Поиск
Шырав ĕçĕ:
Хуҫан киревсӗр те тискер ӗҫӗсем хӑвна тарӑхтарса ҫитерсен, ҫав самантрах станока чарса лартма, сунтал ҫинчен хӗрнӗ тимӗре аяккалла илсе пеме — ан тив, тӑшман сан хӗреслесе тытнӑ аллусем ҫине хӑраса пӑхтӑр!
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
— Ҫӗршыв, ҫутӑ пурнӑҫ ҫӑлкуҫӗ… — хӑй ытла та хытӑ тарӑхнине аран-аран чарса, вӑл картта умӗнчи ҫамрӑка ӑнлантарма пикенчӗ, ҫав самантрах хӑй карттӑн хӗвеланӑҫ пайӗ еннелле пӳрнипе тӗллесе кӑтартрӗ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Тен, вӑл халлӗхе ҫӑвар уҫса сӑмах чӗнме хӑяйманскер, каҫхине ҫутӑ сӳнтерме каласанах вара, тӗлӗкре юратнӑ амӑшне курасса кӗтсе, дормиторӑн сӗмлӗхне куҫӗсене чарса пӑрахсах тинкерекен ҫамрӑк ача пулӗ?
Иккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Пӗркун, авӑ, магазин заведующийӗ пуш ещӗк йӑтса пырать те, ун еннелле магнит пек туртӑнса пытӑн, хам ҫеҫ кантӑкран кӑшкӑрса чарса ӗлкӗртӗм.
Ҫын ҫинчи — йывӑҫ ҫинчи // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 57–62 с.
— Паҫӑрах ҫакӑн ҫинчен калаҫасшӑн та эпӗ санпа, хӑв мана ӑнланмасӑр чарса пыратӑн, эпир хамӑр калаҫмасан, пирӗн арӑмсем ҫинчен кам калаҫтӑр ӗнтӗ.
Алла — алӑ ҫӑвать // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 39–41 с.
Ирхине вырӑн ҫинче вӑрантӑм та куҫа чарса пӑхатӑп: ҫук, тӗлӗкре мар — чӑнахах, ман ҫумра пӗр та-а-а-чка хӗр вырта парать.
Чавса ҫывӑх та ҫав… // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 7–13 с.
— Каласа пар-ха, эппин, мӗнлерех пурӑнать унта пирӗн поэт? — кӑвак куҫӗсене чарса ыйтрӗ Илюхин.
XVII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Хӗрӗнкӗ Матви ӳсӗрпе шӗвелнӗ куҫне чарса пӑрахрӗ..
XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
— Салам! — кӑшкӑрчӗ Аля, мотоциклне чарса.
ХI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Е эпир тек тӗл пулаймасан?! — куҫне чарса ыйтрӗ Таня.
Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.
Мӗн, кам чарса тӑтӑр Вадима телейлӗ пулма?
Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.
Йӗркене пӑсакан водительсене пирӗн инспекторсем пӗрре мар чарса административлӑ явап тыттарнӑ.
Саккунлӑхшӑн тӑрӑшасси — тӗп тӗллев // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/01/20/%d1%81%d0%b ... %b5%d0%b2/
Петӗре ҫак тискер ӗҫе тума чарса ӗлкӗрейменшӗн, ун чури ҫеҫ пулса тӑнӑшӑн хама хам ӳпкелесе, ҫӗре ыталаса илсе, чун кӳтнипе йӗрсе ятӑм…
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.
Ну мӗн эс чарса тӑратӑн унта?
Пӑчкӑ // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 111–112 с.
Машинӑна чарса, ҫак вутӑ лавӗ ҫинчи ҫынна хам вырӑна лартса ярас килчӗ, хам вара ҫуна ҫине хӑпарса ларнӑ пулӑттӑм та ҫул тытӑттӑм тӑван анне килне!
Ҫул ҫинче // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 108–110 с.
Анчах рабочисем хӑйсене лӑпкӑ тыткаланӑ; пӗр-пӗрне пулӑшакан кассӑсем тунӑ, эрех тавраш ӗҫме чарса хунӑ, полицие хӑйсем ҫине тапӑнма нимле сӑлтав та парасшӑн пулман.
Ленӑ шывӗ ҫинчи рабочисен пӑлхавӗнче пулнӑ пирӗн янташсем // Иван Кузнецов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 100-101 с.
Микула шала кӗресшӗнччӗ, алӑк умӗнче ӑна швейцар чарса тӑратрӗ:
VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Анчах пӳртри тирпейлӗх, пур япала та хӑй вырӑнӗнчи ӑна ирӗксӗрех чарса тӑчӗҫ.
VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Пӗр-пӗрне чарса шӑпланчӗ халӑх.
VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Пуп Ҫтаппана, хирӗҫ васкаса пырса, ҫурма ҫулта чарса тӑратрӗ.
III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.