Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

шуса (тĕпĕ: шу) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Муссон вӑхӑтӗнче шалкӑм ҫумӑра пула ҫӗр ҫийӗ шуса анни час-часах тӗл пулать.

Во время муссона ливневые дожди вызывают оползни.

Сикким // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%B8%D ... 0%B8%D0%BC

Агрессив — хулара экстремаллӑ (ӑна «Стрит» теҫҫӗ) тата рампӑра (ӑна «Верт» теҫҫӗ) ярӑнмалли мел, сиксе, ҫаврӑнса, шуса тата акробатика элеменчӗсене пурнӑҫланипе палӑрать.

Агрессив — экстремальное катание в городе (называется «Стрит») и в рампе (называется Верт) с выполнением прыжков, вращений, скольжений и акробатических элементов.

Роликлӑ тӑркӑч // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%A0%D0% ... 3%91%D1%87

Аллинчи туйи шуса анчӗ те ҫӗре ӳкрӗ.

Помоги переводом

9 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Малтан чиперех ӗҫлетчӗ, сехет ытларах иртсен, те молотилка шавӗпе, те ҫӳлте тӑнӑран пуҫӗ ҫаврӑннӑ пек пулчӗ, вӑйӗ чакрӗ, тахӑш вӑхӑтра ури шуса кайрӗ те, Сантӑркка ҫӗрелле тайӑлчӗ…

Помоги переводом

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ху акӑ утайми пулнӑ иккен-ха, ҫӗр ҫинче ҫӗлен пек шуса ҫӳретӗн.

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Анчах пурнӑҫ ӗмӗтленнӗ пек шуса пымасть ҫав.

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Асар-писер пульӑсем шӑхӑрнине пӑхмасӑр, машина патне шуса ҫитет те ҫак, кабинӑна ларса, вӗҫтерет кӗпер еннелле.

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Калаҫу ҫӑмӑл та ҫиелтен ҫеҫ шуса пынипе лӑпланнӑ Кулюккан ал-ури чӗтреме чарӑнчӗ.

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Ытла хӑрушӑ калаҫатӑн эсӗ, Ҫӗпритун, — тунката умне шуса пынӑ ҫӗлен пек чашкӑрчӗ Кулюкка, Ҫӗпритун хутне кӗме те, хирӗҫ чӗнме те хӑраса тӑчӗ.

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ан сик, татӑк хӳре! — анчӑка патакпа хӑраткаласа, ҫенӗкелле шуса кӗрсе кайрӗ Кулюкка.

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Аслати авӑткалать, вӑрман ҫийӗпе хура пӗлӗтсем шуса иртеҫҫӗ, пӑт та пат ҫумӑр ӳккелет.

Помоги переводом

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫул тӑрӑх ҫумӑр шывӗ анаталла юхнӑ йӗр, ҫӗлен кӗтӗвӗ шуса иртнӗ пек, палӑрса выртать.

Помоги переводом

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Шӑпӑрр! туса ҫӗрелле шуса анаҫҫӗ пӳрт тӑррине ҫилпе хуҫӑла-хуҫӑла ӳкнӗ йӑмра тураттисем.

Помоги переводом

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ыратнине пӑхмасӑр юлташӗ патне шуса ҫитрӗ Иван, вӑйлӑ аллисемпе ӑна хӑй ҫумне чӑмӑртарӗ:

Помоги переводом

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Сӑрт икӗ енчен айлӑмалла нимӗҫ танкӗсем шуса тухрӗҫ — хулана икӗ енчен хӗстерсе илесшӗн пулмалла.

Помоги переводом

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Акӑ мӗн, ачасем, — Макар патнерех шуса пычӗ Петро.

Помоги переводом

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пурте, гранатисене хатӗр тытса, шуса тухрӗҫ.

Помоги переводом

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Малтанхи танк ҫывхарса ҫитме пуҫласан, Макаров сержант шӑтӑкӗнчен тухрӗ те ун патнелле шуса кайрӗ, атӑ кӗлисем мӗлтлетсе пыни ҫеҫ курӑнать.

Помоги переводом

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫӳлте, вӑрман ҫинче, ҫап-ҫутӑ пӗчӗк парашют шуса анать.

Помоги переводом

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ирхине ман хулпуҫҫине ҫыхса ярӑн-ха, — Иван ҫумнерех шуса выртрӗ Лавруш.

Помоги переводом

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней