Поиск
Шырав ĕçĕ:
Е тата вӑл хальхи ҫутҫанталӑк науки чӗрчун тӗнчине тӑватта (ҫурӑм шӑммиллӗ чӗрчунсем, шӑмӑсӑррисем, сыпӑклисем, пайӑрка ӳтлисем) уйӑрнӑ пайсене тӗпчеме хӑйӗн пӗтӗм пурнӑҫне панӑ ӑслӑ ҫынсен шутӗнче пуль?
Пӗрремӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Люба кунта санитарка шутӗнче тӑрать.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Ҫав туссем шутӗнче, Володьӑсӑр пуҫне ӑна тата ҫаксем паллӑ: Наташа Ковалева, Вася Гвоздев, Егор Астахов.Среди них, кроме Володи также были: Наташа Ковалева, Вася Гвоздев, Егор Астахов.
Ҫирӗммӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Вӑрҫӑ пӗтнӗ хыҫҫӑн вырӑссен нумай морякӗсемпе салтакӗсем тӑван килӗсене таврӑннӑ, вӗсен шутӗнче Кошка та пулнӑ.
Виҫҫӗмӗш бастион // Н. Ятманов. Дмитриев, Н. П. Тӑван ҫӗршывӑн чысӗ: халӑх геройӗсем ҫинчен ҫырнӑ калавсем / вырӑсларан Н. Ятманов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 126 с. — 95–110 с.
Хамӑр Тӑван ҫӗршыв валли атом энергетики тӑвакан ҫынсен шутӗнче пулас килет.Хочется быть в рядах тех, кто создает атомную энергетику для нашей родины.
Иккӗмӗш сыпӑк // Андрей Краснов. Ефремов И.А. Ҫӑлтӑр карапӗсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 96 с.
Вӗренекенсен шутӗнче пулнӑран ик-виҫӗ уйӑх хушши вӗсене пӗр пус укҫа тӳлемеҫҫӗ.К тому же им еще и не платят ни копейки, ну, по крайней мере, в течение двух-трех месяцев.
IX. Юлташсен тупи // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Юрамасть, юрамасть эппин, хирӗҫсе тӑрасси ялтан килнӗ ҫамрӑк ҫыннӑн шутӗнче ҫук, ури ӑҫталла ертнӗ ҫӗре тӑрса утрӗ вара вӑл.
VIII. Инкек куҫа курӑнмасть // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Хӑйӗн тӑван хулинче вӑл, пӗчӗккисен шутӗнче пулса, аслисен пурнӑҫӗ ҫине инҫетрен кӑна пӑхкаланӑ, кунта вара пурин те пӗр пурнӑҫ, пӗччӗккисем те пысӑккисем пекех ӗҫлеҫҫӗ.
8 // Михаил Рубцов. Павленко П.А. Ҫеҫенхир хӗвелӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96 с.
Судьясен шутӗнче виҫӗ ҫын пулать: Гешан капитан, Радуб сержант тата эпӗ, председатель.
I. Лантенака тыткӑна илчӗҫ // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Анчах эсӗ судьясен шутӗнче пулмастӑн.
I. Лантенака тыткӑна илчӗҫ // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Персе вӗлернисен шутӗнче маркитантка тата Хӗрлӗ Ҫӗлӗк батальон усрава илнӗ виҫӗ пӗчӗк ачан амӑшӗ те пулнӑ.В том числе маркитантку и мать троих малюток, усыновленных батальоном Красной Шапки.
V // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с. — 3–19 с.
Никама хӗрхенмен, хӑйӗн ӑрӑвӗн кивӗ йӑлисене тытса пыракан тата халӑха ҫав тери хытӑ курайман реакционер де-Лантенак та паттӑрсен шутӗнче пулма пултараймасть.
V // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с. — 3–19 с.
Доска патне чӗннисен шутӗнче Петя Русаков та пулчӗ.
27 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.
Снеффельс та ҫав сӳннисен шутӗнче, истори тапхӑрӗнче вӑл мӗн пурӗ те пӗрре анчах лава пӗрхӗнтерсе кӑларнӑ, ку 1219 ҫулта пулнӑ; ҫавӑнтан кайран вӑл ерипен чарӑнса лӑпланса ларнӑ та, халӗ ӗнтӗ ӗҫлекен вулкан шутне кӗмест.
VI сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Паллах ӗнтӗ, профессор Лиденорокӑн ҫакна пӗлмеллех, ара ахальтен мар вӗт вӑл чаплӑ чӗлхеҫӗ шутӗнче хисепленсе тӑрать.
II сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Профессорӑн ҫав ҫитменлӗхсене пӗлсе хулара унтан юри йӗкӗлтеме тӑрӑшнӑ; лекци итлекенсем ҫавӑн пек самантсене сыхласах тӑнӑ, ӑна ҫиллентернӗ, унтан кулма юратнӑ, ун пек хӑтланни Германире те килӗшӳллӗ ӗҫ шутӗнче хисепленмест.
I сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Настя ҫав хисепе хунӑ ҫынсен шутӗнче пулнӑ, ҫавӑнпа вӑл ҫӗнӗ трактористкӑна дисциплинӑллӑ, ӑс-тӑнлӑ, тӗлӗнмелле лайӑх кӑмӑллӑ пулнишӗн вӗҫӗмсӗрех мухтанӑ.
5. Тырӑпа тимӗр // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Ҫав моряксем шутӗнче ҫамрӑк матрос Иван Черкизов та пулнӑ.К числу этих моряков принадлежал и молодой матрос Иван Черкизов.
7 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Ҫарта пурӑннӑ ултӑ уйӑх хушшинче вӑл отличниксен шутӗнче тӑнӑ.
Хӗр тусӗ // Николай Степанов. «Сунтал», 1939, 8№, 23 с.
Гопкинс полисменшӑн ку лайӑх-ха ӗнтӗ, анчах, ҫапла хушса калас килет: пирӗн хулари чи лайӑх юристсен шухӑшӗпе, ҫак ыйтупа интересленекенсен шутӗнче пӗр Гопкинс хӑй ҫеҫ пулма пултарать, мӗншӗн тесен хӑйне пырса тивнӗ инкекшӗн вӑл хӑех айӑплӑ.
XXXI // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.