Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

чунлӑ сăмах пирĕн базăра пур.
чунлӑ (тĕпĕ: чунлӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Ҫылӑхсӑр этем ҫав Матви, ҫавӑнпа хуйха пӗлмест вӑл», — тетчӗҫ ҫемҫерех чунлӑ хӗрарӑмсем.

Помоги переводом

IX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Хӑйсене хӑйсемех мӗскӗне хума хӑнӑхнӑ ҫавнашкал хавшак чунлӑ этемсен халне-хавалне, мӑн кӑмӑллӑхне хускатма, ҫӗклеме пӗтӗм чӗререн тӑрӑшмалла!

Помоги переводом

IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Эпӗ ӗненетӗп: ҫакнашкал чаплӑ юрӑсем хайлакан халӑх — чӑннипех пысӑк чунлӑ халӑх!

Помоги переводом

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Каюров — яланах ҫӗннине, искусствӑра хӑйӗн ҫулне шыракан тӳрӗ чунлӑ художник.

Помоги переводом

XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Пӗчӗк ачасем пек айӑпсӑр, таса чунлӑ Макарпа Натюш пӗр-пӗринпе калаҫса кулнине итленӗ хыҫҫӑн, ҫак сивӗ пӳрт те ӑна питӗ ӑшӑ пек, телейлӗ мӑшӑр юратӑвӗпе ӑшӑннӑ пек туйӑнать.

Помоги переводом

X // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Куҫма мӗн ӗмӗр тӑршшӗпех пуйма ӗмӗтленнӗ, пурӑнан пурнӑҫра ҫӗрӗк ҫӑпата та кирлӗ пулӗ тесе, кашни ӑпӑр-тапӑра хӑйӗн килне арлан пек туртнӑ, хуҫалӑха ҫирӗп тытса пыма тӑрӑшнӑ, ҫур пусшӑн чунне сутма хатӗр пулнӑ, арӑмӗпе ывӑлне те хӑй пек хытӑ чунлӑ тӑвасшӑн ҫуннӑ.

Помоги переводом

II // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Манӑн хамӑр вӑхӑтри илемлӗ чунлӑ ҫынсем ҫинчен, «ҫунатлӑ ҫуралнисем» ҫинчен хам пултарнӑ таран каласа парас килчӗ, ҫавӑнпа ҫакна ҫырмасӑр пултараймарӑм.

Помоги переводом

XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Унтан сасартӑк «хытӑ чунлӑ» пилота тарӑхрӗ.

Помоги переводом

ХI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Вӑл кӑра ҫилӗллине хӑйне килӗшмен ҫынсемпе хыттӑн калаҫнине, никамран та хӑраманнине, никама та пуҫ тайманнине, хӑй мӗн тӑвас тенине тӗрӗс тунине, сӑмаха ҫирӗп тытнине, яланах тӳрӗ чунлӑ пулнине пурте пӗлеҫҫӗ.

Помоги переводом

VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Ытла лӑпкӑ чунлӑ.

Помоги переводом

V // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Эпӗ, ҫакӑ вӗри чунлӑ каччӑн пысӑк тунсӑхне туйса, нимӗн шарламасӑр лартӑм.

Помоги переводом

II // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Ҫав нӑрра типӗтсе порошок тумалла та ху суйланӑ хӗрӗн апачӗ ҫине сапса памалла — вӑл вара, темле сивӗ чунлӑ пике пулсан та, хӑех сан майлӑ ҫаврӑнать, хӑех сан ҫумна ҫыпӑҫать, имӗш.

Помоги переводом

I // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Ҫирӗп чунлӑ салтак, хӑйӗн хуйхине пӗлмесӗр е пӗлес мар тесе пуль, шӳтлеме хӑтланать.

Помоги переводом

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Ман вырӑнта кашни тӳрӗ чунлӑ ҫынах ҫапла тунӑ пулӗччӗ.

Помоги переводом

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Ҫемҫе чунлӑ хӗрарӑм упӑшкинчен юлнӑ кӗске кӗрӗке, унӑн ҫӗлӗкне, алсишӗсене, ҫӑматтисене — йӑлтах вӑрҫӑри салтаксем валли пачӗ.

Помоги переводом

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Ним айӑпсӑр, тӳрӗ кӑмӑллӑ ҫынна мӗнле чунлӑ ҫын ҫапла тума пултартӑр!..

Помоги переводом

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

— Мӗнле тӗрӗс, таса чунлӑ хуралҫӑччӗ.

Помоги переводом

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Тавтапуҫ, ывӑлӑм, тавах сире, ҫапла ырӑ сисӗмлӗ чунлӑ пулнӑшӑн.

Помоги переводом

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Николай Иванович ҫак шуйланарах калаҫма юратакан шофер ҫине — ыра арӑмпа ыр курса пурӑнакан ырӑ чунлӑ Павел Семенович ҫине, пӑхса пычӗ-пычӗ те ассӑн сывласа илчӗ.

Помоги переводом

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.

Анчах ҫирӗп чунлӑ революционеркӑ хӑй ушкӑнӗн вӑрттӑнлӑхне уҫмасть.

Помоги переводом

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней