Поиск
Шырав ĕçĕ:
Юлашки кунсенче Сулла хӑйне чӑтмалла мар кӗҫтекен ӳт чирӗпе ӗлӗкхинчен те ытларах асапланнӑ.В эти дни Сулла страдал от кожной болезни сильнее, чем обычно, она вызвала у него нестерпимый зуд.
VII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Джонни ун ҫине нихҫан та ырӑ кӑмӑлпа пӑхман, мӗншӗн тесен унӑн пӗрмаях Вильшӑн ӗҫлемелле пулнӑ, йывӑрлӑхне те сахал чӑтмалла пулман, ҫавӑнпа вӑл ӑна тивлетсӗр тесе шутланӑ, Джонни ун ҫине пархатар кӑтартма пӗлмен ҫын ҫине пӑхнӑ пек пӑхнӑ.
Джонни хирӗҫни // М. Волков. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 48–72 с.
Кашни эрешменех хӑй кӗтесне пӗлтӗр, каррине картӑр, тата хӑй виҫипе чухлама пӗлтӗр, каррийӗ хӑйне чӑтмалла пултӑр…Каждый паучок знай свой уголок, плети паутину да умей понять свой вес, чтобы выдержала тебя…
XII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Вӑл мана чӑтмалла мар кӑтӑклантаракан ӗҫе туса пӗтерсен каларӗ:Когда он кончил работу, нестерпимо щекотавшую меня, он сказал:
IX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Хӑйне интереслентерекен япаласем ҫинчен каласа панӑ чухне (ӑна хӑйпе упӑшкисӗр пуҫне урӑх ним те интереслентермест) тутисемпе кӑна кулма тата пуҫне тайма хӑй те сисмесле хӑнӑхса кайнӑшӑн вӑл айӑплӑ мар ӗнтӗ; анчах ҫапла кулнине тата пуҫ тайнине пӗрмай курасси чӑтмалла мар йӑлӑхтарать.
ХLII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Володя ҫут тӗнчере нимрен ытла йӑлӑхтарса ҫитернӗ сӑмахсене калама юратманнине, вӗсенчен йӗрӗннине эпӗ пӗлсех тӑратӑп, Варенька та вӑхӑт ирттересшӗн ҫанталӑк пирки е урӑх япала ҫинчен калаҫнинчен яланах кулать, — анчах пӗрле ларнӑ чух мӗншӗн-ха, пӗр-пӗринчен вӑтаннӑ пек пулса, вӗсем иккӗшӗ те ялан чӑтмалла мар йӗрӗнтерекен сӑмахсем калаҫҫӗ?
ХL сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫакна пула, классикла музыка ҫӑмӑлтарах тесе шутласа тата хама урӑхларах йышши ҫын пек кӑтартасшӑн тӗмсӗлсе, эпӗ сасартӑк нимӗҫ композиторӗсем ҫырнӑ музыкӑна килӗштерсе пӑрахрӑм, «Sonate Pathétique» мана, тӗрӗссипе калас-тӑк, тахҫанах чӑтмалла мар йӑлӑхтарса ҫитернӗ пулин те, ҫав сонатӑна Любочка каланӑ чух ытла та хаваслантӑм, хам та Бетховенӑнне каларӑм, тата ку ята Беетховен текелерӗм.
XXX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Астусах тӑратӑп-ха, пӗр каҫхине Любочка чӑтмалла мар йӑлӑхтарса ҫитернӗ пассажа фортепьянӑпа ҫӗр хут та каларӗ пулӗ, ҫав вӑхӑтра Володя хӑна пӳлӗмӗнчи диван ҫинче тӗлӗрсе выртрӗ, хаяррӑн тӑрӑхласа, кама каланине питех палӑртмасӑр, сайра хутран ҫапла мӑкӑртатрӗ: «Ай пултарать… музыка калакан ку хӗрача… Бетховен!.. (ку ята вӑл уйрӑмах тӑрӑхласа каларӗ), маттур… ну, тата тепӗр хут… вӑт ҫапла» т. ыт. те.
XXIX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эпӗ чӳрече патӗнче тӑратӑп, ирхи хӗвел ҫав икӗ хутлӑ чӳрече витӗр мана чӑтмалла мар йӑлӑхтарса ҫитернӗ класс пӳлӗмӗн урайне тусанлӑ пайӑркасем ӳкерет, эпӗ хура доска ҫинче алгебрӑн темле вӑрӑм уравненине шутлатӑп.
II сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Сережа ытла та кӑмӑллӑ хӑтланать; вӑл курткине хыврӗ — пичӗпе куҫӗсем ҫунса кӑна тӑраҫҫӗ, — хӑй вӗҫӗмсӗр ахӑлтатать, ашкӑнмалли ҫӗнӗ майсем тупать: пӗр вӗҫӗмрен лартнӑ виҫӗ пукан урлӑ сиксе каҫать, пӳлӗм тӑрӑх кӑлтӑрмачла кусать, пӳлӗм варрине никӗс вырӑнне Татищев лексиконӗсене хурса, пуҫхӗрлӗ тӑрать те урисемпе тӗрлӗрен мыскарасем тӑвать, кулмасӑр чӑтмалла мар.
XIX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Хӑш-пӗр чухне ӑна пӑхӑнса итлесси йывӑр пек, чӑтмалла мар пек туйӑнать, анчах эп ун ирӗкӗнчен тухма пултараймастӑп.Иногда влияние его казалось мне тяжелым, несносным; но выйти из-под него было не в моей власти.
XIX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫук, чӑтмалла мар кӑна!»
XIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Темшӗн… чӑтмалла мар курассӑм килчӗ.
5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Виҫӗ талӑк тӑваҫҫӗ ӑна чӑтмалла мар сивӗре.
Тӑрӑр, юлташсем! // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Эсир вара киле каясшӑн, сире ҫак ӗҫсене пуҫӑнма чӑтмалла мар хавхалану чӗнет, тӗрӗссине калатӑп!И тянет вас, неудержимо тянет скорее домой, за эти дела приняться! Да, да, да!
Пан Тюхинпа пан Телеев // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 230–248 с.
Йӗплени чӑтмалла мар пула пуҫланӑ.
Эпос хывӑнни // Георгий Ефимов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 75–96 с.
Ҫакӑнта ҫити шухӑшласа пырсан, Серёжӑна чӑтмалла мар салхуллӑ пулса кайрӗ.
Тухса кайнӑ кун // Василий Игнатьев. Панова В. Ф. Серёжа: повесть; Василий Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.
Хӑй чӑтмалла мар ватӑ.
Коростелевпа ирттернӗ пӗрремӗш ир. — Хӑнара // Василий Игнатьев. Панова В. Ф. Серёжа: повесть; Василий Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.
Шывӗ чӑтмалла мар сивӗ.
Ун пурнӑҫӗнчи йывӑрлӑхсем // Василий Игнатьев. Панова В. Ф. Серёжа: повесть; Василий Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.
Чӑтмалла мар намӑс пулса ҫитрӗ: эпир, начарах мар вӗҫме пӗлекен ҫынсем, хамӑр алӑра ҫав тери чаплӑ машина пулсан та, хамӑрӑн ҫухалнӑ юлташ-лётчиксем, пӑр пек сивӗ ҫил алхасакан хирте пире пулӑшма пырасса кӗтсе ларнӑ чухне, эпир ӑшӑ пӳлӗмре нимӗн тума аптраса ларатпӑр.
Юлташсем инкек кураҫҫӗ // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.