Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

шӑлан сăмах пирĕн базăра пур.
шӑлан (тĕпĕ: шӑлан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Халь кулӑр ара, кулӑр, анчах кайран, тепӗр сехетрен, сире эп вӑрмантан татса килнӗ шӑлан чечекӗн ҫыххине тыттарсан, эсир мӗн калӑр-ши?

Помоги переводом

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Апла пулсан акӑ мӗн: халех вӑрмана кайӑр та мана валли пӗр ҫыхӑ шӑлан чечекӗ татса килӗр, — хушрӗ Инесса.

Помоги переводом

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

…Июнь пуҫламӑшӗ — шӑлан чечеке ларнӑ илемлӗ вӑхӑт.

Помоги переводом

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Тарановӑн акӑ «Шӑлан чечекӗ» повесть пур: унӑн пӗрремӗш чун ыратӑвӗ, пӗрремӗш хайлавӗ.

Помоги переводом

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Таранов ҫамрӑк чух ыттисемпе танлаштарсан айванрах ҫынччӗ-ши — хӑйсен анкартинче шӑлан тенине виҫӗ тӗмӗ таранах лартса ӳстерчӗ: ҫырлинчен ытларах чечекне ытараймасӑр.

Помоги переводом

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Анчах ҫынсем шӑлан лартма васкамастчӗҫ:

Помоги переводом

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫав япала шӑлан ҫырлинче лимонринчен те нумайрах».

Помоги переводом

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Кашни ҫыннах анкартине шӑлан лартма ӳкӗтлетчӗ: «Ҫырли сӗре сиплӗ унӑн. Илтнӗ-и эс С витамин ҫинчен?

Помоги переводом

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ку вырӑнта ӗлӗк нимле йывӑҫ та ӳсместчӗ, Мӑн ҫарата тетчӗҫ ӑна, халь ак талккишпех шӑлан.

Помоги переводом

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫатрака туратлӑ ватӑ юмансем икӗ еннелле кӗшӗлех сирӗлчӗҫ те, шӑлан тӗмӗсем курӑнса кайрӗҫ.

Помоги переводом

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Шанаровсен килӗнче тӗслӗ телевизортан темиҫе хут пахараххи, илӗртӳллӗреххи те пур, анчах Глафирӑран шикленмеллипех шикленетӗп: ҫав шухӑ хӗр мана шӑлан чечекӗ пек туйӑнать.

Помоги переводом

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Йӗплӗ шӑлан хуллисем хатӗрленӗ, ав, — ыйтрӗ Тимофей-хусах.

Помоги переводом

Вутпа вут, хутпа хут // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Атьсем, шӑлан хулли хуҫса килӗр!

Помоги переводом

Вутпа вут, хутпа хут // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ун хыҫҫӑн хурӑн, шӑлан шывӗ тӑваҫҫӗ, кайран ҫӗлен курӑкне шывра вӗретеҫҫӗ, вӗсен шӑрши мунчаран ҫеҫ мар, пӗтӗм ҫурт-йӗртен усал-тӗселе хуса кӑларать.

Помоги переводом

Ҫӗнӗ кайӑк // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пурччӗ-ха арҫынӗ: Улькка аппан юратнӑ, чун та чӗм, пӗр чӗлхерен шӑкӑлтатса пурӑннӑ, пӗр ҫӑвар ҫӑкӑра та икке пайланӑ, пурнӑҫ ҫулне пӗрле такӑрлатнӑ упӑшки — тапчам, кӑтра хура ҫӳҫлӗ, такам ӑшчиккине те шӑлан йӗппи пек шатӑрах тирӗнсе кӗрекен ҫивӗч хӑмӑр куҫлӑ Феофан, колхозра шоферта ӗҫленӗскер.

Помоги переводом

Виҫеллӗ эрех // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 188–197 с.

Залӗ, стенисене шӑлан ҫырлисем евӗрлӗ накат ҫапнӑскер, анлӑ, таса: кунта вара хӗрарӑм алли сӗртӗнни сисӗнетех.

Помоги переводом

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Ҫав вӑхӑтра алӑкран инҫех те мар клиентсене пӗр шелсӗр таптаса каясла пысӑк хӑвӑртлӑхпа нольсемпе пуҫланакан номерлӗ «тойота» ҫӑмӑл автомашина ҫитсе чарӑнчӗ, унтан, мӑраланса, шыҫам, шӑлан ҫырли питлӗ, йӗкӗр янахлӑ, куҫӗ тӗслех тӗм хура ҫӳҫне кӗске шӑртла каснӑ,ҫӑмпа лавсанран тӗртнӗ пусмаран ҫӗленӗ куҫа ӗмекен хура костюм, хӑмӑрпа симӗс ылмат-хутӑш йӑрӑмлӑ кӗпе, урине лакпа витнӗ хура туфли тӑхӑннӑ, вӑтӑралла хӑвалакан кутамас арҫын тухрӗ, алӑка шалтлаттарса хупрӗ, хӑрӑм тӗслӗ яр-яр галстукне тӳрлетсе илчӗ, вара кӗмӗл питӗркӗчӗллӗ хура дипломатне сулмаклӑн сулкаласа, офисалла танлӑн танкӑшрӗ.

Помоги переводом

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Ас тӑватӑп-ха: унӑн икӗ енӗпе олеандр, шӑлан, тамариск, уртӑш тӗммисем ешереҫҫӗ, вӗсен хушшинче ӗретӗн-ӗретӗн яштак, вӗшлеке тирексем, магноли, груша, персик, туя, самшит, мирт, сандал йывӑҫҫисем мӑнаҫлӑн, кӑтраланса, ытарлӑн лараҫҫӗ.

Помоги переводом

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Лохпа шӑлан речӗсем выльӑх кӗтӗвӗсене чугун ҫул ҫине тухасран лайӑх сыхлаҫҫӗ.

Помоги переводом

Чугун ҫулӑн икӗ енӗпе // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 67–71 с.

Ҫав йывӑҫсем чечекӗсене тӑка пуҫласанах ҫӑка, пилеш, палан, акаци, шӑлан йывӑҫҫисем хӑйсен илемлӗ те тутлӑ шӑршӑллӑ чечекӗсене сапаҫҫӗ, спирей тӗмисем, ҫӗклейми йышлӑ чечекӗсене ҫӗре ҫитиех усса, пуҫ тайсах саламлаҫҫӗ.

Помоги переводом

Чугун ҫулӑн икӗ енӗпе // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 67–71 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней