Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӗсем Горн ывӑтса панинчен ытларах тупас шанчӑкпа пӳрте ҫунтарма ыткӑнассине кӗтме кирлӗ мар.
IX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
Вӑл ҫын ҫывхарса килессе кӗтет, анчах хӑйне шанчӑкпа лӑплантарать: йытӑ ҫулӗ, тен, айккиннелле тӑсӑлать?..Он ждал приближения человека, теша себя надеждой, что путь собаки лежит в сторону.
VIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
— Ытла та кая юлса уҫӑлса ҫӳретӗр эсир! — терӗ Кравар хыпашлакан сасӑпа, ҫавӑн пекех — уҫӑмсӑр шанчӑкпа; Катрин, ахӑртнех, унран мӗн те пулин ыйтасшӑн: Кравар ӑна тӗрме умӗнче ҫӗрле нихӑҫан та курман.
VII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Вӑрман вара ирхинехи пек курӑнма пуҫласан, Ганэль ҫывӑрмалли вӑрттӑн вырӑнӗнчен тухрӗ те чӗрӗ шанчӑкпа ҫӑвӑнса кӑштах лӑпланчӗ.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 345–359 с.
Вӑл хӗрӳ туйӑмпа, юлашки тӗксӗм шанчӑкпа, тунсӑхлӑн кӗтет.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 291–297 с.
Арҫын ача хӑйне чӗрӗ, ӑшӑ ӳт ҫинче тӑнӑн туять; ҫак ӳт нимӗнле аптӑравлӑха та парӑнман темӗнле ҫирӗп шанчӑкпа ҫывӑрать тейӗн.
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 85–91 с.
Ҫеккунт тӑршшӗнче вӑл ҫулсене тӳссе ирттерет; ӑна чӑтӑмлӑ юратупа тулнӑ тӗнче ҫавӑрса илнӗ; вӑл шанчӑкпа чирлӗ, ҫухалса-аптӑраса кайнӑ, кулать, Гнор тӑрса кӗтет — кӗтни ӑна вӗлерсе пырать.
VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.
Шхуна патнелле вӑл ҫаратупа чӑрсӑрлӑхри хуҫалла, ҫамрӑк та чӑтӑмсӑрскер, сасӑсӑр хитре кӗвӗ ҫунтарнӑ чунпа, аса илӳпе тата шанчӑкпа ишсе ҫывхарать.
IX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.
Кермене ҫулталӑкра икӗ хутран кая мар кайса килсех тӑрать, кӗмӗл ҫӳҫлӗ хӗрарӑма кашнинчех ҫирӗпех мар шанчӑкпа — пысӑк ҫак ача хӑйӗн теттисене ҫӗнтеретех пулмалла текен шанчӑкпа — хӑварать.
II. Грэй // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Пуш шанчӑкпа ан пурӑнтӑр.
Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.
Юнпа исленнӗ окопсенчен отделени командирӗсем, комиссарсем, снаряд ҫурӑлнӑ чухне ҫӗр айне пулса хӑлхасӑрланнӑ боецсем ҫӗклене-ҫӗклене тухаҫҫӗ, вӗсем тӑпрапа сапӑннӑ ҫилӗллӗ хаяр куҫӗсене тасата-тасата, хуралса пӗтнӗ ҫӑварӗсене кара-кара кӑшкӑрса, ҫӗр ҫӑтман ҫӗлен-калтасене хирӗҫ такӑна-такӑна чупаҫҫӗ, тӑшман окопне чупса ҫитсе, — тӑвӑр ҫухавипе пӑвӑннӑ ансӑр кӑкӑрлӑ нимӗҫ офицерне, Украина салоне кӳпсе хырӑмне сарнӑ хӗп хӗрлӗ унтер-офицерне, — халӗ ӗнтӗ револьверне те нимӗҫле шанчӑкпа мар ҫавӑркалаканскерне, тата — турӑ каҫартӑр — куҫлӑх тӑхӑннӑ, пысӑк сӑмсаллӑ типшӗм нимӗҫ рядовойне, юнлӑ буржуази вилӗм шӑтӑкӗ шырама Дон хирӗсене янӑскерне, — ыраш кӗлтине сенӗкпе тӑрӑнтарнӑ пек, тӑват кӗтеслӗ штыксемпе чике-чике тӑрӑнтараҫҫӗ…
4 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Эпир малалла та пирӗн хӗрарӑмсем малашлӑха ырӑ шанчӑкпа пӑхма пултарччӑр тесе мӗн кирлине йӑлтах тума тӑрӑшӑпӑр.
Михаил Игнатьев Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ ячӗпе саламлани (2018) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2018/03/07/news-3797403
Шанать шанчӑкпа упранӑ малаша…
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Тытса хӗртесрен хӑрани тыттармасӑр вӑрлас шанчӑкпа лӑпланнӑ.Страх быть пойманным умеряется надеждой безнаказанно украсть.
III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ватӑ суккӑр ҫын та куҫӗсене уҫас шанчӑкпа сак шывпа йӗпетет-тен, сасартӑк куҫӗсем уҫӑлӗҫ!Даже старик слепой пробует промывать глаза, в надежде, а вдруг он все-таки прозреет.
Курорт // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.
Вӑл ҫак ҫырлапа хырӑм тӑрантас ҫуккине пӗлет, ҫапах та, хӑй пӗлни-мӗнне уямасӑрах, вӗсене вӑл хӑй хырӑмне тӑрантас шанчӑкпа ӗмет.
Пурнӑҫа юратни // Николай Степанов. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 5–34 с.
Пруссирен, Варшава таврашӗнчен килнӗ мазурсем, Силези ҫыннисем, Познаньпе Галици эмигранчӗсем, Августов таврашӗнчи литовецсем, Чикагопа ытти хуласенчи фабрикӑсенче ӗҫленӗ хушӑрах ялти пурнӑҫ ҫинчен шухӑшлаканскерсем, хӑйсене тӗтӗмпе шӑршланса, хӑрӑмпа вараланса пӗтнӗ хуларан тухса кайма паракан майпа ҫавӑнтах усӑ курнӑ, плугпа е пуртӑ тытса ӗҫлес шанчӑкпа, Арканзасӑн анлӑ хирӗсемпе вӑрманӗсене туха-туха кайнӑ.
III // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.
Июньте ҫынсен салху сӑн-пичӗсем чӑнласах йӑл кулӑпа ҫуталсан, макӑрнӑ сасӑпа ӳпкелешсе калаҫнисем вырӑнне Хӗрлӗ Ҫар юррисем янӑраса кайсан, восстани юнӗ ҫӗнӗ шанчӑкпа вӗресе, сӑрталла кӗрлесе хӑпарсан, вӑл та халӑхпа пӗрле утать.
20 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Ҫав хушӑра эпӗ вуласа тухнӑ юлашки романӑн геройӗсем пирки хӑвӑрт-хӑвӑрт шухӑшлатӑп, хама е полководец, е министр, е акӑш-макӑш вӑйлӑ ҫын, е вӗри чӗреллӗ ҫын вырӑнне хуратӑп тата леш хӗре пӗр-пӗр уҫланкӑра е йывӑҫ хыҫӗнче сасартӑк курас шанчӑкпа, кӑштах ҫӳҫенкелесе, тӑтӑшах тавраналла ҫаврӑна-ҫаврӑна пӑхатӑп.
XXXII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫаксем шиклӗ чунӑн суя, тӗтреллӗ шухӑшӗсем текен шанчӑкпа хӑвна ан та йӑпат.Не утешай же себя напрасно надеждой, что бы это были ложные, неясные предчувствия боязливой души.
XXV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.