Поиск
Шырав ĕçĕ:
Тӑватӑ хут шӑвараҫҫӗ: пӗрре — тислӗк шывӗпе, виҫҫӗ — пӗвери таса шывпа.
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 392–398 с.
Пӗлнӗ-пӗлмен очерк ҫырса, редакци коллективне мӑшкӑлтӑк шывӗпе сапрӑм…
I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Выльӑх-чӗрлӗхе, пахча-ҫимӗҫе пусӑ шывӗпе шӑвараҫҫӗ.
Шыв пулать, ҫул сараҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=h5DSCd_0rFo
Тата кукаҫи ветеринар патне кайса йытӑ ҫурине пыл шывӗпе тӑрантармаллине пӗлчӗ.Еще дед сходил к ветеринару и узнал, что малыша нужно подкармливать медовой водой.
Йыт ҫури // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/616
Паллах, тӗлӗнсе каймалласкерсем мар вӗсем, анчах аслӑ ҫырма яланах пӗчӗк ҫырмасен шывӗпе аслӑ пулать.
Радик ҫулӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 177–186 с.
Вӗтле шывӗ, Сӑр шывӗ Кӑкшӑм шывӗпе Ҫавал, Анӗшпеле Сӗве шывӗ Уртана курнӑ авал.
X. Ниме // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Вӑл шӑварать шывӗпе, Юха-юха хӗррипе, Айлӑм аслӑ улӑха — Чӑвашсемшӗн ырлӑха: Вӑхӑтӗнче ҫулӑр, тет.
X. Ниме // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Акӑ паян та Санюк Ҫӑрттан кӳлли хӗррине чупса анчӗ, унӑн тӑрӑ та ӑшӑ шывӗпе алли-урине чӳхерӗ, анчах шыва кӗме шикленчӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.
Ҫав курӑксен шывӗпе ҫуса, ҫемҫетнӗ ҫулҫӑпа сысна ҫӑвӗ сӗрсе кӗсене тасатрӗҫ-тасатрӗҫех.
Эпӗ чӗрӗлсен // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.
Ҫакна ӑнкарса Пурис текех унӑн аппаланӑвне сӑнаса тӑрасшӑн пулмарӗ: ал айӗнчи йӑвӑ тӗмӗ айне, ҫумӑр шывӗпе самай лӑймакаланнӑ, кӑҫалхи хӑрӑк ҫулҫӑпа хупланнӑ ҫӗр ҫине тӗшӗрӗлчӗ те, купарчи ҫине майлашӑнкаласа ларса, хӑйне лӑшах ячӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Хӑйӗн сӑн-питне вылянчӑклӑн, лапчӑткаласакукӑрткаласа кӑтартакан Атӑл (ун варрипе халӗ, ҫӑра хура тӗтӗм палкатса, шыва кустӑрмисен ҫунаттисемпе тапӑч ҫапнӑ пек тӑтӑш ҫатлата-ҫатлата, икӗ хутлӑ шурӑ пӑрахут тӑвалла ыйхӑллӑн-мӑраннӑн шӑвать) шывӗпе, ывӑҫласа ӗҫмеллех тасаскерпе, шапӑр-шапӑр ҫӑвӑнкаласан, сӑмса тутрипе сӗртӗнкелесе типӗнсен, каччӑсем ҫывӑхри чиркӳ чанӗ тӗнкӗл-тӗнкӗл тунӑ майӗн ӗнертен юлнӑ имсим юлашкисене ҫырткаларӗҫ те хырӑм картне лартаймасӑрах пасаралла таплаттарчӗҫ…
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Кун каҫине лӑш курмасӑр утса йӗнченӗскер, лачкам шыва ӳкнӗскер, вӑл, каллех пӗрер чӗрӗм канса илес тесе, тӑрмаша-тӑрмаша рюкзакне хыврӗ те ҫӗр ҫине лартрӗ, вара ҫумӑр шывӗпе шӳнӗ ҫулҫӑсемпе хупланнӑ нӳрӗ ҫӗр ҫине ҫавапа ҫулса пӑрахнӑ пек лӑчӑрӑнса-тӑшӑрӑлса анчӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Самаях ӑшне кантармаллаччӗ те, анчах шывӗ ҫумӑр шывӗпе хутӑшскер пулчӗ пулас: ни сӗлтӗ пек ҫемҫе мар, ни хытӑ мар, шӑл айӗнче йӑлхи те, тӑмӗ те кӑчӑр-кӑчӑр турӗ, ҫӑвара шыв хӑлти те, шыв кӑпшанкисем те лекрӗҫ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ҫывӑхрахри йывӑҫсем ҫеҫ «курса юлӑр ӗнтӗ пире, эпир те кӗҫех каҫ тӗттӗмлӗхӗнче ирӗлсе-шӗвелсе, хура чатӑр хыҫне пытанса ҫухалӑпӑр» тенӗ пек ҫумӑр шывӗпе кӳпченӗ юлашки ҫулҫисемпе юлашки вӑйне пухса сывпуллашнӑн выляткаласа, ҫапкалашкаласа, кичемлӗх, хура тунсӑх кӗвви ӗнӗрлеҫҫӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Сулахай енче, ҫеремлӗ-тӗмескеллӗ вырӑнта, ҫумӑр шывӗпе хӑймаланса тӑракан тӑрӑхларах пӗчӗк лупашка куҫа кӗчӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Сима чӗркемне салтрӗ, ун куҫӗ умне ылтӑн шывӗпе илемлетсе-эрешлесе пӗтернӗ чечек вази тухса тӑчӗ.
Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.
Сима пушмакӗсене хывса хучӗ, кӳлӗ шывӗпе питне уҫӑлтарас тесе, ҫыран хӗрринчи хӑма ҫине пырса тӑчӗ.
Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.
Лена вучах умӗнче шыв ӑшӑтрӗ те чашки-ҫӑпалисене ҫуса тасатрӗ, чӳречери тусана пуҫтарчӗ, урайне те супӑнь шывӗпе сӗрсе тухрӗ.
X // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Ҫӑм алса тӑхӑнса кӑмакана хӑйӑр шывӗпе тӑрӑшсах якататтӑмччӗ.
Иккӗмӗш арӑм - чун валли // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 11 с.
Ҫимун кӑмакана туса пӗтерсен хӑйӑр шывӗпе якатасшӑнах марччӗ.
Иккӗмӗш арӑм - чун валли // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 11 с.