Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

чухлӗ сăмах пирĕн базăра пур.
чухлӗ (тĕпĕ: чухлӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Санпа пакӑлтатса ларсан, ҫӗр улми хӑҫан шуратса пӗтерӗп эпӗ ҫакӑн чухлӗ халӑх валли? — ыйтрӗ Куприяновна.

— А картошку когда же я начищу на такую ораву, ежели буду с тобой лясы точить? — спросила Куприяновна.

VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Тата мӗн чухлӗ йӑнӑшма пулать?

Сколько можно еще ошибаться?

VII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Бригадӑсенче ҫӗр мӗн чухлӗ пуррине шута илсе турӑмӑр, ҫапла вӗт?

Исходили из наличия земли по бригадам, так ведь было?

VII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Сухаламалли мӗн чухлӗ юлнӑ-ха?

— Сколько еще осталось пахать?

VI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Мӗн чухлӗ ҫамрӑк каччӑ явӑнать сан тавра, эсӗ ак ман ҫине пӑхатӑн, эсӗ те ҫав, сӗмекке!

Сколько молодых парней всегда возле тебя вертится, а ты на меня смотришь, эх ты, слепушка!

VI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Ун пирки эпӗ мӗн чухлӗ ыйтман пулӗ Яков Лукичран, анчах вӑл килӗшмерӗ.

— Об этом я до скольких разов просил Якова Лукича, но он не согласился.

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Атте вилнӗ хыҫҫӑн анне тӑтӑшах чирлекелеме пуҫларӗ, эй, турӑ, мӗн чухлӗ асап, хурлӑх тӳсме тиврӗ пире!

Мать после смерти отца стала часто прихварывать, и, боже мой, сколько нужды и горя пришлось нам хлебнуть!

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ну, пырса ҫапӑнать, ӑнсӑр пулса выртать, хӑйне кирлӗ чухлӗ, тӑн кӗриччен, унтан тӑрать те киле ҫуран таврӑнать.

Ну, вдарится, полежит без памяти, сколько ему требуется, чтобы очухаться, а потом встанет и командируется домой пешком.

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Мӗн чухлӗ лаша пӗтернӗ вӑл хуҫалӑхра.

Ну и перевел лошадей в хозяйстве.

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Сиккипе пыракан ут ҫинчен мӗн чухлӗ сирпӗнсе юлман пулӗ вӑл, мӗн чухлӗ аманман, ҫавах хӑйне май йӑпанма пӑрахман.

Сколько раз он падал на всем скаку и увечился, а забаву свою не бросал.

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Вӗсене пула мӗн чухлӗ растрата тӑваҫҫӗ, мӗн чухлӗ ҫын ӗҫке ерет, вӗсене пула лайӑх ҫынсене парти енӗпе мӗн чухлӗ выговор панӑ, вӗсене пулах мӗн чухлӗ халӑх тӗрмере ларать — инкек кӑна!

Сколько из-за них растрат, сколько через них пьяниц образовалось, сколько выговоров по партийной линии хорошим ребятам за них повлепили, сколько из-за них народу по тюрьмам сидит — одна кошмарная жуткость!

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Эсӗ хӑвах шутла-ха, Андрей, ҫав ылханлӑ хӗрарӑм йӑхне пула мӗн чухлӗ лайӑх ҫын шар курнӑ!

Да ты сам вспомни, Андрей, сколько хороших людей пострадало в жизни от этого проклятого бабьего семени!

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Акӑ вӑл, юрату, мӗн кӑтартать пирӗн пек атьсене: ҫын ҫынахчӗ, халӗ купӑста кучанӗ чухлӗ те юлман».

Вот она, любовь, до чего нашего брата доводит: был человеком, а стал хуже капустной кочерыжки».

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Мороженӑй, паллах, ман асра та пулман, анчах тӗлӗнессе тӗлӗннӗ: мӗн тума ҫавӑн чухлӗ автан кирлӗ пулнӑ-ха ӑна, тетӗп, тата мӗншӗн автансем ҫеҫ кирлӗ?

— За мороженое я, конечно, не думал, а диву давался: к чему, думаю, ему столько петухов понадобилось, и почему именно петухи?

IV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Мӗн чухлӗ ларать вӑл, мӑнтарӑн, ҫӗрӗ-ҫӗрӗпе!

Сколько ему, бедняге, ни сидеть по ночам!

IV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ҫутҫанталӑка тӑваканӑн чӑпӑркки пырса тивеймен-ха халлӗхе Китай ҫурӑмне, унччен вӑл ҫаплипех юлса пырӗ, хӑйне хӑй пӗр ҫӳҫ пӗрчи чухлӗ улшӑнма та кӑмӑл тумӗ!

Пока творец вселенной своим кнутом не подстегнет Китай, Китай будет все таким же и не изменится ни на волос!

Ҫӳҫ ҫинчен // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 46–53 стр.

Шутлама та йывӑр халь, мӗн чухлӗ китай ҫынни асапланнӑ, тӳснӗ, вилнӗ пулӗ, веҫех ҫак ҫӳҫшӗн, никама аякран тӗкмен, ыраттарман ҫӳҫшӗн.

— Сколько людей помучилось да погибло из-за этих кос, а ведь от них ни холодно, ни жарко.

Ҫӳҫ ҫинчен // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 46–53 стр.

Ирсӗр ҫын, ним чухлӗ те ӗненместӗп эпӗ ӑна.

Поганый человек, никакой веры я ему не даю.

I сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Пулса иртнине мӗн чухлӗ тавҫӑрса илме тӑрӑшатӑн, вӑл ҫавӑн чухлӗ ӑнланмалла мар.

Чем больше она думала, тем больше удивлялась, пока наконец ей не открылось нечто странное:

Ыран // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 37–45 стр.

Чӑн та ӗнтӗ, ӑна пула тепӗр чух япӑх ӗҫ те лайӑхпа пӗтет, ун вырӑнне мӗн чухлӗ лайӑххисем начар вӗҫленеҫҫӗ.

из-за которого плохое нередко оборачивалось счастьем, а хорошее — бедой.

Ыран // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 37–45 стр.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней