Поиск
Шырав ĕçĕ:
16. Сире ӗнтӗ аҫӑр-аннӗр те, тӑванӑрсем те, хурӑнташӑрсем те, тусӑрсем те тыта-тыта парӗҫ, сире хӑшне-хӑшне вӗлерӗҫ; 17. Ман ятӑмшӑн сире пурте курайми пулӗҫ; 18. ҫапах та сирӗн пуҫӑр ҫинчен ҫӳҫ пӗрчи те ҫухалмӗ; 19. чунӑра хӑвӑр чӑтӑмлӑ пулнипе ҫӑлса хӑварӑр.
Лк 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Эхер те эсӗ ӑна кураймастӑн пулсан, уйӑрса яр, тет Израилӗн Ҫӳлхуҫа Туррийӗ; кӳренӳ унӑн тумтирне хуплӗ, тет Саваоф Ҫӳлхуҫа; ҫавӑнпа хӑвӑр чунӑра астуса тӑрӑр, ултавлӑ ӗҫ ан тӑвӑр.
Мал 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫапла ӗнтӗ, хӑвӑр чунӑра сыхлӑр, никам та хӑйӗн ҫамрӑк чухнех пӗрлешнӗ арӑмне хирӗҫле ултавлӑ ӗҫ ан тутӑр.Итак берегите дух ваш, и никто не поступай вероломно против жены юности своей.
Мал 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Манӑн ангелӑм сирӗнпе пӗрле, вӑл — сирӗн чунӑра хӳтӗлекенӗ.
Иер ҫыру 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Вавилонӑн усал ӗҫӗсемшӗн пӗтес мар тесессӗн, тарӑр унтан, чунӑра ҫӑлса хӑварӑр: Ҫӳлхуҫа тавӑрас вӑхӑт ҫитрӗ, Вӑл ӑна тивӗҫлипе тавӑрать.
Иер 51 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Апла чӗрӗрпе чунӑра Ҫӳлхуҫа Туррӑр майлӑ ҫавӑрӑр.19. Итак расположите сердце ваше и душу вашу к тому, чтобы взыскать Господа Бога вашего.
1 Ҫулс 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ҫав ҫиччӗмӗш уйӑхӑн вуннӑмӗш [кунӗнче те] сирӗн сӑваплӑ пуху пултӑр: ун чухне чунӑра йӑвашлатӑр, нимӗнле ӗҫ те ан ӗҫлӗр; 8. пӗтӗмӗшпе ҫунтарса Ҫӳлхуҫана кӑмӑллӑ ырӑ шӑршӑллӑ парне кӳрӗр: пӗр пӑру, пӗр така, пӗр ҫулхи ҫичӗ путек кӳрӗр; вӗсем сирӗн пурте айӑпсӑр пулччӑр; 9. ҫакӑнпа пӗрле тырӑ-пулӑ парни — йывӑҫ ҫӑвӗпе хутӑштарнӑ тулӑ ҫӑнӑхӗ — парӑр: пӑру пуҫне ефан виҫҫӗ вуннӑмӗш пайӗ чухлӗ, така пуҫне ефан иккӗ вуннӑмӗш пайӗ чухлӗ, 10. ҫичӗ путекрен кашнийӗ пуҫне ефан вуннӑмӗш пайӗ чухлӗ парӑр, 11. тата ҫылӑх каҫарттарма, [хӑвӑра тасатма,] пӗр качака таки кӳрӗр; ҫакна тасалмалли кун ҫылӑхшӑн кӳмелли парне ҫумне хушса тата пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳрекен яланхи парнепелен унпа пӗрле кӳрекен тырӑ-пулӑ парни ҫумне хушса, эрех сапса, [йӗрке тӑрӑх памалла, унӑн ырӑ шӑрши Ҫӳлхуҫана кӑмӑллӑ пулӗ].
