Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

чӗрене (тĕпĕ: чӗре) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах хӑй кӑмӑлне вӑл нимпе те пусараймарӗ-ха, ӗнерхи тата ирхи калаҫусенчен юлнӑ йӳҫӗк паян ҫине-ҫине усал хыпар илтнӗрен ӑшра каплансах, каплансах пычӗ, чӗрене йӗп пек чиксе, йӗкӗлтесе тӑчӗ.

Помоги переводом

13. Аттенее ҫӗр кирлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хӑех каларӗ, пуҫа вырнаҫать, чӗрене вырнаҫмасть терӗ.

Помоги переводом

11. Ват ҫын хаярлӑхӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Иккӗлентерекен япаласем, тӗлӗнтермӗшсем, ҫӗрле те ыйӑха вӗҫтерекен экеметлӗ, пӑтранчӑк ыйтусем, этеме таҫта-таҫта илсе ҫитерекен шухӑш-ӗмӗтсем, юлашкинчен, чӗрене ҫӗҫӗ пек касса каякан аса илӳсем пурӑннӑҫемӗн ӳссе, йышланса, сарӑлса та тарӑнланса, ҫивӗчленсе те кӑткӑсланса пыраҫҫӗ.

Помоги переводом

9. Шухӑшӑм, ман шухӑшӑм // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пуҫа вырнаҫать, чӗрене вырнаҫмасть…

Помоги переводом

6. Тӑван хурӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Иртни чӗрене ыраттарса тӑрать ҫав, тепӗр чух шалтан ӑшӑтса, ҫутатса тӑрать пуль.

Помоги переводом

4. Иртнӗ кунӑн ҫути ҫук // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Чӗрене тивмелле сӑмахсем ытларах кӗрткелерӗҫ те ҫырӑва пӗлтерсе хучӗҫ: эпир ҫапӑҫӑва хатӗр, вӑхӑта сая ан ярӑр, часрах тапӑнма пуҫлӑр.

Помоги переводом

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Чӗрене сар ҫу сӗрнӗ пекех пулчӗ тупата!

Помоги переводом

10. Ылтӑн пичетлӗ хут // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Сӑмахусем сан ӑслӑ, сӑмахусем шерпет, Ман чӗрене йӗплеҫҫӗ чи ҫивӗч сӑнӑ пек.

Помоги переводом

7. Поэтпа хан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Халь ҫав сӑмах чӗрене касать пулин те, Альберт шарламасть.

Помоги переводом

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Пурте йӗркеллех — пурнӑҫӗ те, ӗҫӗ те, ҫапах та чӗрене тем ҫитмест.

Помоги переводом

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

— Ман чӗрене ху ракетупа ҫунат хушрӑн.

Помоги переводом

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 73–85 с.

Хуҫӑлнӑ мӑка йӗп хӗсӗнсе кӗнӗ пек кӗчӗ вӑл чӗрене.

Помоги переводом

Портсигар // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 35–41 с.

Повар сӑмахӗсем чӗрене ҫӗҫӗпе каснӑ пекех туйӑнса кайрӗҫ.

Помоги переводом

VII // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Юрӑ кӗввипе пӗрле чӗрене ҫӑмӑл туйӑм ҫунатлантарса ярать, ывӑнни те таҫта кайсах кӗрет.

Помоги переводом

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Ман чӗрене ахаль те хуйхӑ пусса тӑрать, ҫӗрле те канлӗ ҫывӑраймарӑм, вӑл пур татах хӑйӗн христосӗсемпе чуна тарӑхтарса ҫӳрет.

Помоги переводом

Кӑшланӑ ҫӗр // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 3–15 с.

Ват аннен сӑмах-юмахӗ Кӗрсе юлчӗ чӗрене — Тутӑхми мерчен-ахахӑн Хут ҫине ӳкерӗнет.

Помоги переводом

Ҫӑлтӑр витӗр ҫул выртать // Лидия Ковалюк. Ковалюк Л.А. Юрату ҫӑлкуҫӗ. Сӑвӑсем. Шупашкар: «Калем» кӗнеке издательстви, 2002. — 72 с. — 59–68 с.

Тепӗр чух ҫеҫ, чӗрене темӗнле тунсӑх пырса кӗрсен, вӑл вӑрман хӗррине, хурӑнлӑ ҫул ҫине тухса юрлатчӗ.

Помоги переводом

Алимпи // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 33–50 с.

Ҫӳл тӳпере вылять-ха ҫӑлтӑр туйӗ, Хаваслӑх парнелет ман чӗрене.

Помоги переводом

Санпа тӑсасчӗ ман кун-ҫулӑма // Лидия Ковалюк. Ковалюк Л.А. Юрату ҫӑлкуҫӗ. Сӑвӑсем. Шупашкар: «Калем» кӗнеке издательстви, 2002. — 72 с. — 53 с.

Хуйхӑ мана, кунта пӗччен ларнӑ чух, тата ытларах чӗрене касма тытӑнчӗ, Эпӗ пуҫа пӗксе хурланса йӗрсе ятӑм…

Помоги переводом

Ӗмӗр манми хуйхӑ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Вӑл хӗрелсе кайнӑ куҫӗпе ман енне пӑхрӗ те: — Аҫу ҫук ӗнтӗ, тытса хупрӗҫ. Тӗрмене илсе каяҫҫӗ пулӗ, — терӗ чӗрене тивекен сассипе.

Помоги переводом

Аттене тытса хупни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней