Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

черет сăмах пирĕн базăра пур.
черет (тĕпĕ: черет) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Халӗ ӗнтӗ анчӑкӑн черет.

Помоги переводом

Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.

Ютран килнисене черет кӗтсе ларма ятарласа ултӑ кӗтеслӗ ҫурт лартса панӑ.

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Черет ҫитӗ — силлӗпӗр, Хумкка.

Помоги переводом

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Сан черет! — терӗҫ крючниксем.

Помоги переводом

XXVIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тем вӑхӑт иртсен пӗрре Кенукӑн черет кунӗччӗ.

Помоги переводом

Пирӗн урам тӑвалла // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 73–90 с.

Эсир вокзала кӗтӗр, манран ҫирӗме яхӑн хыҫалта тӑракан ҫын патне пырса черет йышӑнтӑр.

Помоги переводом

II // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Касса умӗнче те черет вӑрӑм.

Помоги переводом

II // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Пантей: «Ӑҫта илсе кайӗҫ-ши, манӑн черет халӗ те мӗнле ҫитмерӗ-ха?» — тесе шухӑшласа кӗтсе пурӑнчӗ, чунӗ-кӑмӑлӗ кунсерен пусӑрӑнчӗ.

Помоги переводом

III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

Ҫак хавхаланупа вӑй илсе Наташӑпа Римма та, вӗсене виҫҫӗмӗш участок пуҫлӑхӗ сварщиксене пулӑшма ҫирӗплетрӗ, чупсах тӑрӑшаҫҫӗ, васкавлӑ кабельсен, лесасен пахалӑхне, трансформаторсене тӗрӗслеҫҫӗ, тимӗр шӑратса ҫыпӑҫтаракансене электродпа тивӗҫтереҫҫӗ, апат умӗн буфета кайса черет йышӑнаҫҫӗ е ӑна-кӑна туянса килсе параҫҫӗ…

Помоги переводом

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Юлашкинчен Закускин патне те черет ҫитнӗ.

Помоги переводом

Улах саланчӗ // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 48–50 с.

Юлашкинчен черет фронтран пӗҫ хушшинчи грыжӑна пула хӑтӑлса юлнӑ чӑлах Малюҫ патне ҫитрӗ.

Помоги переводом

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Хӗрарӑмсем ҫапла ытла та пысӑк тимлӗх уйӑрнипе, кӗтнипе тата асап тӳснипе вӑрҫӑпа ял хушшинче хыпар валеҫекен Кулине ывӑнса ҫитрӗ, анчах та вӑл ӑнланать — хӑйӗн те упӑшки фронтра, халь-халь аслӑ ывӑлне черет ҫитет — ҫавӑнпа ырӑ тухтӑр пек лӑплантармалли сӑмахсем шырать:

Помоги переводом

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Аса илтереп-ха эп сана хам ҫинчен! — халь чекистӑн кӑшкӑрашма черет ҫитрӗ.

Помоги переводом

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Черет Ешӗлпие ҫитсен Шывхуҫи ӑна туя ӑшне кӗме чарса тӑратрӗ те: «Сана хӑвӑрӑн тӑванӑрсем патне хӑнана яратӑп, хӑвӑн аҫу-аннӳшӗн тунсӑхласа ҫитрӗн пуль. Мана качча тухнӑранпа та кайса курман!» — терӗ.

Помоги переводом

4 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.

Пӗр сӑмахпа, Кӑнтӑр Америкӑпа Ҫурҫӗр Америка таранах куҫса ҫитнӗ черет.

Затем в Южной Америке, затем в Северной Америке.

XVI // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Акӑ чечек патне черет ҫитрӗ.

Вот дошла очередь до цветка.

IX // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Завьялов ҫав черет патне пычӗ те Арсеньевски урам ӑҫтине ыйтрӗ.

Помоги переводом

19. Каҫчен… // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Вокзал умӗнчи площадьре автобуссем ҫине ларма пысӑках мар черет йӗркеленсе тӑнӑ.

Помоги переводом

19. Каҫчен… // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Завьяловӑн военком патне кӗме черет кӗтмелле пулчӗ, унтан подполковнике справка памашкӑн ӗнентерме хӑй мӗн пултарнӑ таран хӗрӳллӗн калаҫма, документсене кӑтартма тиврӗ.

Помоги переводом

15. Эпӗ нимӗн те манмастӑп // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Газлӑ шыв сутакан пӗчӗк урапа патӗнчи черет пӗрре пысӑкланать, тепре пӗтет.

Помоги переводом

10. Ҫинҫе кӑна ҫутӑ пайӑрки // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней