Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хӗҫҫине (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Алттыш ун хӗҫҫине хӑй ярса илчӗ те пӗтӗм мӑрсасен куҫӗ умӗнче патака хуҫнӑ пек чӗркуҫҫи тӗлне тытса шӑтӑрт! хуҫрӗ.

Помоги переводом

9. Юлашки тытӑҫу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Эпир Тукай мӑрсапа иккӗн айӑплӑ, — хӗҫҫине алӑра тытса сӗтел умне пырса тӑчӗ Алттыш.

Помоги переводом

9. Юлашки тытӑҫу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Али-Акрам яланхи йӑлипе хӗҫҫине туртса кӑларнӑ.

Помоги переводом

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тепӗр хут кала-ха, мӗн терӗн? — хӗҫҫине туртса кӑларчӗ Али-Акрам.

Помоги переводом

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ыттисем патне тухсан вара чӑннипех те пӗчӗк ачалла хӑтланчӗ: хӑйӗн ҫывӑх ҫыннисем умӗнче мӗскӗннӗн курӑнас мар тесе хӗҫҫине пӗрре йӗннинчен кӑларчӗ, тепре каялла чикрӗ.

Помоги переводом

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Темле пулсан та Мамич-Бердей ҫивчӗ хӗҫҫине алран вӗҫертес ҫук.

Помоги переводом

6. Усал хыпар утпа ҫӳрет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хӑй ҫапах та хӗҫҫине каялла чикрӗ.

Помоги переводом

12. Аслӑ чӳк // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кам пуҫтарӑнма хушнӑ сире? — ҫиллессӗн ыйтрӗ юлан утпа килнисенчен пӗри халӑха хӑратма хӗҫҫине юри йӗннинчен кӑларса.

Помоги переводом

12. Аслӑ чӳк // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Мӗн кирлӗ сире? — терӗ вӑл, ҫапӑҫма хатӗрленнӗ пек, йывӑр хӗҫҫине хӑй умнелле ҫӗр ҫине лартса.

Помоги переводом

3. Воеводӑсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

…Тукай ҫӳллӗ пусма ҫине чаплӑ тумланса, хӑйӗн вӑрӑм хӗҫҫине ҫакса, аллине чӗн саламат тытса тухса тӑрсан тарҫӑсем ӑнланчӗҫ, турхан (ял ҫыннисем темӗн чухлӗ пӗрле пурӑнса та ӑна мӑрса теме хӑнӑхаймарӗҫ, ялан турхан терӗҫ) инҫе ҫула тухма хатӗр.

Помоги переводом

13. Мӗн тусан лайӑхрах? // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫапла каларӗ те сотник пиҫиххирен ҫакса янӑ тем вӑрӑмӑш хӗҫҫине тӳрлетсе сарлака утӑмсемпе кӗпер урлӑ каялла каҫса кайрӗ.

Помоги переводом

14. Мускавра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Кӗрӗ витӗр илсе пӗтерсен кӗрӗ кантрисем ҫине пир хӗҫҫине ҫакса яраҫҫӗ.

Затем нити основы пробирали в бердо.

Пир хатӗрӗсем, пир тӗртни ҫинчен // Валентина Минеева. Минеева В.А. Чӑвашсен эрешлӗ пир-авӑрӗ: кӗнеке-альбом. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. — 182 с.

Ӗҫсе ӳсӗрӗлсен вӑл хӗҫҫине йӗнӗрен кӑларса хӑйӗн умне сӗтел ҫине хуратчӗ; хӑйӗн шухӑшӗ ӑшне путса тата аташнӑ пек пулса, ҫынсене вуҫех тенӗ пекех асӑрхаймастчӗ.

Напиваясь, он вытаскивал кортик и клал его перед собой на стол и при этом почти не замечал людей, погруженный в свои мысли и бредовые видения.

III сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Шӑп алӑк патӗнче капитан хӗҫҫине ҫӗклерӗ те, тухса тӑракан ҫынна тата тепӗр хут чи хӑрушшӑн касса пӑрахма хӑтланчӗ, паллах ӗнтӗ май килнӗ пулсан, вӑл леш ҫынна ҫурмаран касса тататчӗ пулӗ, анчах унӑн хӗҫҫи пирӗн «Адмирал Бенбоу» трактирӑн вывески ҫине ҫакланчӗ.

Возле самой двери капитан замахнулся кортиком и хотел нанести убегающему еще один, самый страшный, удар и несомненно разрубил бы ему голову пополам, но кортик зацепился за большую вывеску нашего «Адмирала Бенбоу».

II сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Халь акӑ, ҫав хӑюсӑр та пултарусӑр этем, йӗннинчен кӑларнӑ хӗҫҫине алла тытнӑ та, кунталла утса килет тата катаранах хӑратмалла сассипе кӑшкӑрать-ха:

И вот этот застенчивый, неспособный человек шагает с обнажённой шашкой в руке и кричит издали устрашающим голосом:

Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.

Вӑл хӗҫҫине Арон еннелле сулса ячӗ, Анчах ӑна Михеев штыкпа тирӗнтерчӗ.

Он подбежал к Арону с занесенной саблей, но получил удар штыка от Михеева.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

— Мӗншӗн ҫав ӳсӗр казакӑн хӗҫҫине салтса илмерӗмӗр, — майӗпен каларӗ Амо.

— Почему мы не догадались снять с казака кинжал, — сказал вполголоса Амо.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Хӑй хӗҫҫине йӗннинчен ҫурма тарин кӑлара-кӑлара чикет.

— И казак до половины обнажает клинок сабли.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

— Сире вӑл вӗчӗхтерет пулсан, эпӗ эсӗр ыйтнине кӑмӑл тума пултаратӑп, — тесе тӗртсе илчӗ те Эдвард, хӗҫҫине васкамасӑр йӗнӗ ӑшне шутарчӗ, шутарнӑ май пӳрнине кӑшт кастарчӗ.

— Если вас это нервирует, то я могу оказать вам такую любезность, — съязвил Эдвард и не спеша вложил палаш в ножны, слегка порезав при этом палец.

Улттӑмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.

Унтан, хӗҫҫине майлакаласа, сӗтел патне ларчӗ.

Затем подобрал палаш, сел к столу.

Улттӑмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней