Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

чухлаймасӑр (тĕпĕ: чухла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑй ӑҫта кайнине чухлаймасӑр, пӗр сӑмах хушмасӑр Мишшапа пӗрле танкӑлтатса утрӗ.

Он шел с Мишей, не думая и не соображая, куда и зачем.

XXVII. Шӑпа // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Ефимӗ, ӑна-куна нимӗн те чухлаймасӑр, сасартӑк кӑҫал гектартан мӗн чухлӗ тулӑ пухса илме план туни ҫинчен ыйтса, Рагулинӑн сураннех пырса лекрӗ.

А Ефим, ничего не подозревая, вдруг спросил, какой урожай пшеницы Рагулин намечает взять в нынешнем году, и попал в самое больное место.

XXIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Марийка Степан Бояркинӑн сасси кӗтмен ҫӗртен темле янӑранине илтрӗ, ку мӗне пӗлтернине чухлаймасӑр тата ытларах аптраса ӳкрӗ.

Неожиданно Марийка уловила в голосе Степана Егорыча непривычные, взволнованные тона и, не понимая, что означают они, растерялась еще больше.

XVI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Вӑл, куҫне уҫнӑ-уҫман, сӑран сумккине ярса тытрӗ, ун-кун пӑхкаларӗ, вара, хӑй аптӑра юлнине пытарас тесе, куҫӗсене ывӑҫ тупанӗпе сӑтӑрса илчӗ, ӑҫта ҫитсе чарӑннине чухлаймасӑр, чӳречерен карӑнса пӑхрӗ.

Она сейчас же схватилась за свою сумку, растерянно огляделась, затем, чтобы скрыть свою оторопь, протерла ладонью глаза, выглянула в окно, не соображая, куда она заехала.

12 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

12. Анчах вӗсем Ҫӳлхуҫа шухӑшне пӗлмеҫҫӗ, Унӑн ӑсне чухлаймасӑр, Вӑл хӑйсене анкартине кӗлте пухнӑ пек пухнине тавҫӑрса илеймеҫҫӗ.

12. Но они не знают мыслей Господних и не разумеют совета Его, что Он собрал их как снопы на гумно.

Мих 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней