Поиск
Шырав ĕçĕ:
Атте темӗншӗн ман сывлӑха начар тесе шутлатчӗ.
13. Пӗтӗм вӑйран тӑрӑшса вӗренетӗп // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.
Ҫапӑҫу вӑхӑтӗнче вӑл хуть те хӑш вырӑнта пулсан та, пуриншӗн те пӗр хӑй кӑна ответлӑ тесе шутлатчӗ.В бою держал себя так, как будто он за всё один отвечает, где бы что ни произошло.
Веселый ятлӑ салари ҫапӑҫу // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
Кайран пирӗн танк ҫинчи пушкарь ҫав ирсӗрсен виллисене пӳрнипе кӑтарта-кӑтарта шутлатчӗ.
Ҫурҫӗрелле // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
Фракиец йӑмӑкӗ восстани тӑвакан чурасен хӗҫ-пӑшалне, пуринчен ытла хӑйӗн пиччӗшне турӑсем пулӑшчӑр тесе парне кӳме шутлатчӗ.
XXI сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Эпӗ чухлаттӑм: вӑл ӗнтӗ ман ҫинчен эпӗ вӑрлама пулӑшатӑп тесе шутлатчӗ, ҫавӑ мана унтан йӗрӗнтеретчӗ, анчах кӳрентерместчӗ; йӗрки ҫавӑн пек ӗнтӗ: пурте вӑрлаҫҫӗ, хуҫа хӑй те ҫынӑнне илме юратать.
XX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ӗмӗрех ӳсӗр ҫӳрекен ирсӗр те ҫӗтӗк старик йӑхтармаллах турра кӗл тума юрататчӗ, ирттерсе яма ҫук, ҫилӗллӗччӗ тата пӗтӗм мастерской ҫинчен приказчика элек парса тӑратчӗ; ҫав приказчика хуҫа майри хӑй тӑванӗн хӗрне качча пама шутлатчӗ, ҫавӑнпа та приказчикӗ хӑйне-хӑй ӗнтӗ пӗтӗм килӗн тата ҫынсен хуҫи пулса тӑнӑ пекех тытатчӗ.
XIV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Анчах швабсем — вӗсем ҫинчен сахал шутлатчӗ вӑл, мӗншӗн тесен сборникре вӗсем ҫинчен нимӗн те каламанччӗ.А швабы — о них он почти и не думал, ведь о них ничего не говорилось в песеннике.
20 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Тӗрексем вӑрӑм та типшӗм, шӗвӗр мӑйӑхлӑ, тем пысӑкӑш кукӑр хӗҫлӗ ҫынсем тесе шутлатчӗ, хӑй халӑхӗн пӗртен-пӗр ӗмӗрхи тӑшманӗ, тетчӗ.
20 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Ҫуллахи кунсенче ача иҫӗм ҫырли садне пӑр ҫапса ватасран хӑратчӗ, ашшӗпе аслашшӗ ӳпкелешсе калаҫнине итлесе, пахчана, кукурузӑна шӳтерекен ҫумӑр ҫӗркаҫах ҫутӑрччӗ тесе, йывӑр хурана ӳпкелешсе, амӑшӗ каҫхине плита умӗнче ан ахлаттӑрччӗ тесе, хытӑ шутлатчӗ.
20 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Кӗтуҫ ачи хӑйӗн тантӑшӗ, учитель ывӑлӗ, тӑхӑнса ҫӳренӗ пушмак пек сарӑ пушмака тӗлӗкре куратчӗ, вӑл вара ҫапла шутлатчӗ: хӑйне пӗрремӗш класран пит лайӑх вӗренсе тухнӑшӑн тата хӑйне йӗркеллӗ тытнӑшӑн парнеленӗ сборникри сӑвва пӗр йӑнӑшсӑр вунӑ хут ҫине-ҫине каласан, кирек епле пулсан та, унӑн ҫара урисенче сарӑ пушмак пулмаллах, тесе шутлатчӗ.
20 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Ватӑла киле вӑл япаласем ҫине ҫирӗппӗн пӑхма хӑнӑхать тата улшӑнми правилӑсем тӑвать, анчах вӗсем пурнӑҫра мӗн тери усӑ парассине шута илсе кӑна, хӑйне телей те савӑнӑҫ кӳрекен ӗҫсемпе пурнӑҫ йӗркине вӑл лайӑх тесе шутлатчӗ, ытти ҫынсене те яланах ҫапла тума сӗнетчӗ.
X сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Капла тунипе Павӑл отряда нумай утма хатӗрлесшӗнччӗ; Уча — ӗнерхи ӑнӑҫсӑрлӑхшӑн тавӑрма, хӑйсем пурӑнакан вырӑнта, сӑртсем ҫинче, вӗсем нимӗҫсене ытти ҫӗртинчен ӑнӑҫлӑрах пыра-пыра ҫапма май пуррине кӑтартса пама шутлатчӗ.
10 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Вӑл ялан гимнастерка тӳмисене шутлатчӗ.
Пакет // Николай Степанов. Пантелеев А.И. Пакет: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 67 с.
Пирӗн пичкене Семенов хӑйӗн сводкинче батарея тесе шутлатчӗ…
С. Диковский ҫинчен // Хӗветӗр Уяр. Диковский, С. В. Калавсем; Хв. Уярпа М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 70 с. — 3–7 с.
Ун чухне вӑл тинӗс тӗпӗнче нефтепровод тӑвасси ҫинчен шутлатчӗ, шутла-шутла опытсем тӑватчӗ…Думал он тогда о подводном нефтепроводе на поплавках, считал, делал опыты…
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Мӗнле кӗтмерӗ-ши вӑл ӑна, вӑхӑта секундсем тӑрӑх шутлатчӗ вӑл, вӑрӑма тӑсӑлнӑ ҫак уйӑхсенче вӑл унсӑр мӗнле тунсӑхласа асапланмарӗ-ши!Как он ждал ее, как считал секунды, как мучился все эти долгие месяцы без нее!
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Канашлу кирлӗ мар, — тесе шутлатчӗ вӗт вӑл: «Отчет тӑратмалла-и?
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Ачасене эпир яланах ҫӗнӗ кӗнекесем илсе параттӑмӑр; Анатолий Петрович ҫапла туни питӗ кирлӗ тесе шутлатчӗ.Учебники мы всегда покупали новые — Анатолий Петрович считал, что это очень важно.
Пурте пӗрле // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.
Рави вӗсене ыйхӑ тӗлӗшӗпе ашшӗ-амӑшӗ тесе шутлатчӗ пулӗ тен, е тата часрах ӳссе ҫитӗнесчӗ те вӗсем пекех пысӑк слон пулас тесе шутлатчӗ пулӗ тен.
Кама мӗн кӑмӑла каять // Феодосия Ишетер. Баруздин С. А. Равипе Шаши: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 44 с.
Ҫакӑ вӑл ача кунӗ-кунӗпех пӗчченрен, ытти ачасемпе хутшӑнманран ҫапла тесе шутлатчӗ Макҫӑм, ҫав ҫитменлӗхе пӗтерме тӑрӑшатчӗ.Максим приписывал это недостатку детского общества и старался пополнить этот недостаток.
II // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.