Поиск
Шырав ĕçĕ:
«Ан хӑй манпа кӑшкӑрашса калаҫма, ман ӗҫ сана килӗшмест пулсан, эпӗ те килӗшместӗп сана, ан ман ҫакна», — темех пикенчӗ, анчах, ырӑ чӗреллӗскер, ҫепӗҫ чӗлхеллӗскер, ӑшри хӗлхеме хӑвӑрт сӳнтерчӗ те, савнине ярас килмен ҫӗртенех, хайӗн кӑмӑлне хӑварсах, ҫапла хуравларӗ:
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.
Чунӗ кӳтсе ҫитнӗ Лавр, хавшак чӗреллӗскер, каллех Поля патӗнче йӑпанӑҫ шырарӗ.
VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
Михха, тем таранах усал чӗреллӗскер, ытти каччӑсемпе час-часах ҫапӑҫнӑ.
IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Хӑй вӑл, Тарт, ҫӗнӗ пысӑк чӗреллӗскер, хӑйне пушӑ сӑртсен тайлӑмӗнче, каҫхи шуҫӑм питӗнче, ӗмӗтленнӗ чухнехилле курать.
II. Вӑрман мӗн калать // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.
Сая каясса сая каятех: хӗрӳ чӗреллӗскер, вӑл университетра тытӑнса тӑма пултараймастех.А пропадет наверно: не такой мальчик, чтоб с его порывами он усидел в университете.
ХLIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫапах та, хут пӗлменскер, таса чӗреллӗскер, вӑл хӑйӗн ҫӗнӗ пурнӑҫне ниепле те хӑнӑхса ҫитеймен, ӑна вӑл ӑнланайман та пулмалла.
VII сыпӑк // Андрей Краснов. Катаев В.П. Эпӗ — ӗҫхалӑх ывӑлӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 112 с.
Лекрӗн хытӑ чӗреллӗскер.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Горева тата, хытӑ чӗреллӗскер, шӑрчӑк, мӑнкӑмӑллӑ хӗрарӑм, «чул чечек», ӑна корпус штабне звонить тума тата хӑй патне хӑнана чӗнме пуҫланӑ е ун патне политотдел блиндажне пӗр именмесӗр пынӑ; вара, ывӑннипе куҫӗсене мӑчлаттара-мӑчлаттара, политруксен темле сборӗсем е хӑй пухакан салтак такмакӗсем ҫинчен Воропаев каласа кӑтартнисене итленӗ, кайран тайӑнса ларнӑ та зуммер сасси тата шӑрӑхпа кукӑрӑлнӑ фанера алӑк чӗриклетнӗ сасӑ ҫеммипе ҫывӑрнӑ, Воропаевӑн хӑйӑлти, ир енне урмӑшса ҫитекен хаяр баритонне итленӗ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
— Вӑл та ырӑ чӗреллӗскер, — мӑкӑртатрӗ Панталеоне, анчах Санин ун ҫине сиввӗн пӑхса илчӗ.— Тоже благородное сердце, — пробормотал Панталеоне, но Санин угрюмо взглянул на него…
XXI // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
— Вӑкӑр чӗреллӗскер!
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Вӑкӑр чӗреллӗскер.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Вӑл унпа сиввӗнрех калаҫма пуҫланӑ; тен, ку япала йӗркеллех иртсе каятчӗ пулӗ, анчах ашшӗ, вӗри чӗреллӗскер, ытлашширех хӑтланнӑ; ытлашши темех те туман темелле ӗнтӗ, анчах ӗҫе вӑрт-варт тума пултаракан Соловцова ҫакӑ та ҫителӗклӗ пулнӑ.
IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Унӑн пурнӑҫне хӗрарӑмсенчен пурте кӑмӑллатчӗҫ теме ҫук, арҫынсем те, паллах, пурте мар, анчах та — ырӑ чӗреллӗскер — вӑл авланнисене тивместчӗ кӑна та мар, вӗсене час-часах арӑмӗсемпе мирлештеретчӗ, — вӑл ҫапла калатчӗ: — Хӗрарӑма пӑрахрӗ пулсан, эппин, вӑл юратма пӗлмест… — тетчӗ.
Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.
10. Акӑ ӗнтӗ — ӑна хирӗҫ хӗрарӑм тухрӗ: аскӑнчӑк арӑм пек тумланнӑ, чее чӗреллӗскер, 11. шавлӑскер, ҫӑварлӑх мӗнне пӗлменскер; урисем унӑн килӗнче тӑмаҫҫӗ: 12. вӑл е урамра, е урам тӑваткӑлӗнче, кашни кӗтесрех кӗтсе-сыхласа тӑрать.
Ытар 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1