Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

чӗнсе (тĕпĕ: чӗн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анатолий Семенович ҫав ыйтупа ӗнерех чӗнсе калаҫрӗ.

Помоги переводом

57 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Партком секретарӗ Яковлев, коридорта тӗл пулнӑскер, Дубова тӳрех хӑй пӳлӗмне чӗнсе кӗчӗ.

Помоги переводом

51 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Иксӗмӗр тытӑнтӑмӑр пӗчӗк комплекслӑ бригадӑсем йӗркелеме, — кӑшт айккинерех чӗнсе илчӗ вӑл ӑна, — иксӗмӗрӗнех вӗсен уссине кӑтартма тивет.

Помоги переводом

11 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Иван Капитонович Хӗрӳ Хӗветӗре чӗнсе илчӗ те: «Паян санпа ҫак йӗкӗте яратӑп», — тесе кӑтартрӗ Раман ҫинелле.

Помоги переводом

2 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Чи аслӑ йӗрке — таҫта аякра, тен, хӑйсем пуҫ хунӑ ҫапӑҫу хирӗнче аташса ҫӳрекен тӑванӗсен чунӗсене чӗнсе килесси.

Помоги переводом

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫирӗм ытла хӗрарӑма чӗнсе кӗртрӗҫ — пӗри те йышӑнмарӗ.

Помоги переводом

Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Чи малтан Санюк дояркӑна чӗнсе кӗчӗҫ, вӑл шӑпах фермӑна ӗне сума каятчӗ.

Помоги переводом

Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Политикӑлла, тӗрӗсрех совет влаҫне хирӗҫле текст пулнине ӑнланчӗ пулин те ҫак уҫҫӑн чӗнсе каланине хӑйпӑтса илме шухӑш та пулмарӗ унӑн.

Помоги переводом

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Пыр, чупса ҫит халех шкула, Канашевана, директора чӗнсе кил.

Помоги переводом

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вӑт ҫапла вара, пирӗн пуҫлӑхсем, тӗнчене ҫӗнсе илес шутпа, запаса тесе миллион рекрута чӗнсе илнӗ.

Помоги переводом

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

(Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин Хусанти музейӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Суслонгер лагерӗнче Тутарстанран призывпа чӗнсе илнӗ ҫынсем кӑна 300 ытла вилнӗ.

Помоги переводом

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Хӳтӗлекен те ҫук — Подоприхина Хусана чӗнсе илнӗ.

Помоги переводом

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вӑл ҫыруҫа чӗнсе илчӗ те лешӗ мана хут ҫырса пачӗ, — Ванюш кӗсйинчен тӑватта хутлатнӑ шурӑ ҫӑлӑнчӑка кӑларчӗ.

Помоги переводом

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Нюҫҫа Ваҫиле патне ҫывхарчӗ те ӑна мала тухма чӗнсе ҫаннинчен туртрӗ.

Помоги переводом

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Шывхуҫи чӗнсе илнипе ҫавӑнтах хӑлхана хупласа аслати кӗмсӗртетме, куҫа суккӑрлатса ҫиҫӗм ҫиҫме пуҫлать.

Помоги переводом

4 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.

Чӗлхе ҫине хумалӑх ҫӑкӑрӗ те, ытти апат-ҫимӗҫӗ те йӑлтах пӗтсе ҫитнӗрен вӑйран кайнӑ амӑшӗ Ментти ывӑлне хӑй патне чӗнсе илчӗ.

Помоги переводом

Пулӑ патши // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 3–11 с.

Сире тӑван-хурӑнташ вырӑнне хурса чӗнсе каланӑ май, тепӗр ӗмӗтӗме пӗлтерем.

Помоги переводом

Хаклӑ йӑхташӑмӑрсене чӗнсе калани // Анатолий Кипеч. https://chuvash.org/news/36682.html

Пурнӑҫӑн тӗрлӗ тапхӑрӗсем халӑхпа уйрӑм ҫын умне ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ тӗллевсемпе ыйтусем кӑларса тӑратнине шута илсе, кашни ҫын телей курма ҫуралнине, эпир пурте хамӑр турӑ суйласа илнӗ ырӑ та ӑслӑ халӑхӑмӑр ачисем пулнине асра тытса, тӑван халӑха упраса унӑн ятне-сумне мухтава кӑларасси пирӗн кашнин таса тивӗҫӗ пулнине аса илтерсе, хаклӑ ентешӗмсем, эпӗ сире хам шухӑша палӑртса ҫапла чӗнсе калас тетӗп.

Помоги переводом

Хаклӑ йӑхташӑмӑрсене чӗнсе калани // Анатолий Кипеч. https://chuvash.org/news/36682.html

Хӑвӑртрах васкавлӑ пулӑшу чӗнсе илес те чула ҫӑл хӗрринчен тата аяккарах шутарса хурас тет.

Помоги переводом

Хӑрушӑ ӗҫ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Экснер консерваторие ҫав вӑхӑтри Раҫҫейӗн паллӑ мусӑкҫисене чӗнсе илнӗ: Михаил Медведев юрӑҫа (тенор, унӑн пуҫарӑвӗпе 1918 ҫулта камера юрри класӗ уҫӑлнӑ), Алевтина Пасхалова юрӑҫа (колоратура сопрани; Сарӑту консерваторинче вӑл 21 ҫул тӑрӑшнӑ), Николай Сперанский камера юрӑҫинче (уйрӑм юрланин класне ертсе пынӑ), Георгий Конюс музыка теоретикӗпе композитора (1918–1919 ҫулсенче консерватори директорӗ пулнӑ), Юзеф Сливиньский пианистпа дирижёра (унӑн фортепиано класӗ вӑл вӑхӑтри консерваторире чи пысӑккисенчен пӗри пулнӑ), тата ыттисене.

Экснеру удалось привлечь к работе в консерватории выдающихся российских музыкантов того времени — певца (тенора) Михаила Медведева, по инициативе которого в 1918 году в консерватории был открыт класс камерного пения, певицу (колоратурное сопрано) Алевтину Пасхалову, проработавшую в итоге в Саратовской консерватории 32 года, камерного певца Николая Сперанского, ведшего класс сольного пения, теоретика музыки и композитора Георгия Конюса, директора консерватории с 1918 по 1919 год, пианиста и дирижёра Юзефа Сливиньского, чей класс фортепиано был одним из самых больших в тогдашней консерватории, и многих других.

Л.В. Собинов ячӗллӗ Сарӑту патшалӑх консерваторийӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9B.%D0 ... 0%B9%C4%95

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней