Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

чавса сăмах пирĕн базăра пур.
чавса (тĕпĕ: чавса) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫак фестивальте кирлӗ мар пулса тухнӑ 1000 ытла вилӗ дельфина экскаваторсемпе шӑтӑк чавса ҫыран хӗрринчех эрне хушшинче пытарнӑ.

Оказавшаяся ненужной на этом фестивале 1000 с лишним дельфинов была захоронена в течение недели в прибрежной полосе с помощью экскаваторов.

Кит тытас ӗҫ // Владимир Андреев. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... 4%95%C3%A7

Хӑшпӗрисене кӳршисем чавса кӑлараҫҫӗ.

Помоги переводом

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Чавса кӑларнӑ чулӗ пысӑк та мар, анчах, йӑтма тӑрсан, самаях йывӑр.

Помоги переводом

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Эсӗ ӑна чавса кӑлар.

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Лашапа та арҫынран кая мар ӗҫлет, пуртӑ тытса каскалама та ӑста, вӑрманне те каснӑ, хӑех турттарнӑ, карти-хурисене те карталаса ҫавӑрнӑ, юписене те чавса лартнӑ — никамран та пулӑшу кӗтмен.

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кӗпер патне пыракан ҫулсем ҫине саперсем минӑсем чавса пытарса хӑварчӗҫ.

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кӑнтӑрла ҫын куҫӗ умне курӑнмасан, пӗр каҫрах ылтӑн чӳлмекне чавса кӑларасса шанать вӑл.

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Чӳлмеке тултарса, ҫатмапа витет те чул лаҫҫи кӗтессине чавса пытарать.

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Каярах тахӑшӗ чавса кӑларнӑ ӑна.

Помоги переводом

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тата шаларах чавса кӗчӗ кӗреҫе, анчах, метр ытла чавсан та, тӑпрапа чулсӑр пуҫне, урӑх пӗр япала та тухмарӗ.

Помоги переводом

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хӑйсен кивӗ арпалӑхӗнчен, ишӗлсе аннӑ ҫӗрӗк улӑм айӗнчен, вунвиҫӗ михӗ ыраш чавса кӑларчӗ.

Помоги переводом

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ял пуянӗсем ҫав вӑхӑтрах тыррисене пытараҫҫӗ, ҫӗрле никам курман чух ҫӗр айне чавса чикеҫҫӗ.

Помоги переводом

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пуласлӑхра Юхин, Миххана чавса тӑршшӗ лартса, именине пӗтӗмпех хӑй аллине ҫавӑрса илессе те шанать.

Помоги переводом

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Халӑх, хӑвӑрах шухӑшлӑр-ха, пӗри ҫынна вӗлернӗ, тепри, ҫав пӑтӑрмахпа усӑ курса, пире чавса тӑршшӗ лартма килнӗ!

Помоги переводом

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑй-хӑвачӗ ҫитес пулсан халь сиксе тӑрӗччӗ те ярса тытӗччӗ, шӑлӗпе ҫыртса ҫурӗччӗ, куҫне чавса кӑларӗччӗ.

Помоги переводом

XVIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ырӑ кӑмӑллӑ вырӑс хӗрарӑмӗ асӑрхаттарнине мантӑм, хам сӑмах ҫине тӑмарӑм. Халь чавса ҫывӑх та…»

Помоги переводом

XIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хам ҫеҫ кайсан, улшуҫсем чавса тӑршшех лартӗҫ.

Помоги переводом

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тӗрӗсех, ырхан хӗрарӑм чавса таршшӗ лартни ӑна халь те вӗчӗрхентерет те, сирме тӑрӑшрӗ.

Помоги переводом

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Чӑннипех чавса тӑршшӗ лартрӗ.

Помоги переводом

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тарӑнрах чавса ансан ҫыннипе кӗреҫи те курӑнма пӑрахатчӗҫ.

Помоги переводом

Вӑрманхӗрри Шӑхаль. Вӑта касӑм, Вӑта кас // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 95–102 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней