Поиск
Шырав ĕçĕ:
25. Эхер те санӑн ывӑлусем ҫуралсассӑн, [хӑвӑн] ывӑлусен ывӑлӗсем ҫуралсассӑн, унтан эсир ҫӗр ҫинче чылайччен пурӑннӑ майӑн ирсӗрленсе кайса пӗр-пӗр суя туррӑн ӗлкине тусассӑн, ҫак усал ӗҫе Ҫӳлхуҫа, хӑвӑр Туррӑр, куҫӗ умӗнче туса Ӑна ҫиллентерсе ярсассӑн, 26. тӳпепе ҫӗре асӑнса калатӑп сире паян: эсир Иордан леш енне каҫса еткерлӗхе илес ҫӗрӗре часах ҫухататӑр; унта нумай вӑхӑт пурӑнаймастӑр, пӗтетӗр; 27. вара Ҫӳлхуҫа сире [пур] тӗрлӗ халӑх хушшине сапаласа ярӗ, хӑвӑра Ҫӳлхуҫа ҫитерсе хӑварнӑ халӑхсем хушшинче эсир пӗчӗк йышлӑн тӑрса юлатӑр; 28. унта эсир [урӑх] турӑсене, этем алли йывӑҫран тата чултан тунӑскерсене, пӑхӑнса пурӑнатӑр: вӗсем курмаҫҫӗ те, илтмеҫҫӗ те, апат та ҫимеҫҫӗ, шӑршӑ та пӗлмеҫҫӗ.
Аст 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: ҫапла кала [Иаков килне, пӗлтер] Израиль ывӑлӗсене: эсир Эпӗ сире тӳперен епле каланине куртӑр; 23. Манӑн умӑмра кӗмӗл турӑсем е ылтӑн турӑсем ан тӑвӑр, хӑвӑр валли ан тӑвӑр: 24. Ман валли парне вырӑнӗ ҫӗртен ту, хӑвӑн пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парнӳне, хӑвӑн канӑҫлӑх парнӳне, хӑвӑн сурӑхусене, вӑкӑрусене ҫавӑн ҫинче кӳр; Эпӗ Хамӑн ятӑма пуҫҫапма палӑртнӑ кирек мӗнле вырӑнта та Эпӗ сан патна пырӑп, сана пиллӗп; 25. эхер те Ман валли парне вырӑнӗ чултан тӑвас пулсассӑн, ӑна чутланӑ чулсенчен ан ту, мӗншӗн тесессӗн пурттуна вӗсем ҫине хурсассӑнах эсӗ вӗсене ирсӗрлетӗн; 26. Манӑн парне вырӑнӗ патне картлашкапа ан улӑх, ун умӗнче санӑн ҫарамасу ан уҫӑлтӑр.
Тух 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.