӗлтерекен палӑксен йӑла сӑмахӗсене каларӗ:

Помоги переводом

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Тулли кӑмӑлпа савӑнса, ташӑ кӗвви шӑхӑрса, хӗвел ӑшшипе киленсе кӑштах ыратакан хырӑм тирне шӑлкаласа ҫеҫ пычӗ вӑл.

Помоги переводом

Тимӗр тӗклӗ ӑмӑрткайӑк // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 46–56 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней