Поиск
Шырав ĕçĕ:
Анчах хытӑ юхакан шывсем Артура яланах илӗртнӗ, ҫавӑнпа та вӑрлӑхсенчен ыткӑнса юхакан шыва курсан, вӑл калама ҫук хӗпӗртерӗ.
II // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Шывсен юхӑмне йӗркелесе тӑракан пур законсене хирӗҫ пырса, хурҫӑ трубасем тӑрӑх тинӗс тӗпӗнчен хура шывсем юхса тухаҫҫӗ.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
«Шывсем» тесе ҫырса ҫапнӑ симӗс киоск кантӑкӗсем йӑлтӑртатса илчӗҫ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Чӳречерен хӑлхана хупласа лартакан шав илтӗнсе тӑчӗ; театр патне экипажсем пыраҫҫӗ, тӗрлӗ йышши сивӗ шывсем, мороженӑй сутакансем кӑшкӑраҫҫӗ, пуринчен ытла бразилецсем каналри шыв ҫинче, сваисем ҫапса, тимӗрпе кантӑкран тунӑ павильонри музыка тӳсмелле мар кӗмсӗртетрӗ.
III сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Ку шывсем Кавказринчен лайӑхрах.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Эпир проливсемпе шывсем урлӑ пӗр труба тӑрӑх нефть юхтарассинчен хӑрамастпӑр.Мы не боимся начать перекачку нефти по одной трубе в проливах и реках.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Ҫав вӑхӑтрах Инҫетри Хӗвелтухӑҫӗн шыв хӑвачӗсемпе интересленнӗ, Ольгохтӑпа Чонгари ятлӑ шывсем ҫинче гидростанцисем тума шухӑш панӑ.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Тен, ҫар почтальонӗ ҫак ҫырупа пульӑсем айӗн ҫарансем, вӑрмансем урлӑ аран-аран тухнӑ пулӗ, минӑланӑ уйсем тӑрӑх шӑва-шӑва каҫнӑ пулӗ, тӑвӑллӑ шывсем урлӑ ишнӗ пулӗ…
Нумайччен кӗтнӗ хыпарсем // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.
Кӗтерне инке картта ҫинех пӗшкӗнсе, ҫывӑхран анчах куракан куҫӗсемпе симӗс те сарӑ пӑнчӑсем ҫине, кӑвак ҫип пек тӑсӑлса выртакан шывсем ҫине, ункӑ пек ӳкернӗ хуласем ҫине тинкерсе пӑхрӗ те, сасартӑк ассӑн сывласа, хулӑн сассипе ҫапла каларӗ:
Леночка мӗншӗн ҫивӗтне пӗтӗрнӗ // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.
Ермак хусахӗсене пухнӑ та, шывсем урлӑ, шурсем урлӑ каҫса, вӑрмансем витӗр тухса, Маметкула пырса хупӑрланӑ та темӗн чухлӗ тутар вӗлерсе пӗтернӗ.
Ермак // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Хӗлле пулсан, шывсем хӗрринче ял пек туса, пӗр ҫӗрте пурӑннӑ.
Ермак // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Ҫапла пур шывсем те тӗнче пулнӑранпах тинӗссене юхса выртаҫҫӗ.
Тинӗсри шыв ӑҫта каять? // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Ытти енчен те тинӗсе ҫавӑн пекех урӑх аслӑ шывсем юхса кӗреҫҫӗ.
Тинӗсри шыв ӑҫта каять? // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Ҫӑлкуҫӗнчен, юхса выртакан ҫӑлсенчен, шурсенчен шыв пысӑкрах ҫӑл ҫырмисене юхса тухать, ҫӑл шывӗсем пӗчӗк ҫырмасене юхса тухаҫҫӗ, пӗчӗк ҫырма шывӗсем аслӑ шывсемпе хутшӑнаҫҫӗ, аслӑ шывсем тинӗсе юхса кӗреҫҫӗ.
Тинӗсри шыв ӑҫта каять? // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Тата ҫулла астуса пӑх: ҫырмари шывсем шавласа юхаҫҫӗ, кӳлленчӗксенче шапасем кӑшкӑраҫҫӗ, ҫынна курсан шыва сиксе ӳкеҫҫӗ; вӗҫенкайӑксем вырӑнтан вырӑна вӗҫсе ҫӳреҫҫӗ, чӗвӗлтетеҫҫӗ, юрлаҫҫӗ; шӑнасем, вӑрӑмтунасем явӑнса вӗҫсе ҫӳреҫҫӗ, сӗрлеҫҫӗ; йывӑҫсем, курӑксем ӳссе хумханса лараҫҫӗ.
Ӑшӑ — хӗвелте // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Пӗрре ҫапла ирхине эпӗ кӳкӗртлӗ шывсем патӗнчен киле тавӑрӑнтӑм та кофе ӗҫме пахчана тухса лартӑм.Один раз утром я вернулся домой с вод и сел пить кофей в палисаднике.
Пятигорскра Булькӑна мӗн пулни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Кӗҫех акӑ шывсем пӑрпа витӗнӗҫ, йывӑҫсем ӗнтӗркеме пуҫлӗҫ.
Вӑрманти пушар // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 58–60 с.
Вӗҫӗ-хӗррисӗр ҫумӑр ҫуса тӑнипе ҫырмари шывсем тулса пыни пире ертсе пыракан удэхеецсене шиклентере пуҫларӗ.
Вуту юханшывӗ хӗрринче выҫӑпа аптрани // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 45–57 с.
Ывӑлӗ ҫӗр айӗнчи темле шывсем ҫинчен, пыл ҫинчен, урасӑр инвалид — агитатор ҫинчен хаваслӑн каласа панине те часах астуса илеймерӗ вӑл.
9 // Михаил Рубцов. Павленко П.А. Ҫеҫенхир хӗвелӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96 с.
Ҫав кун вӑл ҫӗр айӗнчи шывсем ҫинчен нумай шухӑшларӗ, хушӑран ӑна вӗсем садсемпе пахчасем айӗнче шавласа юхни те илтӗннӗ пек туйӑнчӗ.
7 // Михаил Рубцов. Павленко П.А. Ҫеҫенхир хӗвелӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96 с.