Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

шартлама сăмах пирĕн базăра пур.
шартлама (тĕпĕ: шартлама) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шартлама сивӗ.

Помоги переводом

Хӗллехи каҫсенче // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Пӗлтӗр-и ҫав, виҫӗм ҫул-и хӑйсене, ҫамрӑк Михайловпа иккӗшне, шартлама сивӗ каҫ урама кӑларса пенӗ хуҫа патнех «хӑнана» кӗнӗ пулас вӑл, мӗскӗн, унсӑр ӑҫтан килсе выртӗччӗ Янтул кимӗ ҫине?

Не где-нибудь, а около кабака, где они со Спиридоном Михайловым года три назад устроили потасовку! Тогда хозяин выкинул их в лютый мороз на улицу, на этот раз, видимо, сжалился — уложил Яндула в дырявую лодку.

Вилӗмпе юнашар // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Кӗмӗл тумпа тумланнӑ шартлама сивӗ хӗл кунӗсем ҫитсен, уй-хир тӑрӑх, пас тытнӑ вӑрман тӑрӑх йӗлтӗрпе ярӑнса ҫӳренӗ.

Помоги переводом

Юлташ сӑмахӗ // Валентин Урдаш. «Ялав», 1948, 11№ — 27–28 с.

Газ участокӗнче тӑрӑшакансем вара хӑйсен енчен халӑх шартлама сивӗре те ан шӑнтӑр, ӗҫ хыҫҫӑн ӑшӑ пӳлӗмсенче кантӑр тесе ӗҫленӗ, ӗҫлеҫҫӗ те.

Помоги переводом

«Кӑвак ҫулӑм» ҫунать, кил-ҫурт хӑтлӑхпа тулать // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/09/02/%d0%baa%d0% ... %bb%d0%b0/

Хӗллехи шартлама сивӗсенче кашни киле ӑшӑ пытӑр тесе тӑрӑшаҫҫӗ.

Помоги переводом

«Кӑвак ҫулӑм» ҫунать, кил-ҫурт хӑтлӑхпа тулать // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/09/02/%d0%baa%d0% ... %bb%d0%b0/

Хвантейпе унӑн пиччӗшне хӗллехи шартлама сивӗ кун урама илсе тухаҫҫӗ.

И вывели вероотступников Хвандея и его брата на лютый мороз.

Саланнӑ кил-йыш // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Шартлама сивӗ хӗл кунӗсенче Ультӳҫ инкен пӗчӗк пӳртӗнче хӑмла ҫырли шӑрши кӗнӗ, улӑхри пек, тӗрлӗ чечек «сывлани» сисӗннӗ.

А сколько запахов лета сохранялось в маленькой избушке Ульдусь до глубокой зимы: в самые трескучие морозы пахло там свежей малиной, луговыми цветами и травами…

Ультӳҫ инке // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Анчах ҫӑва тухсан, пуринчен ытла пахчаҫимӗҫ пиҫсе ҫитнӗ вӑхӑталла, Яка Илле хӗллехи шартлама сивӗ кунсене ӑшшӑн аса илме пуҫланӑ.

Но когда наступал сенокос и в огородах поспевали овощи, Илле молился, чтобы быстрее приходила зима.

Яка Илле // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Хӗллехи шартлама сивӗсенче вӗсем ҫӗрӗн-кунӗн уйра юр тытрӗҫ, темӗн чухлӗ кӗл пухрӗҫ, ҫуркунне вӑрлӑх акас умӗн ҫӗре пахчари кишӗр йӑранне кӑпкалатнӑ пек ҫемҫетрӗҫ.

Помоги переводом

XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Шартлама сивви килсе ҫапсан ӑҫта кайса кӗмелле?

Помоги переводом

2. Тунсӑх // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

«Анне, 1941 ҫул питӗ сивӗ, 40 градусран та ытла шартлама пулнӑ теҫҫӗ. Эсир ҫав вӑхӑта мӗнле тӳссе ирттернӗ?» — ыйтаттӑм хаклӑ ҫыннӑмран.

Помоги переводом

Ҫӗнтерӗве тылра туптанӑ // Ирина Андреева. http://kanashen.ru/2022/01/14/ce%d0%bd%d ... b0%d0%bda/

Шӑннӑ тесен — ҫанталӑк кӑҫал шартлама сивӗ мар.

Помоги переводом

Коронавируспа чирлеместпӗр, вӑл пире пурпӗрех ҫӗнеймест тесе шутлатпӑр, анчах… // Василий Лапин. http://kanashen.ru/2022/02/04/%d0%ba%d0% ... %bf%d1%83/

Вӑл каланӑ тӑрӑх, шартлама сивӗре килтен тухиччен ӑна ҫимелле мар.

По его словам, употреблять его незадолго до выхода из дома на мороз нежелательно.

Ӑсчахсем пыл сурансене хӑвӑртрах тӳрленме пулӑшнине асӑрханӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/32981.html

Урса кайнӑ кулаксен эшкерӗ Орлов уполномоченнӑя (Ефремов студент) шартлама сивӗре ҫаппа-ҫарамаслантарса асаплантарни куракансене тивӗҫлипех ҫӳҫентернӗ, чылайӑшне макӑртнӑ та, тавӑру кӑмӑлне хускатнӑ.

Помоги переводом

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Шартлама сивӗре Белорусси ҫӗрӗшӗн кунӗн-ҫӗрӗн ҫапӑҫнӑ вӗсен полкӗ.

Помоги переводом

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Шартлама сивӗ.

Помоги переводом

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Шартлама сивӗ кунах марчччӗ, анчах Кабан кулли хӗрринче чылай тӑнӑ хыҫҫӑн Павлушӑн ура пӳрнисем шӑна пуҫларӗҫ.

Помоги переводом

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ҫанталӑкӗ те каҫал ҫавнашкал — ним йӗрки те ҫук: шартлама сивӗ хыҫҫӑн ҫумӑрлӑ юр пуҫланчӗ.

Помоги переводом

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Пӳрте хӗллехи шартлама сивӗре шӑнтнӑ хыҫҫӑн та, перер уйӑхран таҫтан тепӗр хут хунаҫҫӗ ҫав шуйттан тараканӗсем.

Помоги переводом

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Пӗр-пӗрне пӳле-пӳле тарҫӑ хӗрсем хӗллехи пурнӑҫ пирки мӗн пӗлнине сӑнласа кӑтартрӗҫ: лайӑх хутнӑ пӳрт, ҫунапа ҫӳрени, шартлама, кӑчӑртатакан юр, коньки, йӗлтӗр тата «пит ҫӑмартисем ҫунаҫҫӗ» текен пулӑм.

Перебивая одна другую, служанки, как умели, рассказали зимнюю жизнь: натопленный дом, езда в санях, мороз, скрипучий снег, коньки, лыжи и то, что называется: «щеки горят».

III сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней