Поиск
Шырав ĕçĕ:
Моргиана ҫурма пӑвнӑ Гервака тӗртсе ывӑтнӑ хушӑк кӳлӗрен пуҫланать те вашмӑкланса тинӗселле анать, ун ҫийӗнчен ик ҫӗр метр ҫӳллӗшӗнче тӑсӑлать; унтан чӑнкӑ тайлӑма кӗрсе ҫыран хӗрринчи хӑйӑрлӑ ахаль варпа вӗҫленет; кунта — ҫӗр тата чул катрамӗсем.
XIX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Кунта, сарӑлса выртакан тинӗс ҫийӗнче, ҫиллӗ тата чӑнкӑ; анчах тата ҫӳлерех йывӑҫсем шавлаҫҫӗ; аялта хумсем хыпашланаҫҫӗ; вӗсен шурӑ йӑрӑмӗ куса-куса хӑпарать те хӑйӑр ҫинчен хуллен шӑва-шӑва анать, унта, ҫыр айӗнче, анат ҫул выртать.
X сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Хапхаран иртмелле те сулахаялла пӑрӑнса тӗттӗм, чӑнкӑ пусмапа хӑпармалла.
XXV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Тӑвӑр люкран чӑнкӑ пусмапа ансан Тоббоган хыҫҫӑн Проктор каютине иртрӗм.Спустясь через тесный люк по крутой лестнице, я прошел за Тоббоганом в каюту Проктора.
XVIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Каюта чӑнкӑ хум майӗпен куҫнӑ май анать те улӑхать, анать те улӑхать.Каюта опускалась и поднималась в медленном темпе крутой волны.
XI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Карап хыҫӗ ҫакӑнти ҫыранӑн лутра хутлӑхӗнче ҫӗкленсе тӑрать, икӗ канатпа шыв хушшинче аялта — чӑнкӑ кӗтес.
IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Пӑрӑнчӑк сулахаялла шӑллӑ-шӗврешкелле хӑвӑлланса тӑсӑлать; чӑнкӑран та чӑнкӑ — мӑкӑрӑлчӑксемпе, ҫурӑк-хушӑкла — стенасен хушши, эпир тем те пӗр хурса ҫӗклеме-купалама тытӑннӑскер, ултӑ утӑм чухлӗ.
VI. Фильбанк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.
Ҫакӑнтан ҫур ҫухрӑмра ту хушӑкӗнчи ҫул кӗтесленет; стенасем чӑнкӑ та ҫӳллӗ; унта пилӗк ҫын юнашар тӑраймасть.
V. Бигӑн ту ҫул // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.
Чӑнкӑ, тӑвӑр кукӑрӑлчӑксенче — пиртен чылай ҫӳлте — ҫутӑпа тӳпене хупласа стенасене сӑрса кӑтралатнӑ тӗмсен хушшинче сывлӑш юхӑмӗ йӗркеленнӗ, вӑл вӑрмансен ҫемҫе ҫилне аса илтерет; нӳрлӗх, тымарлансах ларнӑ шӑплӑх тата ӗмӗрхи ӗнтрӗк ҫав вырӑна сивлек те тискер сӗм кӗртеҫҫӗ, — ку манӑн кӑмӑл-туйӑмпа туллин пӗр килет.
V. Бигӑн ту ҫул // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.
Сулхӑн нумай-нумай сад, ансӑр урамсен ункӑ евӗрлӗ вырнаҫӑвӗ, — ҫавна пула ытла та тӑкӑскӑ, чӑнкӑ, кӗтмен ҫӗртен курӑна-курӑна каякан, аялалла та айккинелле тӑсӑлакан картлашкаллӑ-пусмаллӑ; вӗсем тӗттӗм арккӑсенче е урам урлӑ ывӑтнӑ кӗперсем тӑрӑх тӑсӑлаҫҫӗ; ҫаксем пӗтӗмпех Зурбагана вӑрттӑнлатаҫҫӗ.
II. Зурбаган // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.
Хӑлхисенче сывлӑш шӑхӑрать, ыткӑнса-ӑнтӑлса пынӑран ӳчӗ нӑйкӑшать-сурать, мӗн пурри пӗтӗмпех — сывлӑш ҫитменнипе антӑха-антӑха, чӑнкӑ ҫӗртен шыва сикнӗ хыҫҫӑн хӑлхара шав кӗрленӗн янӑравлӑн — хусканусӑрлӑхне ҫухатрӗ те унпа пӗрле ҫӗмрен пек вирхӗнсе чупма тытӑнчӗ.
IX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
Виҫҫӗмӗш кун, ирхине, чӑнкӑ шарлаксен тӗлне лекрӗҫ; шыв кунта хура чулсем ҫинче шурӑ кӑпӑкпа ҫаврӑнса-тӗлкӗшсе вӗрет-кусать, хум ҫапнӑран сирпӗнет-тулхӑрать.
XIV. Н' Комбе король // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Вӗсем ҫула тухнӑ ҫыран чӑнкӑ, шывӑн хӑвӑрт юхӑмӗ кимме малалла вирхӗнтерчӗ; авӑсма тивмерӗ, кимӗ — кӗсменсӗрех — васкаса утакан ҫын хӑвӑртлӑхӗпе пырать.
ХIII. Джуджу вӑрманӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Каҫхи ҫутӑ сӳнет ӗнтӗ, мӗншӗн тесен экваторти ҫӗр-шывсенче каҫ ӗнтрӗкӗ ҫук: хӗвел чӑнкӑ йӗрпе анать.
ХII. Пӗчӗк утрава хупӑрлани // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Гент чи ҫывӑх ту тӑррине хӑпарчӗ те — унӑн тепӗр енчи ҫавракалӑхӗ чӑнкӑ ҫырпа касӑлса чикӗленнине курать.
V. Мул тӑвӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Чӑнкӑ ҫыртан сылтӑмра — вӑрман, сулахайра ирхи хитре тинӗс йӑлтӑртатса выртать, телее — ҫил ӗнсерен вӗрет: вак чул ҫийӗн шӗмпӗртетсе симӗс шыв йӑрӑмӗсем чупа-чупа хӑпараҫҫӗ, каялла вара шӑплӑх пирки пӑшӑлтатакан кӑпӑка куҫса ҫиҫкӗнеҫҫӗ.
VIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Вӗсем мӗн ҫинчен шапӑлтатнине чухламасӑр — кӑвак куҫлӑхлӑ, шуранка, чее-елпӗрчӗк ҫӑварлӑ тата усӑк хӑлхаллӑ ҫынна кӑларса тӑратрӑм, — вӑл ылтӑн тыткӑчсемпе ҫирӗплетнӗ арчасем урлӑ каҫа-каҫа чӑнкӑ ту тӑрринчен анать.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Блюм чӑнкӑ ҫыр енчен пӑрӑнса пуш-пушӑ, карталаман анлӑшран иртрӗ; пӳрт-хуралтӑн иккӗмӗш кӗтесӗнчен пӑрӑнса утне тӗмрен кӑкарчӗ, тӑват уран упаленсе малалла куҫать, виҫҫӗмӗш кӗтесрен пуҫне кӑларчӗ те ҫӗр ҫумне лӑпчӑнчӗ — ӑна халӗ кӗтменлӗхӗн йывӑр ҫивӗч ҫапӑвӗ аптӑратмаллипех аптӑратать.
V. Шӑплӑх // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.
Чӑнкӑ ҫыран йӗрӗнче типӗ тунасем тайӑла-тайӑла курнӑҫланаҫҫӗ; тӗпсӗрлӗхӗн кӑвак тӗтрипе юхан шывӑн ҫутӑ пӑралукӗ сӳнекен кунӑн хӗрлемес мӗлкисемпе йӑлтӑртатаҫҫӗ, — ҫак ӳкерчӗкре те темӗскер тискер-хаярскер пур.
II. Йывӑҫсем ҫеҫкере // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.
Хӗвел анӑҫалла васкать, чӑнкӑ ҫыранран ҫил вӗҫсе килчӗ, чӳрече каррисене сирчӗ, вӗсен самантлӑх ӳкекен хушӑкӗнче кантӑк умӗнче ӳсекен йывӑҫсен сӑмалаллӑ сарлака ҫулҫисем курӑнса кайрӗҫ.
II. Йывӑҫсем ҫеҫкере // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.