Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

шухӑшлӑччӗ (тĕпĕ: шухӑшлӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Савантер те малтанласа тарас мар-и тесе шухӑшлӑччӗ.

Помоги переводом

Ҫӑкӑр-тӑвар — хире-хирӗҫ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пырса пӑхакан хӗҫпе ҫапӑҫакансем ҫинчен ҫапла шухӑшлӑччӗ: «Ку этемсем курайман тӑшмансем мар, аслашшӗпе мӑнукех-тӗр».

Помоги переводом

Пӑлхар ҫар ҫынни // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Тепӗр кунне, ирхи апат хыҫҫӑн, Данилов киле каяс шухӑшлӑччӗ, анчах Андреев Шӗнерпуҫне пырса курма ыйтнине аса илчӗ те тӑхтарӗ.

Помоги переводом

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Анчах ҫын чунне тавӑрса пӑхма ҫук — темшӗн пӑл яланах шухӑшлӑччӗ, салхуллӑччӗ…

Помоги переводом

7 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ҫак сцена мана намӑсланма хистет: хӗр хӑйне чӑн-чӑн хуҫа пек кӑтартать, ҫав хушӑрах — йышӑнмах тивет — эпӗ хам хуҫа рольне выляс шухӑшлӑччӗ.

Сцена эта заставила меня устыдиться: девушка показала себя настоящей хозяйкой, тогда как — надо признаться — я вознамерился сыграть роль хозяина.

XX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Ҫав тапхӑрта ҫав хӗрарӑм кӑштах тунсӑхлӑччӗ, шухӑшлӑччӗ, куҫӗсем хӑйне евӗрлӗ темӗнле йӑлтӑрккапа хӗмленетчӗҫ.

Она была в это время немного грустна и задумчива, и глаза ее вспыхивали особенным блеском.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

Эпӗ «Ылтӑн сӑнчӑр» ҫинчен те ыйта-ыйта тӗпчерӗм, унта иртнӗлӗхпе тӗл пулма каяс шухӑшлӑччӗ, анчах хӑна ҫурчӗн хуҫи лару-тӑрӑва уҫӑмлатрӗ: капмар ҫав ҫуртра хула влаҫӗсем лазарет уҫнӑ-мӗн, унта халӗ эпидемиксене йышлӑн вырнаҫтарнӑ.

Я навел также справки о «Золотой цепи», намереваясь туда поехать на свидание с прошлым, но хозяин гостиницы рассказал, что этот огромный дом взят городскими властями под лазарет и там помещено множество эпидемиков.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Ӗҫме пуҫларӑмӑр; Гонасед шухӑшлӑччӗ.

Стали пить; Гонасед был задумчив.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 363–369 с.

Унӑн сӑнӗ Петьӑна курнӑ вӑхӑтри пекех шухӑшлӑччӗ.

Вид у него был такой же серьезный и озабоченный, как перед тем у Пети.

Тухса кайни // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.

Каҫхине вӑл темӗн ытла шухӑшлӑччӗ, паян ирпе пусӑ патӗнче тӗл пулсан вӑл мана тата шухӑшлӑрах пек курӑнчӗ.

Вечером она была задумчива, нынче поутру у колодца еще задумчивей.

Майӑн 29-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Юратнӑ мӑшӑрӑм, Алина Петровна та, манпа пӗр шухӑшлӑччӗ ку енӗпе.

Помоги переводом

Спортра ҫитӗнӳсем тӑваҫҫӗ // Ял ӗҫченӗ. «Ял ӗҫченӗ», 2019.07.19

Страницы:
  • 1

Сайт:

 

Статистика

...подробней