Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хӗҫсемпе (тĕпĕ: хӗҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чӑваш театрӗн коллективӗ ялсенче ҫулсеренех пилӗк ҫӗршер ытла спектакльсемпе концертсем парать, ҫав васкаса тасаткаланӑ ампарсенче, грузовик ещӗкӗсем ҫинче, уҫӑ площадкӑсенче, ҫутҫанталӑк «амфитеатрӗсенче» лартакан драмӑллӑ спектакльсем ҫинчен шухӑшлатӑн та, вӑхӑтлӑх тунӑ сценӑсем ҫинче, ҫыпӑҫтарнӑ сухалсемпе, йывӑҫ нагансемпе, картон хӗҫсемпе вылянӑ ҫӗрте техника ним чухлӗ те ҫук-ҫке унта, тетӗн…

Помоги переводом

6. Драма ҫинчен // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Икӗ салтак юнашарти ҫуртран тем пысӑкӑш ҫӳпҫе сӗтӗрсе тухрӗҫ те хуппине хӗҫсемпе хайӑрса уҫрӗҫ.

Помоги переводом

Шывӑн турачӗ пур-и? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Эпир — хӗҫсемпе те айпӑлтасемпе тата сӑнӑсемпе те ухӑсемпе ҫеҫ.

Помоги переводом

Стенькке-утаман мӗлки // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Мӗншӗн тесен тахҫан ӗлӗкех патша указӗпе чӑвашсене тимӗрҫ лаҫҫисем тытма, хӗҫсемпе сӑнӑсем, пӑшалсем тума чарнӑ.

Помоги переводом

Йӗкӗт тени юлнӑ-и пирӗн? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫыран леш енчен вӗсем хӗҫсемпе юнарӗҫ, хутран-ситрен ухӑсенчен печӗҫ, анчах тек каҫма хӑтланса пӑхмарӗҫ.

Помоги переводом

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Артиллери лӑпланнӑччӗ, тӑшман позицийӗ еннелле пирӗн утлӑ ҫар хӗҫсемпе йӑлтӑр-ялтӑр выляса тӗпӗртеттерсе иртсе кайрӗ.

Но вот смолкла артиллерия, и в сторону врага понеслась конница с шашками наголо, сверкая клинками.

V // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Пӗрре ҫапла кӑнтӑрла апачӗ хыҫҫӑн хӗҫсемпе вӗреннӗ чухне вӗсем иккӗшӗ те хӗҫӗсене ҫӗре тӑрӑнтарсах кулкаласа калаҫса тӑратчӗҫ.

Помоги переводом

Кӑваркуҫ. Пурӑнӑҫ шӑпи // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

«Урса кайнисем» пӑлхарсене вӗренпе сӗтӗрттерчӗҫ, хӗҫсемпе касрӗҫ, пӳрчӗсене ҫунтарчӗҫ.

Помоги переводом

Ухӑ йӗппи Хӗвеле тӑрӑнать // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Вӗренме йывӑҫ хӗҫсемпе вӗренчӗҫ, мӗнле утса ҫӳремеллине, ан кастӑр тесен хирӗҫ тӑраканран мӗнлерех пӑрӑнса юлмалли меслетсене.

Помоги переводом

Ылтӑн вӑчӑра // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Атӑл ҫыранӗнчен инҫех мар икӗ этем, хӗвел пайӑркисене ялкӑштаракан хӗҫсемпе, ҫапӑҫаҫҫӗ.

Помоги переводом

Пӑлхар ҫар ҫынни // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Тӗлӗннӗ куравҫӑсене асӑрхаманла Комон темиҫе зал урлӑ чупса иртрӗ; акӑ чи вӑрӑм, кукӑр-макӑр, ӗнтрӗклӗ, нумай-нумай япала купаласа-тӑратса-хурса тултарнӑ витринӑна вирхӗнсе кӗчӗ; кунта — сентресем, хӗҫ-пӑшалпа хӳтлӗх-питлӗх, мумисен пысӑк ҫарӗ, театр кулисисем евӗр ширмӑсем; ҫак ширмӑсенчи тӗттӗм пархӑт ҫинче — илемлӗ йӑлтӑравлӑ кольчугӑсем, латӑсем, шлемсем, чӗр куҫҫи хӳтлӗхӗсем, пуртӑсем, ухӑсемпе ҫӗмренсем, арбалетсем, хӗҫсемпе палашсем, кинжалсем, ҫӗҫӗсем.

Комон бросился, не обращая внимания на изумленных посетителей, через множество зал, в самую длинную, кривую и сумеречную, напоминающую лес от множества загромождавших ее витрин, подставок, щитов с оружием, целого войска мумий и ширм, похожих на театральные кулисы; по ширмам этим, живописно блестя на темном бархате, висели кольчуги, латы, шлемы, набедренники, топоры, луки, стрелы, арбалеты, мечи, палаши, кинжалы и сабли.

II. Мӑн асаттесене сумсӑрлатни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 287–291 с.

Анчах нимӗҫсем ҫынсене хӗҫсемпе касма тытӑнчӗҫ те, халӑх унталла пуҫларӗ.

Но немцы стали рубить людей, и толпа хлынула врассыпную.

2 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

— Пӑхӑр-ха, вӗсем хӗҫсемпе!

— Глянь, да они с саблями!

2 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Вӗсем хаяррӑн ҫапӑҫнӑ, крепоҫре ансӑр урамсенче вӗсем пирӗн сӑнӑсемпе хӗҫпӑшалланнӑ казаксене ҫавӑрса илсе, сӑнӑ аврисене хӗҫсемпе каса-каса татнӑ.

Дрались они отчаянно, в узких улицах окружили вооруженных пиками казаков и саблями перерубали древки пик.

II сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.

Ӗлӗкхи рыцарьсем сӑнӑсемпе, хӗҫсемпе хӗҫпӑшалланнӑ.

Вооружение средневековых рыцарей состояло из копья да меча.

Малтанхи танксем // В. Сергеев. Дрожжин Олег. Ухӑран — танка ҫитиччен. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 110 с.

Хӗҫсемпе тата булатсемпе ҫынсем пӗр-пӗринчен ҫывӑхра тӑрса ҫапӑҫнӑ.

И меч и копье — оружие ближнего боя.

Булатран тунӑ хӗҫсемпе сӑнӑсем // В. Сергеев. Дрожжин Олег. Ухӑран — танка ҫитиччен. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 110 с.

Тӑшман ҫине тапӑннӑ чухне вӗсем хӗҫсемпе, сӑнӑсемпе, ухӑсемпе ҫапӑҫнӑ, тӑшманран хӳтӗленнӗ чух щитсемпе, панцырьсемпе усӑ курнӑ.

Для нападения служили мечи, копья, луки и стрелы, для предохранения от ударов — щиты и панцыри.

Тимӗр // В. Сергеев. Дрожжин Олег. Ухӑран — танка ҫитиччен. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 110 с.

Ҫывӑрасси пулас ҫук, мӗншӗн тесен кашни самантрах тытса каясса кӗтсе тӑмалла пулать: кӗҫ-вӗҫ хваттерӗн икӗ енчен те — малтан та, кайран та пӗр харӑс шӑнкӑрава янраттарӗҫ (вӗсем яланах ҫапла янраттараҫҫӗ), шпорсемпе, хӗҫсемпе чӑнкӑртаттарса, талпӑнса кӗрӗҫ (жандармсем, хӗҫӗсем пысӑках мар пулсан та, уншӑн пулсан вӗсем тем пысӑкӑш туйӑннӑ), вара ӑна крепоҫа илсе кайӗҫ.

Не сможет, потому что каждую секунду придется ждать: вот-вот позвонят с обоих ходов квартиры — парадного и черного — сразу (они всегда так звонят!), ввалятся, гремя шпорами и палашами (истине вопреки, ему представлялось, что у жандармов огромные палаши), и заберут его в крепость.

VI сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

Акӑ тӗрлӗ карталлӑ тата ҫулсемлӗ пӗтӗм хир тӑрӑх вӗсен шурӑ шӑммисем тӑраткаланса тӑма тытӑнӗҫ, ҫӗр козак юнӗпе исленӗ, таврара ҫӗмрӗк урапасем, хуҫӑк хӗҫсемпе сӑнӑсем темӗн чухлӗ сапаланса выртӗҫ.

Будет, будет все поле с облогами и дорогами покрыто торчащими их белыми костями, щедро обмывшись козацкою их кровью и покрывшись разбитыми возами, расколотыми саблями и копьями.

VIII // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.

Пеме те вӑхӑт памарӗҫ: хӗҫсемпе тата вӑрӑм сӑнӑсемпе ҫапӑҫу пуҫланчӗ.

Не дали даже и стрельбы произвести; пошло дело на мечи да на копья.

VII // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней