Поиск
Шырав ĕçĕ:
Александрия чӗлхи (Александрире сарӑлнӑ чӗлхе) — грексен, еврейсен, египтянсен чӗлхисем хутӑшнипе пулнӑ.
Авалхи Римри тата Авалхи Грецири ятсемпе сӑмахсене ӑнлантарса пани // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 315–330 с.
Китай чӗлхипе тӑван чӗлхе пек 1,3 миллиард ҫынна яхӑн усӑ курать, ҫапла вӑл тӗнчере чи анлӑ сарӑлнӑ чӗлхе шутланать.
Паян — китай чӗлхи кунӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/28414.html
Отелри швейцар нимӗҫле тата англичанла калаҫать, анчах профессор нумай чӗлхе пӗлекенскер, унтан Дани чӗлхипе ыйтрӗ, швейцар ӑна Дани чӗлхипе каласа ҫурҫӗрти авалхи япаласен музейӗ ӑҫтине кӑтартрӗ.
VIII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Калаҫасса вӗсем украина чӗлхипе калаҫнӑн туйӑнать, анчах вӗсен чӗлхи хӑйне уйрӑм, Волынь тӑрӑхӗнчи вырӑспа поляк сӑмахӗсемпе хутӑш чӗлхе, тахҫан вӗсем грекла-униатла (католикла) тӗне ӗненнӗ, каярахпа, тӗрлӗрен улшӑнусем хыҫҫӑн, вӗсене православи приходне ҫырса хунӑ та кивӗ чиркӗвне хуптарнӑ, чиркӗвӗ вара вӑраххӑн ишӗлсе аннӑ…
I // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Чӗлхи вӗсен «пӗтӗм тӗнчери халӑхсем калаҫакан» чӗлхе, ку чӗлхере сӑмахсем иккӗмӗш вырӑнта тӑраҫҫӗ, кунта тавҫӑрса илеймен пуплевсене пуринчен ытла сӑмахсӑрах туйса илнисем, алӑсемпе хӑлаҫланнисем, куҫсене тӗрлӗрен выляткаланисем, пӗтӗмӗшле илсен, халиччен никам ҫырман эсперантӑн пӗтӗм майӗсем ӑнлантарса параҫҫӗ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Этнопедагогика наукине никӗсленӗ Геннадий Никандрович Волков академик ҫапла каланӑ: «Пӗр чӗлхе — пӗр ӑс, икӗ чӗлхе — икӗ ӑс, виҫӗ чӗлхе — виҫӗ ӑс».
Тӗрлӗ халӑхлӑ класс // Ара Мишши. Ара Мишши. Пӗрремӗш утӑмсем: калавсем/ Ара Мишши. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 38 с. — 10,12,14,16 с.
Ҫавӑнпа та хӑйне хисеплекен кашни ҫыннӑнах ашшӗ-амӑшӗн чӗлхине ӑша хывмалла, тӑван ҫӗршывӑн патшалӑх чӗлхине лайӑх пӗлмелле тата пӗр-пӗр ют чӗлхе вӗренсен пит аван.
Чӑвашла вӗренни // Ара Мишши. Ара Мишши. Пиллӗкмӗш чӗрӗк: калавсем/ Ара Мишши. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 64 с. — 9,11 с.
Шкулта вырӑсла вӗренекен, вырӑсла фильмсем пӑхакан, вырӑсла пӗрне-пӗри ҫыракан ачасем валли, вырӑс чӗлхи чи пӗрремӗш, чи кирлӗ чӗлхе пулса тӑрать пулсан, вӑл вӗсемшӗн тӑван чӗлхе те пулса каять.
«Хавал» тӑван чӗлхе кунӗ ячӗпе саламлани // Хавал. https://vk.com/wall-12972450_14737?w=wal ... 2450_14737
Чӗлхе лабораторине ӗҫлеттерсе яма пулӑшнӑшӑн гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн чӗлхе тата словарь пайӗсене, вӗренӳ институчӗн ректорне, Чӑваш наци конгресне, Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн чӑваш чӗлхи кафедрине тав тӑватпӑр!
Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ ӗҫлесе кайрӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/21813.html
— ЮНЕСКО эксперчӗсем чӗлхесен пурӑнас пултарулӑхне сакӑр енпе хакланӑ, ҫав шутра унпа калаҫакансен йышне, чӗлхе ӑруран ӑрӑва куҫса пынине, вӗрентӳ хатӗрӗсем ҫителӗклине, обществӑра чӗлхене мӗнле вырӑн панине.
Атнер ХУСАНКАЙ: Чӑваш пурнӑҫӗн хӑшпӗр моделӗ кивелнӗ // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, ака, 22; 61-62№
18. Тавах Туррӑма: эпӗ сирӗнтен нумайрах чӗлхе пӗлетӗп; 19. ҫапах та ӗненекенсен ушкӑнӗнче эпӗ ыттисем пӗлмен чӗлхепе темиҫе пин сӑмах каличчен вӗсене ӑнлантармашкӑн пилӗк сӑмах та пулин вӗсем пӗлекен чӗлхепе каласшӑн.
1 Кор 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Эй Ҫӳлхуҫа Патша, Сана аслӑлам, Сана — Турра, Ҫӑлаканӑма — мухтавлам; Санӑн ятна аслӑлам: 2. Эсӗ мана хӳтӗлерӗн, мана пулӑшса пытӑн, 3. ӳтӗме пӗтесрен хӑтартӑн, элеклӗ чӗлхе танатинчен, суя сӑмах саракан чӗлхе-ҫӑвартан упрарӑн; хама тапӑнакансене хирӗҫ тӑнӑ чухне мана пулӑшаканӗ пултӑн, 4. питех те ырӑ кӑмӑллӑ пулнӑран тата Хӑвӑн аслӑ ятушӑн — Эсӗ мана хыпса ҫӑтасла шатӑртаттаракан шӑлсенчен хӑтартӑн, 5. манӑн чунӑма шыракансенчен, хама пусса тӑракан йывӑр хурлӑхран, 6. йӗри-тавра ҫунакан вут-ҫулӑмра антӑхасран хӑтартӑн, ҫулӑм ӑшӗнче ҫунма памарӑн, 7. тамӑк тӗпӗнчен туртса кӑлартӑн, таса мар чӗлхерен, суя сӑмахран, усал чӗлхе ман ҫинчен элеклесрен упрарӑн.
Сир 51 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Пушӑ ҫапни суранлӑ йӗр тӑвать, чӗлхе ҫапни шӑмма-шакка ҫӗмӗрет; 21. хӗҫ ҫивӗчӗшӗ нумай ҫынна пӗтерчӗ, ҫавах вӗсем чӗлхе пӗтернинчен сахалрах; 22. кам ҫав чӗлхерен пытанса юлнӑ, кам унӑн хаярлӑхне тӳссе курман, кам унӑн сӳсменне тӑхӑнман, кам ун тӑллипе тӑлланман — ҫавӑ телейлӗ: 23. унӑн сӳсменӗ — тимӗр сӳсмен, унӑн тӑлли — пӑхӑр тӑлӑ, 24. унӑн вилӗмӗ — хаяр вилӗм, тамӑк та унран лайӑхрах.
Сир 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Элекҫӗ этем, икӗ чӗлхеллӗ этем ылханлӑ пулччӑр: вӗсем лӑпкӑ пурӑнакансене нумайӑшне пӗтерчӗҫ; 16. виҫҫӗмӗш чӗлхи нумайӑшне вырӑнтан хускатрӗ, вӗсене пӗр халӑх патӗнчен тепӗр халӑх патне хӑваласа ҫӳрерӗ, 17. тӗреклӗлентернӗ хуласене тустарса тухрӗ, аслӑ ҫынсенӗн килӗ-ҫурчӗсене салатса тӑкрӗ; 18. виҫҫӗмӗш чӗлхе ырӑ арӑмсене хӑваласа кӑларса ячӗ, вӗсене хӑйсен алли тунӑ ӗҫӗсемсӗр тӑратса хӑварчӗ; 19. ҫав чӗлхене итлекен канлӗх тупаймӗ, нихӑҫан та лӑпкӑ пурӑнаймӗ.
Сир 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Чӗлхе хастарӗсен «Чӗлхесен ҫӗршывӗ» пӗрлешӗвне хутшӑнакан.
Чемышев Андрей Валерьевич // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A7%D0%B5%D ... 0%B8%D1%87
2016 ҫултанпа Мари Элӗн чӗлхе, литература тата истори институтӗнче ӗҫлет, унта лексикологи тӗпчевӗсемпе, словарьсем тӑвассипе тата мари чӗлхипе Тӗнче тетелӗнче усӑ курассине анлӑлатас енӗпе ӗҫлет.
Чемышев Андрей Валерьевич // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A7%D0%B5%D ... 0%B8%D1%87
Чемышев Андрей Валерьевич (утӑ, 6, 1970, Мӑн Мушка, Сернур районӗ, Мари АССР, РСФСР, СССР) — Раҫҫей мари чӗлхеҫи тата чӗлхе хастарӗ, Мари Элӗн чӗлхе, литература тата истори институчӗн ӗҫтешӗ.
Чемышев Андрей Валерьевич // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A7%D0%B5%D ... 0%B8%D1%87
Апла пулин те ҫурҫӗр фриз чӗлхи официаллӑ чӗлхе шутланать.
Гельголанд // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%93%D0%B5%D ... 0%BD%D0%B4
Вӗренӳ планне философие, психологие, чӗлхе пӗлӗвне, сӑмахлӑха, историпе экономикӑна, логикӑна, ют чӗлхене вӗрентесси кӗнӗ.
Тбилиси патшалӑх университечӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A2%D0%B1%D ... 1%87%D3%97
Официаллӑ чӗлхе — акӑлчан чӗлхи.
Гренада // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%93%D1%80%D ... 0%B4%D0%B0