Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

чӑвашсен (тĕпĕ: чӑваш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Пур ҫавӑн пек сӑмах чӑвашсен, — пуҫне сӗлтрӗ Таранов.

Помоги переводом

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Ун пек писатель те пур-им чӑвашсен? – тӗлӗненҫи пулчӗ Таранов.

Помоги переводом

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Петр Васильевичӑн хушамачӗ Васильев ӗнтӗ, Таранов мар, ҫавӑншӑн вара тахҫан-тахҫан ял совет секретарӗнче ӗҫленӗ ҫын айӑплӑ: хайхискер чӑвашсен ӗлӗкхи йӑлине пӑсасшӑн пулман-ши — ҫурални ҫинчен хут ҫырнӑ чух сӑпкари Петӗр валли ашшӗ ятӗнчен хушамат тунӑ: «Эс Таранов хушамата чапа кӑларасса пӗлнӗ пулсан ҫамрӑк чух хамӑн хушамата мӗнле те пулин улӑштараттӑм паллах», — шӳтлесе илнӗччӗ пӗррехинче Петр Васильевич.

Помоги переводом

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫавнашкал пӑтӑрмахран хӑтӑлас тесе вырӑссен Турринчен те, чӑвашсен Пихампарӗпе Пӳлӗхӗнчен те пулӑшу ыйтӑн.

Помоги переводом

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Хальлӗхе округра пурӑнакансем Элӗк салинчи Советски урамӗнче вырнаҫнӑ «Тури чӑвашсен культурипе йӑли-йӗрки» этнопарка хӑтлӑх кӗртессишӗн ытларах сасӑланӑ.

Помоги переводом

Хӑтлӑхшӑн сасӑлатпӑр // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/xatlaxshan-sasalatpar.html

Элӗксем кӑҫал «Тури чӑвашсен культурипе йӑли-йӗрки» этнопаркӑн пӗрремӗш пайӗн иккӗмӗш тапхӑрӗшӗн - этнопаркӑн тулаш енне тата «Юмах паркне» хӑтлӑх кӗртессишӗн сасӑлаҫҫӗ.

Помоги переводом

Хӑтлӑхшӑн сасӑлатпӑр // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/xatlaxshan-sasalatpar.html

Ачасем чӑвашсен пуҫ тӑхӑнмалли хатӗрсене кӑсӑкланса пӑхнӑ, вӗсене пуринчен те ытларах чӑваш тумӗ тӑхӑнтартнӑ пукансем интереслентернӗ.

Помоги переводом

«Майӑн 3-мӗшӗнче Лениногорск хулинчи…» // ТР ЧНКА. https://t.me/malyshevsays/354

Уява хутшӑнакансем Яковлевӑн произведенийӗсене вуланӑ, чӑвашла юрӑсем юрланӑ, тӑван чӗлхепе сӑвӑсем каланӑ, халӑх кӗпе-тумне кӑтартнӑ, куракансене чӑвашсен апат-ҫимӗҫӗпе сӑйланӑ.

Помоги переводом

«Майӑн 3-мӗшӗнче Лениногорск хулинчи…» // ТР ЧНКА. https://t.me/malyshevsays/354

Мероприятие ертсе пыракансем Иван Яковлевӑн тӑван чӗлхене аталантарас, чӑвашсен ҫӗнӗ ҫырулӑхне пуҫарса ярас ӗҫне пысӑка хурса хакланӑ.

Помоги переводом

«Майӑн 3-мӗшӗнче Лениногорск хулинчи…» // ТР ЧНКА. https://t.me/malyshevsays/354

Тутарстан тӑрӑхӗнчи чӑвашсен пултарулӑх ушкӑнӗсем хӑнасене юрӑ-ташӑ парнелерӗҫ.

Помоги переводом

Вести Чӑваш Ен. 02.05.2023 кунхи кӑларӑм // «Чӑваш Ен» ПТРК. https://chgtrk.ru/programmy/rossiya-1/ve ... t-02052023

Сӑмахран, кашни ҫул Мускавра пӗтӗм чӑвашсен Акатуйне йӗркелеҫҫӗ.

Помоги переводом

Чӑвашсене — уйрӑм лапам // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61041

Чылай регионта чӑвашсен пӗрлешӗвӗсем пур.

Помоги переводом

Чӑвашсене — уйрӑм лапам // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61041

Ҫӗршывӑн тӗп хулинчи Раҫҫейри халӑхсен ҫуртӗнче ҫӗршыври чӑвашсен федераци наципе культура автономийӗн уйрӑм вырӑн пулӗ.

Помоги переводом

Чӑвашсене — уйрӑм лапам // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61041

Чӑвашсен ҫӗнӗ ҫырулӑхне йӗркелени, кӗнекесем пичетлеме пуҫлани, чӑваш ачисем валли шкулсем уҫни халӑх кун-ҫулӗнче питех те пысӑк пӗлтерӗшлӗ пирки асӑнса хӑварчӗҫ.

Помоги переводом

Чӑваш чӗлхи ячӗпе – пӗр пулар! // Лариса ЕВГЕНЬЕВА. http://kanashen.ru/2023/04/28/%d1%87a%d0 ... %b0%d1%80/

Ҫапла пулмалла та: чӑвашсен пултарулӑхӗнче чун илемӗпе халӑх ӑслӑхӗ-ҫке.

Помоги переводом

Мастер-класа хутшӑннӑ // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/04/28/%d0%bc%d0%b ... bd%d0%bda/

Мана унӑн сӑмахӗсем кӑмӑла каяҫҫӗ – «Юрататӑп эпӗ чӑвашсене. Манӑн пурнӑҫра чӑвашсен ырлӑхӗсӗр пуҫне урӑх тӗллев пулман».

Помоги переводом

Кӑнна Кушкинче - митинг // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60942

Ку кӗнеке вулакансене чӑвашсен паллӑрах писателӗсен пурнӑҫӗпе тата творчествӑллӑ ӗҫӗ-хӗлӗпе кӗскен паллаштарать.

Помоги переводом

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

Чӑваш АССР кӗнеке издательстви чӑвашсен паллӑ драматургӗ Николай Айзман ҫырнӑ пьесӑсен кӗнекине пичетлесе кӑларчӗ.

Помоги переводом

Николай Айзман пьесисем // А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 83 с.

Ҫак паллӑ ҫулсем чӑвашсен нацилле театрӗн историйӗнче, паллах, тивӗҫлӗ вырӑн йышӑнӗҫ.

Помоги переводом

10. 46-мӗш сезонта // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Ҫӗнӗлле йӗркелесе улӑштарнӑ музыкӑпа драма театрӗн икӗ коллективӗ пӗр-пӗринпе килӗштерсе ӗҫленипе театр кӗске вӑхӑтрах чӑвашсен нацилле оперине ҫуратрӗ, Чӑвашсен хӑйне уйрӑм музыка театрӗн пулас никӗсне хыврӗ.

Помоги переводом

10. 46-мӗш сезонта // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней