Поиск
Шырав ĕçĕ:
Кайран эпӗ ҫакна пӗлтӗм: Софья Ивановна ҫемьеллӗ пурнӑҫшӑн ҫуралнӑ сайра тӗл пулакан ҫамрӑках мар хӗрарӑмсен шутне кӗрет-мӗн, анчах ҫав хӗрарӑмсене шӑпа ку телее пӳрмен те, ҫакна пула вӗсем ачисемпе упӑшкисемшӗн хӑйсен чӗрисенче тахҫантанпа усранӑ, ҫитӗнтернӗ тата тӗреклетнӗ юратӑвӑн мӗнпур вӑйӗпе хӑйсем суйласа илнӗ ҫынсене пӗр кӗтмен-туман ҫӗртен савма тытӑнаҫҫӗ.
XXIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӗсен чӗрисенче, вӗсен чурасӑр фантазийӗнче иксӗле пӗлми вӑй, вӗсем, чӑнах та, ҫӗр чӑмӑрӗ ҫинчи пӗтӗм хур куракан халӑха телей пама хатӗр тейӗн, анчах шел: ачасем кӑна ҫав вӗсем, халлӗхе темех тӑвайрас ҫук.
Пограничниксемпе тӗл пулни // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Никам та нимех те калаҫман, пурин те чӗрисенче йывӑр, темле аван мар пулнӑ.Никто почти ничего не говорил, на сердце у всех было тяжело, неловко.
V // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
1854 — 1855-мӗш ҫулсенчи оборонӑра тухнӑ героиньӑн — милосерди сестри Даша Севастопольскаян паттӑр ӗҫӗсене ӳстерме хӗрарӑмсен чӗрисенче хӑюллӑха вӑратас пулать.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Кӑнтӑрти каҫ ҫынсен кӑмӑлне хавхалантарсах ярать, кун пек самантра ҫынсем хӑйсен чӗрисенче пытанса тӑракан вӑрттӑнлӑхсене ҫеҫ тӗрӗслеҫҫӗ пулсан, ҫак икӗ ҫын пачах урӑх ӗҫ ҫинчен калаҫаҫҫӗ.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Юратса кайнӑскерсем пӗр-пӗринпе хирӗҫ пуласшӑн тӑрӑшнӑ, Луизӑпа Морисӑн чӗрисенче хыпса илнӗ юрату чӑрмав таврашӗсем умӗнче чарӑнса тӑман.
XXXI сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Павел Николаевичпа ваттисем Саша пирки шикленме пуҫларӗҫ, анчах чӗрисенче вӗсем ун пирки хӗпӗртерӗҫ: — Пирӗн Саша кӑтартӗ-ха хӑйне, — сӳтсе яврӗҫ вӗсем.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Ял хӑлхасӑрланнӑ пек, чӗлхесӗрленнӗ пек пулса тӑчӗ, ҫынсен чӗрисенче тӑшмана курайманлӑх туйӑм вӑрттӑн капланса пычӗ, ҫак курайманлӑх хирӗҫле кӑшкӑрнинчен ытларах чӗнменнинче палӑрма пуҫларӗ.
23 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.
Граждан вӑрҫи вӑхӑтӗнче Украинӑри нимӗҫ захватчикӗсене, Гетманпа Петлюрӑн контрреволюциллӗ ҫарӗсене хирӗҫ дивизин ҫирӗм тӑватӑ ҫулхи начальникӗ ертсе пынипе ҫапӑҫнӑ пиншер ветерансен чӗрисенче Сталин юлташӑн ҫак сӑмахӗсем тӗрлӗ асаилӳсене вӑратрӗ.
Авторсенчен // Николай Степанов. Герасимов, Е. Щорс: [тулли мар вӑтам шкулсем валли] / Е. Герасимов, М. Эрлих; Н. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 208 с.
Вӑл ман ачасен шухӑш-туйӑмӗсемпе чӗрисенче те тарӑн йӗр хӑварчӗ.И она оставила глубокий след в сознании и сердце моих детей.
Вера Сергеевна // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.
«Унӑн чӗри ӗмӗрлӗхех тапма чарӑннӑ, анчах та сӑмахӗ чӗррисен чӗрисенче ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнӗ!»«Мертвы уста его, но слово вечно да будет жить в сердцах живых!»
XI // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Пурте тарӑннӑн сывласа илчӗҫ те, кӑштах пурте чӗрисенче ҫӑмӑлланнине туйрӗҫ.
III // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Вӗсен ячӗсем, ӗҫӗсем чӗрӗ тӑванӗсен, ҫывӑх тус-йышӗсен чӗрисенче вырнаҫса юлаҫҫӗ пулсан та, пурте пӗр тан мар.
I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ҫак таҫти ҫырансене ахалех килсе ҫӳренӗ аслӑ чунлӑ ҫынсен чӗрисенче ӳкӗнӳллӗ хуйхӑ тулса тӑрать, пӳлӗмре шӑп, никам та пӗр сӑмах та чӗнмест, вара ҫак вӑхӑтра сасартӑк пӗр шанӑҫлӑ сас илтӗнчӗ: — Ӗмӗтӗре ан татӑр, сэр: Грант капитан вилмен пулсан, вӑл Австралинче пулма тивӗҫлӗ! — терӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Вӗсем пӗр-пӗринчен нимӗн те пытарман пирки чӗрисенче мӗн пулса иртнине ҫавӑнтах туйса илчӗҫ.
II // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 64–83 с.
Чӗрисенче ирӗксӗрех ырату хускалчӗ.
12 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
Ҫӗр шӑршипе тулнӑ сывлӑш малтан, шутласа тӑнӑн, ҫил кӑларттарса ҫаврӑнакан лапаткасем умӗнче тӑхтав тунӑ пек пулчӗ, унтан, тем пысӑкӑш ҫӑварлӑ тӗттӗм те нӳрӗ кӗпҫене кӗрсе, штрексенелле ыткӑнчӗ, шахтерсен чӗрисенче хӗвелпе ҫӳллӗ-ҫӳллӗ тӗксӗм сенкер тӳпе еннелле канӑҫсӑррӑн сӗтӗрекен туйӑм хӑпартса, лавӑсемпе заводсенче ашкӑнма пуҫларӗ.
2 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
Старик кайрӗ те, ҫеҫен хир варринче вара иртен-ҫӳренсен куҫӗсене хӑйӗн ӗмӗртенхи кичем сӑнӗпе салхулатма, ҫынсен чӗрисенче уҫӑмсӑр тунсӑх вӑратма пӗртен пӗр часавай юпи ҫеҫ тӑлӑххӑн ларса юлчӗ.
XXXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Вӑл, малашнехи ирӗклӗ пурнӑҫӑн хитре картинисене ӳкерсе кӑтартнӑ май, пуҫ тавра тӗплӗн шухӑшласа калаҫнипе казаксен чунӗсене витерсе илӗртрӗ, анатри казаксем хӑйсен чӗрисенче темиҫе ӗмӗр хушши вӑрттӑн эпеклесе пурӑннӑ хӗлӗхӗсене пырса сӗртӗнчӗ.
II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Салтакӑн асаппа урмӑшнӑ хулӑн сасси вӑйсӑррӑн тилмӗрет, анчах та ун патӗнчен иртекен казаксен пӑлханчӑк чӗрисенче нихӑшӗн те ӑна хӗрхенес туйӑм ҫук, пулсассӑн та — кашниех вӑл туйӑма ҫиеле тухма памасӑр, пӗр шеллемесӗр вӑйпах путарать.
15 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.