Поиск
Шырав ĕçĕ:
Хаяр вӑрҫӑ чарӑнсассӑн, Тӗп тусассӑн тӑшмана Тӗл пулатпӑр ӗнтӗ эпӗр Чун-чӗререн савӑнса.
Партизан // Степан Аслан. «Тӑван Атӑл». — 1946, 20№ — 55-63 с.
— Эп сирӗн шухӑшӑра тавҫӑрса илеймерӗм… — тенӗ Тарас, Люба йӗрӗнӳллӗн, ҫиллессӗн пӑхнипе, Фома калаҫма чарӑнсассӑн.
XII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Анчах эпӗ мӗншӗн те пулин калама чарӑнсассӑн, вӑл ҫавӑнтах: — Пӗтрӗ-и? — ыйтатчӗ.Но если я почему-либо прерывал речь, он тотчас осведомлялся: — Конец?
XI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Чарӑнсассӑн куратӑн: пӗтӗм пурлӑх та ҫерҫи ҫеҫ.
13 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Рекрут чарӑнсассӑн та аякран пӑхсан, вӑл ташланӑ пек туйӑннӑ.Рекрут останавливался, но и оставаясь неподвижным, он все, казалось, плясал.
XV // Михаил Сироткин. Толстой Л.Н. Поликушка: повесть; М. Сироткин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1935. — 98 с.
Машина чарӑнсассӑн тӗркӗшӳ пулатех ӗнтӗ.
Салтак вилтӑпри // Георгий Ефимов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 198–210 с.
1. Эпӗ ҫак сӑмахсене калама чарӑнсассӑн, ман патӑма, малтанхи каҫсенчи пекех, ятарласа янӑ Ангел килчӗ, 2. каларӗ вӑл: Ездра, тӑр та эпӗ сана калама килнӗ сӑмаха итле, терӗ.
3 Езд 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Вӑл калама чарӑнсассӑн, пӗр иудей ҫынни пӗтӗм халӑх умӗнче Модинри чӳк вырӑнӗ патне патша хушнӑ пек чӳк тума пырса тӑнӑ.
1 Мак 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. [Елиуй калаҫма чарӑнсассӑн,] Ҫӳлхуҫа ҫил-тӑвӑл витӗр Иова ҫапла хуравласа каланӑ: 2. кам ҫавӑ, пӗлмесӗр калаҫса, Манӑн ӑслӑлӑха хурлаканӗ?
Иов 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
50. Халӑх пӗтесси чарӑнсассӑн, Аарон Моисей патне, пуху чатӑрне кӗмелли вырӑна, таврӑннӑ.50. И возвратился Аарон к Моисею, ко входу скинии собрания, после того как поражение прекратилось.
Йыш 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Тасамарлӑхӗ юхма чарӑнсассӑн, хӗрарӑмӑн хӑйӗн валли ҫичӗ кун картса хумалла, кайран вара таса пулӗ; 29. саккӑрмӗш кунне вӑл икӗ улатӑпа е икӗ ҫамрӑк кӑвакарчӑн илӗ те вӗсене священник патне пуху чатӑрне кӗмелли вырӑна илсе пырӗ; 30. священник вӗҫен кайӑксенчен пӗрне ҫылӑх парни кӳрӗ, тепӗрне пӗтӗмӗшпе ҫунтарса парне кӳрӗ, вара священник ӑна тасамарлӑхӗ юхнинчен Ҫӳлхуҫа умӗнче тасатӗ.
Лев 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Юхтарса ҫӳрекен чирлӗ ҫыннӑн юхса тухаканни чарӑнсассӑн, унӑн хӑйне тасатмашкӑн ҫичӗ кун картса хумалла, хӑйӗн тумтирне ҫуса тасатмалла, ӳт-тирне ҫӑл шывӗпе ҫумалла, вара таса пулӗ; 14. саккӑрмӗш кунне вӑл икӗ улатӑпа е икӗ ҫамрӑк кӑвакарчӑн илӗ те, Ҫӳлхуҫа умне пуху чатӑрне кӗмелли вырӑна пырса, вӗсене священника парӗ; 15. священник ҫав вӗҫен кайӑксенчен пӗрне ҫылӑх парни кӳрӗ, тепӗрне пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳрӗ, юхса ҫӳренинчен священник ӑна Ҫӳлхуҫа умӗнче тасатӗ.
Лев 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Вӗсемпе калаҫма чарӑнсассӑн, Моисей хӑйӗн питне пӗркенчӗкпе хупланӑ.33. И когда Моисей перестал разговаривать с ними, то положил на лице свое покрывало.
Тух 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. [Турӑ] Синай тӑвӗ ҫинче Моисейпе калаҫма чарӑнсассӑн, ӑна Хӑй пӗлтернине ҫырнӑ икӗ хӑма, чул хӑмасем, панӑ; ҫав хӑмасем ҫине Турӑ Хӑй аллипе ҫырнӑ.
Тух 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Ҫӗр каҫма чарӑнсассӑн, вӗсенчен пӗри ашакне апат парас тесе миххине салтнӑ та хӑйӗн кӗмӗлӗ михӗре ҫиелтех выртнине курах кайнӑ, 28. вара хӑйӗн тӑванӗсене каланӑ: манӑн кӗмӗле каялла парса янӑ; акӑ вӑл манӑн миххӗмрех, тенӗ.
Пулт 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1