Йыш 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 27. ҫак ҫиччӗмӗш уйӑхӑн тӑххӑрмӗш [кунӗнче те] тасалмалли кун, сирӗн сӑваплӑ пуху пултӑр; чунӑра йӑвашлантарӑр, Ҫӳлхуҫана парне кӳрӗр; 28. ҫак кун нимӗнле ӗҫ те ан ӗҫлӗр, вӑл — тасалмалли кун, сире Ҫӳлхуҫа Туррӑр умӗнче тасатмашкӑн панӑ кун; 29. ҫакӑ кун хӑйне йӑвашлантарман кирек хӑш чуна та хӑйӗн халӑхӗ хушшинчен пӗтерӗҫ; 30. ҫакӑ кун пӗр-пӗр чун мӗнле те пулин ӗҫ тусассӑн, Эпӗ ҫав чуна хӑйӗн халӑхӗ хушшинчен пӗтерӗп; 31. нимӗнле ӗҫ те ан ӗҫлӗр: ҫакӑ сирӗн пур килӗр-ҫуртӑрта сыпӑкран сыпӑка пымалли ӗмӗрлӗхе хунӑ йӗрке; 32. ку вӑл сирӗншӗн канӑҫлӑх шӑмачӗ, уйӑхӑн тӑххӑрмӗш [кунӗн] каҫӗнчен пуҫласа хӑвӑр чунӑра йӑвашлантарӑр; уйӑхӑн тӑххӑрмӗш кунӗн каҫӗнчен пуҫласа [уйӑхӑн вуннӑмӗш кунӗн] каҫӗччен хӑвӑр шӑматӑра уявлӑр, тенӗ.
Лев 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Таса выльӑха тасамарринчен уйӑрма, таса вӗҫен кайӑка тасамарринчен уйӑрма пӗлӗр; Эпӗ таса мар тесе уйӑрнӑ выльӑхпа, вӗҫен кайӑкпа, ҫӗр ҫумӗн ҫӳрекен чӗрчунпа хӑвӑр чунӑра ан ирсӗрлентерӗр.
Лев 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Израиль йӑхӗнчи ҫынсенчен е ютран килсе сирӗн хушшӑрта пурӑнакансенчен кам та пулсан мӗнле те пулин юн ҫиес пулсассӑн, Хамӑн сӑнӑма юн ҫиекен ҫыннӑн чунӗ енне ҫавӑрӑп та ӑна хӑйӗн халӑхӗ хушшинчен пӗтерӗп, 11. мӗншӗн тесессӗн ӳтӗн чунӗ — юнра, сирӗн чунӑра тасатмашкӑн Эпӗ ӑна парне вырӑнӗ валли палӑртрӑм: ҫак юн чуна тасатать; 12. Израиль ывӑлӗсене Эпӗ ҫавӑнпа каларӑм та: сирӗнтен пӗри те юн ҫимелле мар, ютран килсе сирӗн хушшӑрта пурӑнакан та юн ҫимелле мар, терӗм.
Лев 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Ҫакӑ сирӗншӗн ӗмӗрлӗхе хунӑ йӗрке пултӑр: ҫиччӗмӗш уйӑхра, уйӑхӑн вуннӑмӗш [кунӗнче], хӑвӑр чунӑра йӑвашлантарӑр, ҫак ҫӗр ҫинче пурӑнакан та, ютран килсе сирӗн хушшӑрта пурӑнакан та нимӗнле ӗҫ те ан тӑвӑр, 30. сире хӑвӑрӑн пӗтӗм ҫылӑхӑртан тасатмашкӑн, сире Ҫӳлхуҫа умӗнче таса тумашкӑн сире ҫакӑ кун тасатаҫҫӗ; 31. ку — сирӗншӗн канӑҫлӑх шӑмачӗ, хӑвӑр чунӑра йӑвашлантарӑр: ку — ӗмӗрлӗхе хунӑ йӗрке.
Лев 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
41. Ҫӗр ҫумӗн ҫӳрекен кирек хӑш чӗрчун та сирӗншӗн ирсӗр, ӑна ҫиес пулмасть; 42. ҫӗр ҫумӗн ҫӳрекен чӗрчунсене — хырӑмпа шӑваканнисене те, тӑватӑ уран ҫӳрекеннисене те, нумай ураллисене те — пӗрне те ан ҫийӗр, мӗншӗн тесессӗн вӗсем ирсӗр; 43. ҫӗр ҫумӗн ҫӳрекен пӗр-пӗр чӗрчуна пула хӑвӑр чунӑра ан ирсӗрлетӗр, вӗсем урлӑ таса мар пулмашкӑн вӗсем урлӑ хӑвӑра хӑвӑр ан варалӑр; 44. Эпӗ — сирӗн Ҫӳлхуҫа Туррӑр: тасалӑх тивлетне илӗр, сӑваплӑ пулӑр, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ [Ҫӳлхуҫа, сирӗн Туррӑр] сӑваплӑ; ҫӗр ҫийӗн шуса ҫӳрекен пӗр-пӗр чӗрчуна пула хӑвӑр чунӑра ан ирсӗрлетӗр; 45. Эпӗ — Ҫӳлхуҫа, сирӗн Туррӑр пулмашкӑн Эпӗ сире Египет ҫӗрӗнчен илсе тухрӑм.
Лев 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1
- 2