Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

шучӗ (тĕпĕ: шут) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Паянхи тӗлпулу хыҫҫӑн вырӑнти влаҫпа алла-аллӑн пурнӑҫлакан проектсен шучӗ ӳсессе шанатӑп, — терӗ Михаил Волков.

Помоги переводом

ВТБ Чӑваш Енпе ӗҫлессине анлӑлатма хатӗр // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Ҫӑхавсен шучӗ те сахалланса пырать.

Помоги переводом

Сывлӑхран хакли ҫук // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Ҫапла вара ҫынсене амбулаторире йышӑнассин шучӗ пӗчӗкленнӗ май сиплев пахалӑхӗ лайӑхланмалла, врач алӑкӗ умӗнчи черетсем те чакмалла.

Помоги переводом

Сывлӑхран хакли ҫук // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Шучӗ мар, пахалӑхӗ тӗп вырӑнта.

Помоги переводом

Сывлӑхран хакли ҫук // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Экономикӑри кризиса пула ют регионсенче те ӗҫ вырӑнӗсен шучӗ чакни куҫкӗрет, ҫавна май Вячеслав Николаевич ютра саккунлӑ майпа ӗҫлекенсен йышӗ асӑннӑ шайрах юласси пирки иккӗленет.

Помоги переводом

Сывлӑхран хакли ҫук // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Чӑваш Енре нумай пурӑнакансен шучӗ ӳсни патшалӑхӑн социаллӑ политикин тухӑҫлӑхне ӗненмелле ҫирӗплетет.

Свидетельством эффективной государственной социальной политики является увеличение числа долгожителей в Чувашии.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Унчченхи Вӑйӑсемпе танлаштарсан пирӗн спортсменсем хутшӑнакан спорт тӗсӗсен шучӗ икӗ хут ӳснӗ.

По сравнению в предыдущими Играми более чем в 2 раза увеличилось число видов спорта, в которых предполагается участие наших спортсменов.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Юлашки пилӗк ҫулта массӑллӑ спорт разрядникӗсен, Раҫҫей спорт мастерӗсен тата тӗнче класлӑ спорт мастерӗсен шучӗ икӗ хута яхӑн ӳсрӗ.

За последние 5 лет почти вдвое увеличилось число спортсменов массовых разрядов, мастеров спорта России и мастеров спорта международного класса.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Чӑваш Енре хушма пӗлӳ паракан тытӑмра вӗренекен ачасен шучӗ ҫирӗппӗн ӳсни палӑрать.

В Чувашии фиксируется устойчивый рост числа детей, занимающихся в системе дополнительного образования.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Пӗтӗм Раҫҫейри тата тӗнчери олимпиадӑсен ҫӗнтерӳҫисемпе призерӗсен шучӗ республикӑра ӳснӗҫемӗн ӳссе пырать.

У нас становится все больше призеров и победителей всероссийских и международных олимпиад.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Республикӑра патшалӑх гарантийӗсен программисене пурнӑҫлакан патшалӑхӑн мар медицина учрежденийӗсен шучӗ ҫулсерен йышлӑланса пырать.

Ежегодно в республике растет число негосударственных медицинских организаций, участвующих в реализации программы госгарантий.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

200 яхӑн ӗҫ вырӑнӗ йӗркеленет, хирургсен ку чухнехи операци пӳлӗмӗсенче ӗҫлеме май пулать, операцисен шучӗ вара ҫулталӑкне 12 пин таран ӳсет.

Появятся около двухсот рабочих мест, хирурги будут работать в современных операционных, а количество оперативных вмешательств увеличится до 12 тыс. в год.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Унтанпа акцие хутшӑнакансен шучӗ ӳссех пынӑ, пӗлтӗр майӑн 9-мӗшӗнче, Аслӑ Ҫӗнтерӗве 70 ҫул ҫитнине уявланӑ кун, «Вилӗмср полк» акцие ҫӗршывӗпе 12 миллион ытла ҫын хутшӑннӑ.

Помоги переводом

Вилӗмсӗр полк // Пирӗн пурнӑҫ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.05.06

«Вилӗмсӗр полк» акцие хутшӑнакансен шучӗ ҫултан-ҫул ӳссех пырать.

Помоги переводом

Вилӗмсӗр полк // Пирӗн пурнӑҫ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.05.06

Райадминистрацин вӗренӳ пайӗ пӗлтернӗ тӑрӑх — Канаш тӑрӑхӗнчи шкулсенче вӗренекен шучӗ ҫуллен вӑтамран 150 таран чакса пырать.

Помоги переводом

Техника - нумай, ача-пӑча вара... // Ирина ИВАНОВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Унтанпа шкул ӳсӗмӗнчи ачасен шучӗ икӗ хута яхӑнах чакнӑ.

Помоги переводом

Техника - нумай, ача-пӑча вара... // Ирина ИВАНОВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Иртнӗ ӗмӗрӗн юлашки ҫулӗсенчи списокра пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан учреждени шучӗ самай пысӑкрах.

Количество общеобразовательных учреждений в списке последних лет прошлого века намного больше.

Техника - нумай, ача-пӑча вара... // Ирина ИВАНОВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

— Хӗрӗрӗн наградисен шучӗ те ҫук пулӗ?

Помоги переводом

«Шикленсен те тӑвайккине хӑпаратчӗ» // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Апла пулин те, министр сӑмахӗпе, пӗрлӗхсен шучӗ пысӑккипе кӑна ҫырлахма май ҫук.

Помоги переводом

Ҫамрӑксене ҫыхӑнтаракан юхӑм кирлех // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Шел, шурӑ ҫӳҫлӗ салтаксен шучӗ ҫулсеренех чакса пырать.

Жаль, численность седовласых солдат с годами становится все меньше.

Аркадий Петров: Ҫара юрӑхсӑррине ҫирӗплетсен те вӑрҫа кайрӑм // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.06, 69№

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней