Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

чӑтса (тĕпĕ: чӑт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ваҫиле мӗнле пултарнӑ таран черетлӗ тӑлӑх арӑма лӑплантарма тӑрӑшрӗ, чӑтса тӑраймрӗ, хӑй те йӗрсе ячӗ.

Помоги переводом

Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Чӑтса тӑрайми кӳренӳрен куҫҫӳлӗсем капланса юхрӗҫ.

Помоги переводом

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Чӑтса ирттересчӗ.

Помоги переводом

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Мӑшкӑл кӑтартнине лӑпкӑн мӗнле чӑтса ирттерӗн?

Помоги переводом

Хӗр вӑрлани // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Чӑтса ирттерчӗ мӑшкӑла Нюҫҫа.

Помоги переводом

Хӗр вӑрлани // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Каламасӑр никама ҫакӑн пек мыскарана чӑтса пулмасть каплалла!

Помоги переводом

Вӗҫекен панулмисем // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 57–62 с.

— Саспаллисем вӗт кусем! — чӑтса тӑраймасть Антон.

Помоги переводом

Чул вӑрттӑнлӑхӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

— Ванюк! — чӑтса тӑраймарӗ хӗрача, ун енне ҫаврӑнса.

Помоги переводом

Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ванюк та чӑтса тӑраймарӗ.

Помоги переводом

Ҫил-тӑвӑл // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Пӗр ушкӑн ача чӑтса тӑраймарӗ, ҫитес тенӗ ҫӗре ҫитеспе ӗрӗхтерсех чупса кайрӗ.

Помоги переводом

Тӗпсӗр кӳлӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Вӑл киле таврӑнчӗ, радиоприемник тӳмине ҫавӑркаласа тӑракан Виктора курчӗ те хӑйӗн хуйхине текех пӗччен чӑтса ҫӳреме пултарайманнине туйрӗ, вара, пӗр тытӑнса тӑмасӑрах, Виктора Ольга ҫинчен каласа пачӗ…

Помоги переводом

7. Ҫӗр ҫинче миҫе чӑнлӑх? // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

— Тепӗр чухне эпир тӑрлавсӑр ҫынна мӑшкӑлласа «пӑру» тетпӗр, — чӑтса лараймарӗ Тунькка.

Помоги переводом

XXX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

— Пӗлетӗн-и? — текех чӑтса тӑраймарӗ Васса.

Помоги переводом

XV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

— Пухура чӑтса лараймарӑм.

Помоги переводом

VIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

— Ҫук, текех чӑтса пулмасть! — кивӗ саманана чышкипе юнаса ылханатчӗ ман Элекҫей.

Помоги переводом

Татьян аппа ватӑлмасть // Георгий Янгай. «Капкӑн», 1970. — 6–7№ — 19 с.

Ҫитӗнекен ӑру хӑйсен несӗлӗсем чӑтса ирттернӗ терт-нуша ҫинчен пӗлтӗр тесен Анастасия Трофимовна пек ветерансене шкулсене чӗнмелле.

Помоги переводом

Вӑрҫӑ ҫулӗсем ҫӑмӑл пулман // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/09/01/%d0%b2%d3%9 ... %b0%d0%bd/

Вӑрҫӑ ҫулӗсене чӑтса ирттернисен асӑнче вара ҫав хӗн кунсем ӗмӗрлӗхех юлнӑ.

Помоги переводом

Вӑрҫӑ ҫулӗсем ҫӑмӑл пулман // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/09/01/%d0%b2%d3%9 ... %b0%d0%bd/

«…Ҫакна чӑтса ирттерме маншӑн ытла та йывӑр.

Помоги переводом

Вырӑс тухтӑрӗсем революцичченхи чӑвашсем хушшинче // И. Демидова. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 77–80 с.

Ҫакӑ — вӑхӑтлӑх пулӑм, ӑна чӑтса ирттерес пулать.

Помоги переводом

Сӗтшӗн тивӗҫтерекен патшалӑх пулӑшӑвӗ тӑкаксен курӑмлӑ пайне саплаштарма май парать // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/07/28/%d1%81e%d1 ... %ba%d1%81/

Ҫумӑрсем аплах ҫуманнине те чӑтса ирттерӗпӗр.

Помоги переводом

«Ҫак вӑхӑтсенчи пек радиона та ытлашши тӑнласах итлемен пулӗ…» // Леонид Атлай. https://t.me/parhatar/22

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней