Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

шартах (тĕпĕ: шар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ачан самантрах шалти «ҫунаттисем шартах хуҫӑлчӗҫ», ӑшчикки пушанса юлчӗ, ҫут тӗнче те уншӑн халӗ сӳннӗ вучахри сивӗ кӗле ҫаврӑнчӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Анчах шӑлӗсем ниепле те ҫурма чӗрӗ, ҫав-ҫавах пӗҫерекен ҫимӗҫе ҫителӗклӗн чӑмласа ватма, «пӑтӑлантарса» вӗтетме ӗлкӗреймерӗҫ — выҫӑ хырӑм чӑтӑмлӑхӗ шартах татӑлса кайнипе карланки ӑна янкӑлт кӑна сиктерсе антарса ячӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Йывӑррӑн ахлаткаласа, мӑй шӑнӑрне ыратнӑ тӗлте ал лаппипе хупласа пӗр авӑк суя чунпа вырткаларӗ те пурнӑҫ ҫиппи шартах татӑлса кайманнине туйса, ӑнкарса, хайне алла илчӗ те шартах хуҫӑлнӑ, самаях кӗвелнӗ кӑмӑлне халсӑррӑн калаҫтарчӗ:

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

«Ҫук, — шартах татрӗ вӑл ӑшӗнче юлашкинчен, — ку эпӗ Сосновкӑран таврӑнӑҫла машинӑпа килнӗ ҫул мар.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Канса илсен «урӑх хуҫма пурпӗрех меллӗреххине тупаймӑп» тесе йывӑҫа тепӗр еннелле тӑрӑнт та тӑрӑнт сиктерсе, каллех турткалама пуҫларӗ, ӗнтӗ авӑннӑ тӗлте йывӑҫӑн «ӳт-тирӗ» сӳсленсе, чӗнленсе пӗтрӗ, тӑсӑлса, тӗллӗн-тӗллӗн татӑлса та кайрӗ, анчах хӑй шартах хуҫӑлмарӗ, тӗпӗнчен те тӑпӑлмарӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ула Тимӗр шартах хуҫӑлнӑ кӑмӑлпа, уҫӑмсӑр татӑк-кӗсӗк шухӑшлӑн епрелнӗ, лӑймакланнӑ, сарӑхнӑ чӑрӑш-хыр йӗппи, хӑрӑк-харӑк ҫулҫӑ тӑкӑнса тулнӑ палӑри-палӑрми йӗрпе сехете яхӑн танккарӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Сасартӑк, машинӑн кайри ураписем темӗнле ланкашкана лекнипе, хӗрарӑм шартах сиксе вӑранчӗ.

Помоги переводом

Тӗлӗкри пек тӗлпулу // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 113–121 с.

Хӗр шартах сиксе, каялла ҫаврӑнса пӑхрӗ.

Помоги переводом

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Нумаях ҫывӑрнӑ пулас ҫав вӑл, тен, вӑранмастчӗ те-и, такам хулпуҫҫинчен силленипе шартах сиксе куҫне уҫса ячӗ.

Помоги переводом

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Хӗрача шартах сикрӗ, вӑл аллинчи телейне такам туртса илесрен хӑранӑ евӗр чечек ҫыххине кӑкри ҫумне пӑчӑртарӗ.

Помоги переводом

12 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Хӗр шартах сикрӗ, каччӑ еннелле ҫаврӑнчӗ.

Помоги переводом

3 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Санюк кулли вӗт ку? — шартах сикрӗ Марук.

Помоги переводом

Пӗр ҫулӑхсан… // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 85–90 с.

Ленӑсен умӗнче Ҫимун хуралҫӑпа юнашар ларакан Варвари хӑйӗн ятне илтсен шартах сикрӗ.

Помоги переводом

XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Шартах сиктертӗн, мӗн туса ҫӳретӗн ҫӗрлехи вӑхӑтра? — чӗри кӑлт-кӑлт сикме пуҫланине сиссе ыйтрӗ хӗр.

Помоги переводом

X // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ҫавӑнпах та-и тен, хӗрача хӑй умне Ираида Васильевна пырса тухнине те асӑрхамарӗ, лешӗ сӑмах хушсан тин шартах сиксе аяккалла пӑрӑнма тӑчӗ, анчах ӗлкӗреймерӗ.

Помоги переводом

V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Хӗр шартах сикрӗ.

Помоги переводом

IV // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Лена шартах сикрӗ, вӑл сасӑ еннелле ҫаврӑнса тӑчӗ.

Помоги переводом

II // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Хӑй хӑш вӑхӑтра тӗлӗрсе кайнине те сисмерӗ хӗр, нумай ҫывӑрчӗ-ши е сахал, анчах амӑшӗ ахлатса янӑ сасӑпа шартах вӑранса кайрӗ.

Помоги переводом

I // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Кун пекех кайнӑ пулсассӑн, ҫур сехетрен киле ҫитеттӗмӗрех пулӗ, анчах шурӑ хурӑнлӑ, ӑвӑслӑ-чӑрӑшлӑ шурлӑх хӗрринче, пурсӑмӑра та шартах сиктерсе, пӗр ҫын ҫав тери хӑрушшӑн кӑшкӑрса ячӗ.

Помоги переводом

Пӑшалсӑр эпӗ пӗр кунта виҫӗ упа тытрӑм // Георгий Орлов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 76-80 с.

Виктор шартах сикрӗ:

Виктор вздрогнул:

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней