Поиск
Шырав ĕçĕ:
Кӑнтӑрти хӗвелпе хӗрелнӗ кӑтра ту тӑррине курсан, кӑвак пӗлӗте курсан е пӗр чул ту ҫинчен тепӗр чул ту ҫине сикекен юхан шыв сассине илтсен, эпӗ хӗрарӑмсем ҫинчен пӗтӗмпех манса каятӑп.
Майӑн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Ыратнипе ӑнран тухса каяс патне ҫитсе, вӑл протезсем сӑтӑрӑннипе урисенче хӑпарса тухнӑ юнлӑ кӑвак вырӑнсене, шӑйрӑлса хӗрелнӗ суранӗсене йӗпетсе ҫунӑ.
5 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ҫӗр хутах вӑл унта пулчӗ, ирхине вара, чемодансӑр-мӗнсӗр, шыҫӑнса хӗрелнӗ пит-куҫпала тухса, пушӑ тройкипе кӑна хӑйӗн ҫулӗпе вӗҫтерчӗ.
XI сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Ҫамрӑк мӑшӑр тӗлӗпе, хӑмасем тӑрӑх, тем пирки шухӑша кайнӑ, васкакан арҫынсем, макӑрнипе куҫӗсем хӗрелнӗ хӗрарӑмсем пӗр сӑмахсӑр ирте-ирте кайрӗҫ.
10 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Паян вӑл вӑрҫмарӗ, унӑн яланхи пек «тӑварлӑ сӑмахӗсем» илтӗнмерӗҫ, унӑн хӗрелнӗ куҫӗсен кӗтессисенче темле юн тымарӗсем таттисӗр чӗтресе тӑчӗҫ.
8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вара парикмахер хӗрелнӗ куҫӗсемпе пӗлӗтелле пӑхнӑ та пӗр хушӑ тутисемпе хускаткаласа тӑнӑ хыҫҫӑн:
17 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Унӑн куҫӗсем кӑштах хӗрелнӗ, анчах кӑмӑллӑн пӑхнӑ, сарӑрах сӑнӗ йӑвашшӑн кулнӑ.Добрые воспалённые глаза и элегическая улыбка на рыжем лице.
17 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Куратӑп: Лорх Иванӗ хӗп-хӗрлӗ хӗрелнӗ, тӑнлавӗсем йӗпеннӗ.
Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970