Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хӗлхемсем (тĕпĕ: хӗлхем) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫутӑ шариксем хушшипе хӗлхемсем сирпӗнсе тухаҫҫӗ.

Между металлическими шариками пролетают искры.

Маруся вӗренме тытӑнать // Илле Тукташ. Шварц, Е.Л. Пӗрремӗш класра; И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 124 с.

Вучахра хыттӑн шартлатать те, шап-шура пуличченех хӗрсе кайнӑ кӑвар сиксе ӳкет, хӗлхемсем пӗрӗхӗнсе ҫӗкленеҫҫӗ.

В костре громко щелкает, раскаленный добела уголь отскакивает в сторону, вверх взлетают искры.

Утрав ҫинче // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Анчах алӑка уҫнӑ-уҫманах малтан, карап кӑшкарӗ хыҫӗнчен, сенкер хӗлхемсем ыткӑнчӗҫ, касӑлса ҫатӑртатакан вӑйсӑр сасӑ.

Но едва отворил дверь, впереди, из-за остова корабля, метнулись синеватые искорки, раздался слабый, режущий треск.

Лось Гусева пулӑшма васкать // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Лось шнура туртрӗ те — ҫав самантрах тӗкӗр патӗнчен каялла сиксе ӳкрӗ: унта, хунарсен хӗрлӗрех ялтӑравӗнче, тӗтӗм палкамӗ вӗҫет, ҫулӑм сирпӗнет-ҫиҫет, хӗлхемсем сывлӑша каса-каса ҫиҫкӗнеҫҫӗ…

Дёрнул за шнур, и сейчас же грохотом отшвырнуло его от зеркала: там в красноватом сиянии фонарей, летели клубы дыма, чиркали огненные вспышки, искры.

Лось Гусева пулӑшма васкать // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Яланах ыйхӑллӑ куҫӗсенче халӗ хаваслӑ, хӗрӳ хӗлхемсем сиккелеҫҫӗ.

В обычно сонных глазах его прыгали горячие, весёлые искорки.

Лось пӗччен юлать // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Ҫӳллӗрех, вӑтам тата тӑрринче ҫӳҫ евӗр ҫинҫе мачтӑран пралук татӑкӗсем ҫӗкленчӗҫ, хӗлхемсем шатӑртатни илтӗнет.

На верхушке средней, более высокой, мачты поднялись, как волосы, отрезки тонких проволок, раздалось потрескиванье искр.

Марсиансем // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Ҫапах та мана темле лайӑх мар пек туйӑнать: ҫерҫипе тупӑкӗ, кукӑрӑлса кайнӑ кӑвак урисем тата хурлӑхлӑн ҫӳлелле кӑнтарса янӑ ӑвӑс тӗслӗ сӑмсийӗ пӗрмаях ман куҫ умӗнче тӑрать, йӗри-тавра тӗрлӗ тӗслӗ хӗлхемсем татти-сыпписӗр йӑл-ял йӑлтӑртатаҫҫӗ, асамат кӗперри пуласшӑн та, анчах пулаймасть темелле.

Но всё-таки я чувствовал себя плохо: мне всё мерещился гроб с воробьём, серые, скрюченные лапки и жалобно торчавший вверх восковой его нос, а вокруг — неустанное мелькание разноцветных искр, как будто хочет вспыхнуть радуга — и не может.

I. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Ҫурта ҫулӑмӗсен тӑррисем шӑтӑк ҫӑварӗ патнелле тайӑлса килеҫҫӗ; шӑтӑкра тӗрлӗ хӗлхемсем, тумхахсем тӗксӗмӗн йӑлтӑртатаҫҫӗ.

Острия огней наклонялись к отверстию пещеры; внутри её тускло блестели разноцветные искры, пятна.

I. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

«Кӑвара ҫиллентерес» тесе вучаха вутпуҫҫипе ҫапсан, хӗлхемсем ҫӳлелле сирпӗнчӗҫ, Йевтӑна ку килӗшрӗ.

Обгоревшей палкой он ударяет по углям, чтобы «разъярить огонь», искры взлетают вверх, и Евте приятно от этого.

40 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Таварсем тиесе ҫӳрекен поезд пушӑ вакунсене халтӑртаттарса, пашлатса та хӗлхемсем сирпӗтсе иртсе кайрӗ.

Разбрасывая искры, пыхтя и тарахтя пустыми вагонами, прошел товарный поезд.

23 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Юр ҫине йӑлтӑркка хӗлхемсем тӑкӑнчӗҫ.

Брызнули по снегу каскады светлых мерцающих искр.

Хӗрлӗ хӗвел // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

Нарта тупанӗсем якатнӑ ҫул ҫинче симӗсрех хӗлхемсем йӑл-йӑл ҫутӑлаҫҫӗ.

Накатанная нартами дорога мерцала густо рассыпанными зеленоватыми искрами.

Соньӑна ҫӑлас пулать // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

Сӳнсе хуралнӑ кӑмрӑксем самантрах хӗрелсе кайрӗҫ, вӗсене ҫулӑм хыпса илчӗ, хӗлхемсем сирпӗнме пуҫларӗҫ.

Уже погасшие было угли, вспыхнув, засверкали искрами.

VIII // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.

Куҫӗсене анлӑн чарса пӑрахнӑ хӑй, вӗсенче симӗсрех тӗслӗ хӗлхемсем йӑлкӑшаҫҫӗ, сӑнӗ-сӑпачӗ ҫунса хӗрелсе тӑрать, вӑл хӑвӑрт-хӑвӑрт хашкаса сывлать, икӗ кӑвакарчӑн пек чӑмӑркка кӑкрисем тӑр-тӑр чӗтресе кӑна ачашшӑн ҫӗклене-ҫӗклене илеҫҫӗ.

Глаза её были широко открыты, в них сверкали зеленоватые искры, лицо горело румянцем, дышала она часто, и груди её трепетали, как два белые голубя.

Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.

Чун сӗмлӗхӗнче, асӗнче унӑн тӗрлӗрен сӑмахсем ҫутӑ хӗлхемсем пек йӑлкӑшса илеҫҫӗ, пыл хурчӗсем пек ҫаврӑнкалаҫҫӗ, пӗрисем ҫухалаҫҫӗ, теприсем, чӗрӗ сыпӑкӑн сыпӑнса пырса, юрӑ пулса тӑраҫҫӗ, — Симӑн чунӗ сӳлетсе те илет, киленет те, унӑн чӗрине тӳлек савӑнӑҫ ачашласа йӑпатать.

В сумраке души, в памяти, искрами вспыхивали разные слова, кружились, как пчёлы, одни исчезали, другие соединялись живою цепью, слагали песню Симе было жутко и приятно, тихая радость ласкала сердце.

Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.

Кӑвайт ҫуттӑн ҫунать, хӗлхемсем ҫӳлелле улӑхаҫҫӗ, тӗтӗм те юпаланса хӑпарать.

Ярко пылал костер, вверх летели искры, и столбом поднимался дым.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Вӑл ҫак тӗмӗсене шутлама пуҫларӗ, ҫӗре яхӑн шутласан пуҫӗ ҫаврӑнса кайрӗ те, куҫ умӗнче пӗрмаях асамат кӗперӗ тӗслӗ хӗлхемсем ункӑланса ялкӑшма тытӑнчӗҫ.

Он стал считать эти кучи, насчитал больше ста и сбился, так как в голове шумело и перед глазами всё время плыли, роясь и передвигаясь, искристые радужные круги.

Пӗр ывӑҫ ҫӗр // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 28–38 с.

Ҫакна кӑна калатӑп: ӗҫленӗ чух, — ҫӗрлеччӗ, япӑх ҫанталӑк тӑратчӗ, ионлӑ сывлӑшра пралуксем тавра кӑвак хӗлхемсем вӗлтлететчӗҫ, — ӗҫленӗ чух хам ҫинчен пӗрре те аса илмерӗм.

Скажу одно: когда работал, — а была ночь, непогода, синие искры трепетали в ионизированном воздухе вокруг проводов, — когда работал, ни разу как-то не подумал о себе.

XXII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Тӗркӗшӳ, шӑв-шав, ятлаҫни, лавсем кӗмсӗртетни — каллех тусем ӑшнелле кӗрекен хура ҫул, такансем айӗнчен йӑлтӑртатса тухакан хӗлхемсем, такансем чаклаттарни.

Теснота, шум, ругань, грохотанье подвод, и снова черная дорога и горы, взблески искр из-под копыт, цокот подков.

XIII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Хӑйӑр пӗрчисене ҫил ҫавӑрттарса ҫӳлелле вӗҫтерет, вӗсем хӗлхемсем евӗрлех йӑлтӑртата-йӑлтӑртата илеҫҫӗ.

Ветер вздымал над ней как бы искрящуюся поземку.

Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней