Поиск
Шырав ĕçĕ:
Анчах карчӑк ун ҫине шухӑшлӑ куҫӗпе тарӑннӑн, тинкернӗн пӑхса илчӗ те нимӗн те шарламарӗ.
Ыр ут хыҫҫӑн пин ут шыв ӗҫет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Алюнов та Укаслу мӗн ҫинчен шухӑшланине тавҫӑрчӗ пулас, нимӗн те шарламарӗ.
Уйрӑлу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Никам та ҫур сӑмах та шарламарӗ.
Ҫӑкӑр-тӑвар — хире-хирӗҫ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Аслашшӗ нимӗн те шарламарӗ.
Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.
Федя малтанах нимӗн те шарламарӗ, вӑл ӳплене кӗрсе типӗ курӑк ҫине выртрӗ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.
Унӑн кӑвак куҫӗсем амӑшӗ ҫине пӑхрӗҫ, Елена Максимовна нимӗн те шарламарӗ, анчах пичӗ кӑна ывӑлӗн шухӑшне ырлани ҫинчен пӗлтерсе, кӑмӑллӑн ҫутӑлса илчӗ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.
Аркадий тӳрех нимӗн те шарламарӗ, арпашӑннӑ ҫырӑ ҫӳҫне йӗркене кӗрткелерӗ те татӑклӑн ыйтрӗ:
Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.
Чӑнах, яла таврӑнсан Ула Тимӗр юлташӗпе хулара тӳссе ирттернӗ тамашаллӑ пӑтӑрмахсем ҫинчен шӑла ҫыртсах ҫӳрерӗ — ниҫта та никама та шарламарӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Сима тек шарламарӗ.
Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.
Сима шарламарӗ, куҫӗсем кӑна ӑшшӑн ҫуталчӗҫ ун.
Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.
Сима шарламарӗ.
Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.
Тамара шарламарӗ.
Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.
Алексей Данилович пӗр хушӑ шарламарӗ.
12 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.
Полина Иван сӑмахӗсене илтмен евӗр нимӗн те шарламарӗ.
10 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.
Цех начальникӗ нимӗн те шарламарӗ, аллисене каялла тытрӗ те пӳлӗм варрипе уткаласа ҫаврӑнчӗ, унтан Владимир Сергеевич умӗнче чарӑнчӗ.
2 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.
Мӗкӗте пичче ывӑлӗ, килӗшсе, «ӑхӑ» е «юрӗ» тесе каласса кӗтнӗччӗ, анчах лешӗ нимӗн те шарламарӗ.
Ав, вӗрен Петюкран! // Василий Сипет. «Тӑван Атӑл». — 2005, 2№ — 72-73 с.
Вӑл пуҫне палт ҫӗклерӗ, йӑлтӑркка хӑмӑр куҫӗсемпе ывӑлне ӳпкевлӗн пӑраласа илчӗ, анчах, шӑлтӑр-шалтӑрах калама юратманскер, нимӗн те шарламарӗ.
Ав, вӗрен Петюкран! // Василий Сипет. «Тӑван Атӑл». — 2005, 2№ — 72-73 с.
Лена тем каласшӑн пулса ҫӑварне уҫнӑччӗ, анчах пӗр сӑмах та шарламарӗ, хӗрсем хыҫҫӑн зоотехникпа председатель калаҫнӑ ҫӗрелле ҫаврӑнчӗ.
VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Лена шарламарӗ, вӑл вӗлтлетсе юлакан уй-хире сӑнаса пыма пуҫларӗ.
V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Варвари Лена ҫине кӑн пӑхрӗ, анчах урӑх шарламарӗ, аллипе сулчӗ те ирӗксӗр тенӗ пекех вӗри шыв патне таплаттарчӗ.
IV // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.