Поиск
Шырав ĕçĕ:
Пӳрт ҫине витнӗ хӗҫтимӗр, вӗриленсе кайнӑскер, ним сӑлтавсӑрах чӑнк-чанк туса илет.
10 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.
Самантран вара Саня пӳрт ҫине витнӗ хӗҫтимӗр ҫинче ташлакан тумламсен сассипе вӑранса кайрӗ.
5 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.
Хӗҫтимӗр хушӑкӗнчен пӗчӗк ярӑм ҫутӑ кӗрет.
3 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.
Пилӗк-ултӑ ҫул каяллах тума тытӑннӑ сысна вити патӗнчен хӑма-пӗрене, ача сачӗ патӗнчен — кафель, тырӑ склачӗ купалакан ҫӗртен хӗҫтимӗр кӳрсе килтерчӗ председатель.
Хӑна кулли // Петр Речкин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 39–40 с.
Ара, хамӑр предприяти валли хӗҫтимӗр туянма Урала тухса кайнӑ-ха эпӗ.
Ҫӑтӑ куҫ ӗнсе хыҫтарать // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 51–53 с.
Пӳрт улӑмне сӳсе хӗҫтимӗр, сарайӗ-кӗлечӗсене чус витрӗҫ.
III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.
Калас пулать, кил-ҫурт таврашӗ земство управин членӗн пуян ҫынсенчен кая мар: малти пӳртне хӑма ҫапса хӳтӗленӗ, кӗтессисене ярӑмӑн-ярӑмӑн кӗске хӑмапа витсе хитрелетнӗ, ҫиелтен ҫутӑ кӑвак сӑрӑпа илемлетнӗ; пӳрт ҫийӗ — хӗҫтимӗр; мӑрйи тӑрринче авӑнчӑк хӳреллӗ автан кӳлепи (ку автанӗ вара шак та ҫиле хирӗҫ ҫаврӑна-ҫаврӑна халь авӑтса ярас пек пуҫне каҫӑртса ларать).
1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Вӑл ҫав кирпӗчсене кӑларчӗ, – вӗсен айӗнчен хӗҫтимӗр татӑкӗ тухрӗ, тимӗр айӗнчен — тӑваткӑл хӑма татӑкӗ, юлашкинчен, ман куҫ умӗнче тымар айнелле кӗрсе каякан пысӑк шӑтӑк курӑнчӗ.
I. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Хӑйӗн юманран чутласа тунӑ хӗҫӗпе хӗҫтимӗр шитне Саша тӗмсем хушшине пытарчӗ.В кустах Саша прячет свой выточенный из дубовой планки меч и жестяной щит.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Вӗсем пурте йӑлтӑртатакан хӗҫтимӗр тӑхӑннӑ, вӗсенчен ӳкекен ҫутӑ ярӑмсем урайӗнче пӗчӗк юханшывсем пек йӑрласа юхса выртаҫҫӗ.
XVIII // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.
Вара, тӗлӗрсе кайнӑ май, полковникӑн хӗҫтимӗр витнӗ ҫурт тӑррине ҫумӑр шӑпӑртаттарнӑ пек хӑлхана йӗрӗнтерсе янкӑлтатакан ҫинҫе сассине илтрӗ.
XV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Григорий вара телейлӗн йӑлкӑшса кулатчӗ, Петрона каллех кӑрккалла кӑрӑклатма тилмӗретчӗ, кӑркка пусалӑхӗ, курӑк ӑшӗнче хӗҫтимӗр е ҫӗтӗк ҫитса йышши япала тупсан, мӗнле хыпӑнчӑклӑн кӑлтӑртатнине чӗлхипе туса кӑтартма тархаслатчӗ.
XXXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Ҫӗрӗпех ҫилпе уҫӑла-уҫӑла хупӑнакан кантӑк хупписем чӗриклетни Макара тӗлӗкре музыка евӗр илтӗнчӗҫ, пӳрт ҫине витнӗ хӗҫтимӗр кӗмсӗртетни — лаша чӗрнисем тӑпӑр-тӑпӑр тӑпӑртатса пынӑн туйӑнчӗҫ…
24-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Дача ҫийӗсене хӗрлӗ сӑрпа сӑрланӑ хӗҫтимӗр витнӗ, вӗсем хушшинчех унта та кунта, тӗссӗрленсе, мӑкланса ларнӑ вите ҫийӗсем, оранжерейӑсемпе амбарсен ҫийӗсем курӑнкалаҫҫӗ.
Кулак йӑви // Василий Алагер. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 27–33 стр.
Хӗҫтимӗр витнӗ пилӗк стеналлӑ пысӑк ҫуртӑн картишӗнче, тӑрӑ айӗнчи верстак умӗнче, аллӑсенелле ҫывхаракан ҫӳллӗ арҫын тупӑк хӑми саваласа тӑнӑ.
Старикпе хӗр тата хӗвел // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 59–64 стр.
- 1