Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Никама та памастпӑр, ӑна эпир хамӑр тарпа шӑварнӑ!
4. Тукай ялӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Тек нихҫан та аллине чул тытас ҫук ӗнтӗ Павлуш, — чӑн та пулнӑ пек каласа кӑтартрӗ Хӗветӗр Артура, лаша шӑварнӑ чух шыв хӗрринче тӗл пулсан.
1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Сӗмӗлти пӑлхав хыҫҫӑн Валькка, вунпиллӗкре кӑна пулсан та, килте арҫын ӗҫне туса пынӑ: выльӑх пӑхнӑ, лаша шӑварнӑ, вут татнӑ, сухапуҫ та тытса курнӑ.
1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Ай шӑварнӑ та! — шавлаҫҫӗ ҫынсем.
1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Уйрӑмах ҫулла пахча шӑварнӑ чухне напор ҫитмен.
Моҫҫакассисен шыв ҫук: е лавккаран туянаҫҫӗ, е ҫӑла утаҫҫӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/31357.html
Эпир халех шӑварнӑ пулӑттӑмӑр…
XVI сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Почтальон пӑлансене шӑварнӑ, ҫунине тӑратса лартса ун ҫумне хӑйӗн вӑрӑм туйине ҫыхнӑ, туйи вӗҫне хӗрачан пионер галстукне ҫакса янӑ, хӑй вара ҫуна патӗнчи юра купаласа хытарнӑ та ҫавӑн ӑшне почтине чикнӗ, пӑланӗсене вырттарнӑ, вӗсем ҫумне хӗрачапа иккӗшӗ те ҫаттӑн кӗрсе выртнӑ.
Почта // М. Тимофеева. Житков Б.С. Пулӑшу килет: калавсем; вырӑсларан М. Тимофеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 28 с.
Пӗри вӗсенчен — чӗри чӑтма ҫук ыратнипе ӳпкелешнӗ, ӳпкев наркӑмӑшӗпе чыхӑнса, хурлӑхлӑн макӑрашнӑ, асаплӑх вутне куҫҫульпе шӑварнӑ.
VIII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Хӑйӗнче амаланса кайнӑ ҫуйкӑнлӑх ӑна хӗрарӑм чунӗпе ӳчӗн патши туса хунӑ, вӑл ҫак влаҫӑн вутлӑ пылакне тӑрана пӗлми ӗҫнӗ, вара ҫак техӗм унӑн ӑшчикӗнчен мӗнпур кӑнттамлӑха, ӑна халиччен салхуллӑх, айванлӑх сӑнне паракан майсӑрлӑха пӗтӗмӗшпех ҫунтарса кӑларнӑ, унӑн чӗрине ҫамрӑк мӑнаҫлӑхпа шӑварнӑ, ӑна хӑйӗн тивӗҫлӗхне туйса тӑракан ҫын тунӑ.
III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Чечексене те шӑварнӑ!
Маруся пӗрремӗш хут дежурнӑй пулни // Илле Тукташ. Шварц, Е.Л. Пӗрремӗш класра; И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 124 с.
Матви таврӑнас умӗн вара вӑл, савнийӗ таврӑнсан сӑмах-юмахӗ кӗске пултӑр тесе, ку таранччен тытса пынӑ, ӳстернӗ, шӑварнӑ шанӑҫ туратне пуртӑпа лачӑрах касса антарчӗ: хӑй унран сивӗнни, ӑна качча тухма евӗкӗ ҫукки, пӗр-пӗрне манмалли пирки ҫыру ӑсатрӗ…
6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Сӑтӑрӑлнӑ ӑшлӑ, сарӑхса кайнӑ ҫак нанка ряса, ҫак кӗнекесен тыткаланӑран якалнӑ хура сӑран хупписем, пӑхӑр тӳмесемпе ҫаклатса хунӑскерсем, тӑприне тимлен шӑварнӑ тата ҫулҫисене ҫуса тасатнӑ ҫак тӗксӗм симӗс чечексем, уйрӑмах маятник пӗр тикӗссӗн шаккаса тӑни — мана ҫӗнӗ, халиччен эпӗ пӗлмен пурнӑҫ ҫинчен, пӗччен пурӑнни, кӗлтунисем, тӳлек те лӑпкӑ телей ҫинчен каларӗҫ…
VII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӗсем ҫӗр ҫинчи ытти вырӑнсенче те ӳсеҫҫӗ, анчах вӗсене куҫҫульпе шӑварнӑ ҫӗрте ҫеҫ.Они растут и в других местах на земле, но только там, где поливают их слезами.
Шыв урлӑ каҫаракан ҫын // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гарин-Михайловский Н.Г. Корея юмахӗсем: юмахсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 32 с. — 27–30 с.
Таврара пурӑнакан ачасем киле-киле шӑварнӑ.
34 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Арабсем тӗвисене шӑварнӑ та кофе пӗҫерме ларнӑ; сӗм каҫченех вӗсен пыр тӗпӗпе тухакан сассисем тата кӑшкӑрашнисем илтӗннӗ, унтан шӑпланнӑ.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.
Вӑл, ҫакӑ сӗм-тӗттӗм ҫӗрле, темӗн чухлӗ харсӑр салтак выртса юлнӑ вырӑнтан, хӑй юнӗпе шӑварнӑ вырӑнтан, тӑшман икӗ хут вӑйлӑрах пулнӑ пулин те вунпӗр уйӑх хушши хӳтӗленӗ вырӑнтан вӑл урӑх ҫӗре куҫса каять.
27 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Ку сиреньпе акацие эпӗ вунвиҫӗ ҫул каярах, пӗчӗккӗ чух хам шӑварнӑ.Эту сирень и акацию я сама поливала лет тринадцать назад, когда была совсем девчонкой.
Тепӗр ҫултан // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.
Тарпа тата куҫҫульпе шӑварнӑ, юнпа лӳшкеннӗ ҫӗр ҫинче, типӗ варсемпе, ҫӗр хӑвӑлӗсемпе, тӑшман ҫине вӑрттӑн тапӑнма чавнӑ шӑтӑксем курӑнса тӑракан ҫӗр ҫинче, пур тӗрлӗ пусмӑрлӑха пула шутсӑр нумай вилнӗ ҫын шӑммисем ҫӗрекен масарла ҫӗр ҫинче, нумай-нумай усал ӗҫсемпе малашлӑхӑн хӑрушӑ вӑрлӑхӗсене чавса чикнӗ ҫӗр ҫинче, шӑпа палӑртса хунӑ кун шӑтса ӳснӗ.
VI. Хӗвел тухса саралнӑ вӑхӑтра // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Ӑна итлесе, вӑл хӑйӗн кӑкӑрне ӑшӑ хум пырса ҫапнине, вӗсем чӗрене кӗнине, чӗри тикӗсрех тапнине туйрӗ, ҫакна пула вӑл хӑйӗн чӗринче шухӑш хумӗсем, лайӑх шӑварнӑ, тарӑн сухаланӑ тӑпрари тырӑ пӗрчисем пекех, хӑвӑрт вӑйлӑ ӳснине, музыка сассин вӑйӗ вӑратнӑ сӑмахсем ҫӑмӑлтан та илемлӗн чечекленнине асӑрхарӗ.
VII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Авдотья лапам еннелле, пирвайхи сӗт витре тӗпне шарласа юхнӑ ҫӗре, ҫынсем шухӑшланӑ пек пулса тухнӑ Дарочка тутисемпе шыв еннелле туртӑннӑ ҫӗре, пӗчӗк Дуняшка, шыв варрине кӗмелли хӑма ҫинчен кула-кула усӑнса, выльӑхсене шӑварнӑ ҫӗрти кӑтрашка пӗчӗк хумсем ҫинче чӗтрекен пирвайхи ҫӑмӑл ҫӑлтӑра аллипе ярса тытма тӑрӑшнӑ ҫӗрелле утса кайрӗ.
7. Алеша сӑрчӗ ҫинче // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.