Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

чӗптӗм сăмах пирĕн базăра пур.
чӗптӗм (тĕпĕ: чӗптӗм) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Е тата, тӗслӗхрен, илпек пурӑннӑ чух ҫӑкӑр-тӑвар хакӗпе пӗлтерӗшӗ пирки шутласах та каймастпӑр-тӑк, апат-ҫимӗҫсӗр тӑратса хӑвар кӑна — татӑк ҫӑкӑрпа чӗптӗм тӑваршӑн тем те пама хатӗр этем: хӑть ылтӑн, хӑть кӗмӗл…

Помоги переводом

6 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Тепӗр чӗптӗм пар та…

Помоги переводом

1 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Перекетлӗ пурӑнма вӗренчӗ ял халӑхӗ — паянхишӗн ҫеҫ мар, ытларах ыранхишӗн шухӑшлать, кашни ҫӑкӑр тӗпренчӗкне, кашни чӗптӗм услам ҫуне шутлать, ытлашшине пуҫтарса фронта ӑсатма уйӑрса хурать.

Помоги переводом

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Сантӑркка та чӗптӗм куҫ хупмасӑр урам енчи чӳрече умӗнче ирттерчӗ ҫӗре.

Помоги переводом

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Туртса ярас теместӗр-и? — кӗсйинчен пӗр-ик чӗптӗм махорка кӑларчӗ те вӑл хаҫат татӑкӗсем ҫине хурса пачӗ.

Помоги переводом

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫӗрле чӗптӗм сасӑ та шав тӑвать те, Улька пӳрте кӗрсе ыттисене чӑрмантарас, ыйхӑран вӑратас темерӗ.

Помоги переводом

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

— Ӗҫкӗпе япӑхса ҫухатнӑ ҫулсемшӗн ӗҫлесе татас тесен, санӑн чӗптӗм куҫ хупмасӑр ӑшталанмалла халь, эпир каннӑ чухне те юр хырмалла.

Помоги переводом

55 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Эпӗ те лартӑм, мӗншӗн тесен ура ҫинче тӑма чӗптӗм вӑй та юлмарӗ.

Я тоже сел, потому что у меня подкосились ноги.

XXVI // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Аслӑ конюхра ӗҫлеме пӗр чӗптӗм чыс та ҫук унӑн.

Помоги переводом

XXIX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Пӗр чӗптӗм вӑй-хал та ҫук.

Помоги переводом

XXVII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Эп кунта, тӳрех калатӑп, пӗр чӗптӗм те айӑплӑ мар.

Помоги переводом

XXV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

— Пӗр чӗптӗм те тӑкӑнмасть, Униҫҫе аппа.

Помоги переводом

XXV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Пӗр чӗптӗм ыйхӑ курмасан та, хаваслӑх, вӑй-хал чакмасть.

Помоги переводом

XXII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Тарӑхса, тертленсе пӗр чӗптӗм ыйхӑ та курман чухне…

Помоги переводом

III сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Уяра тупасси лайӑх паллӑ шутланнӑ, ҫавӑнпа та ачасем уяра пӳрне ҫине лартса:«Уяр, пӗлӗтелле вӗҫсе кай, унта санӑн ачусем канфет ҫиеҫҫӗ, пурне те пӗрер, сана пӗр чӗптӗм те ҫук», - тенӗ.

Найти Божью коровку считалось хорошей приметой, наверное поэтому дети во всём мире, посадив Божью коровку на палец приговаривают: «Божья коровка, полети на небо, там твои детки, кушают конфетки, всем по одной, а тебе ни одной».

Уяра Аслӑ Турӑпа ҫыхӑнтарнӑ, вӑл Турӑ амӑшӗн атрибучӗ пулнӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... ln-3392564

«Шансах тӑрӑр, манӑн чӗрем ҫинче пӗр чӗптӗм те хура тумха ҫук, таврӑнатӑпах», тесе вӗҫлет вӑл ҫырӑвне.

Помоги переводом

8 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Эпӗ вӗсем калаҫнине чӗптӗм те ӑнланмастӑп.

Помоги переводом

7 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Кӑмпа шӑршиллӗ пӗр чӗптӗм сывлӑшӗ те унӑн валидолпа сустакран пин хут сиплӗрех пек.

Помоги переводом

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Кӳренмелле, тарӑхмалла, хурланмалла, ӗмӗр-ӗмӗр ӳкӗнмелле пулин те, чӑнлӑха пытараймӑн, унран пӑрӑнаймӑн: Герасим Федотович амӑшӗн тупӑкӗ ҫине чӗптӗм тӑпра та сапаймарӗ.

Помоги переводом

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Савантер хуҫине улталас тесе вырӑн ҫине выртрӗ пулсан та чӗптӗм те куҫ хупмарӗ.

Помоги переводом

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней