Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

чӗрине (тĕпĕ: чӗре) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чӗрине уҫсах калаҫасшӑнччӗ Сима Тамарӑпа, анчах тем чарса тӑчӗ ӑна, тантӑшӗ ялти пурнӑҫӗ ҫинчен каланине те итлесе пӗтермесӗр, Ларисӑпа пӗрле тухса кайрӗ.

Помоги переводом

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Савнӑ арӑмӗн ятне асӑнни, таса хӗре варалани унӑн чӗрине ҫӗҫӗпе каснӑ пекех тирсе илчӗ.

Помоги переводом

12 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Ҫын чӗрине ыраттарасси саншӑн ним те мар.

Помоги переводом

11 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Ҫул тӑршшӗпе пӗр шухӑш канӑҫ памарӗ хӗр чӗрине: «Мӗншӗн… мӗншӗн… мӗншӗн тӗл пултӑм-ши унпа пурнӑҫра, мӗншӗн?»

Помоги переводом

10 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Эс илтсем, илтсем сар хӗр юррине, Ӑнланса илсем сар хӗр чӗрине, — ҫаплипех илтӗнсе тӑчӗ юрӑ вӑрманта.

Помоги переводом

8 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Куҫӗ умӗнче ҫырӑ ҫӳҫлӗ, хура хӑмӑр куҫлӑ Ревлен Петрович сӑнӗ тӑчӗ, пӳлӗмре вӑл лартса хӑварнӑ роза чечекӗн ырӑ шӑрши хӗр чӗрине ҫӗклентере-ҫӗклентере илчӗ.

Помоги переводом

5 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Мӗнле кӑна ҫыннӑн чӗрине ҫемҫетмен, савӑнӑҫ кӳмен пулӗ вӗсем!

Помоги переводом

1 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Упӑшкин ачаш сӑмахӗсем Марукӑн чӗрине лӑплантарчӗҫ, иккӗленчӗк туйӑм сирӗлсе ҫухалчӗ.

Помоги переводом

Пӗр ҫулӑхсан… // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 85–90 с.

Ҫуркунне-и е хӗлле, кӗркунне-и е ҫулла, пӗр-пӗр асамлӑ кун е каҫ хӗрӗн е каччӑн чӗрине шӑппӑн ҫеҫ пырса шаккать те хуҫийӗ те сиссе иличчен чӗре ҫумне йӑпшӑнса кӗрет, ӑна пӗтӗмпех ҫавӑрса илсе тыткӑнласа лартать, ҫепӗҫ туйӑмсем ҫуратать.

Помоги переводом

X // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Варварин ҫак таранчченех пӑчӑртанса ларнӑ чӗрине темӗнле асамлӑ ӑшӑ ҫил сӗртӗнсе илнӗ пекех туйӑнчӗ.

Помоги переводом

IX // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Лена уйри уҫӑ сывлӑша кӑкӑр туллин сывласа илчӗ, ҫавна май унӑн чӗрине ҫак тӑван тавралӑх хӑйне кунсерен ытларах та ытларах хаклӑ пулнишӗн, унӑн ытармалла мар илемӗпе ирӗккӗн сывлама пултарнӑран мӑнаҫлӑ туйӑм ытти кунсенхинчен те ытларах ҫавӑрса илчӗ.

Помоги переводом

VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Чӗпӗсем ҫинчен асӑнни хӗрача чӗрине тепӗр хут хумхантарса ячӗ, вӑл капланса килнӗ куҫҫулӗ витӗр кӑшкӑрнӑ пекех калаҫма пуҫларӗ.

Помоги переводом

V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Хӑш-пӗр чухне Тамарӑн кампа та пулин чӗрине уҫсах калаҫас килет, анчах темӗншӗн никампа та ҫывӑхланман.

Помоги переводом

II // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ленӑн ҫак ырӑ кӑмӑллӑ та ӑслӑ ҫынпа чӗрине уҫса калаҫасси килчӗ.

Помоги переводом

II // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Нимӗн те ҫырман пултӑр унта, ҫавах та вӑл ҫамрӑк хӗрӗн чӗрине ӑшӑтса, хумхантарса ячӗ.

Помоги переводом

I // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ҫавна пула унӑн шухӑшӗ итлекен чӗрине ҫирӗп кӗрсе вырнаҫатчӗ, чылайлӑха асра юлатчӗ.

Помоги переводом

Йывӑр та телейлӗ пурнӑҫ // Вера Дридзо. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 4-8 с.

Анчах та 3-мӗш класра ҫырнӑ хаклав вӗрентекен чӗрине йӗппе йӗпленӗн ыраттарса ярать:

Помоги переводом

Вӗрентекен — пӗлӳ хуҫи, телей тӗнчин чӑн-чӑн уҫҫи… // Е.ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/02/14/%d0%b2e%d1% ... 3cc%d0%b8/

Пуҫа тӗрлӗрен йывӑр шухӑшсем капланса килсе чӗрине ыраттарчӗҫ.

Черные мысли точили его мозг.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Виктор чӗрине тунсӑх тытса илет.

Виктора охватывает грусть.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ҫаксем пӗр харӑс килсе капланни унӑн чӗрине ыраттарчӗ, ӑна сцена ҫине тухма кансӗрлесе тӑчӗ.

И терзали его, мешая ему выйти на сцену.

Улттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней