Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хӗлле сăмах пирĕн базăра пур.
хӗлле (тĕпĕ: хӗлле) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Виҫӗ ҫул вӑрман хушшинче пурӑнни, ансат та ырӑ чунлӑ ахаль рабочисемпе пӗрле Енисей ҫинче шыв тӑрӑх сулӑсем юхтарни, сӑрт ҫине хӑпарса, хумлӑ-хумлӑ вылянса тӗрлӗ тӗслӗн йӑлтӑртатакан тайга тӑрри ҫине пӑхни, вӑл, Ҫӗпӗр вӑрманӗ, хӗлле те, ҫулла мӗнле шавланине итлени, — ҫаксем пурте кӑлӑх пулмарӗҫ…

Помоги переводом

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Ваҫҫуксен ашшӗ — Михалькки кашни ҫулах кӗтӳ кӗтнӗ. хӗлле яланах чукун ҫул станцийӗнче грузчик пулса ӗҫленӗ.

Помоги переводом

Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.

Эпӗ ҫав пӳрте халӗ те ас тӑватӑп: ҫулла маччаран шӑпӑртатса ҫумӑр каятчӗ, хӗлле чӳречесем тем хулӑнӑш шӑнса ларатчӗҫ, мӑрьерен ҫил улатчӗ, эпир кӑмака ҫумӗнчен хӑпма пӗлместӗмӗр.

Помоги переводом

Поэт-салтак // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 42-44 с.

— Колхозӑн отчетпа суйлав пухӑвӗ хӗлле, февральте, пулса иртмелле-и-ха сирӗн?

Помоги переводом

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

— Ҫула тухнӑ ҫынсен саккун тесе хӗлле шӑнса пӑсӑлмалла-и?

Помоги переводом

Ӑшӑ ҫил // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 29-35 с.

— Унран хӗлле те юр кивҫен ыйтса илейместӗн.

Помоги переводом

Ӑшӑ ҫил // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 29-35 с.

Леш хӗлле юр ыйтсан юр памасть текенни пекки.

Помоги переводом

Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Пӗр пуян патне хӗлле кӳрши юр ыйтма пыни ҫинчен илтнӗ пуль эсир?

Помоги переводом

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— «Хӗлле выльӑх-чӗрлӗхе Апат кирлӗ усрама; Сӗлӗ-утшӑн тӗслӗхе, Утӑ йӑлӑм кӑларма Тата апат-ҫимӗҫе Тӑвар тути — ӑш тулли: Куншӑн кайӑн кӗлмӗҫе, Урхан тӑвар ким тулли!..

Помоги переводом

X. Ниме // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Хӗлле утӑ пултӑр, тет.

Помоги переводом

X. Ниме // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Пӗрре ашшӗ, хӗлле, Шупашкар хулине Илсе кайса кӑтартнӑччӗ хай хӗрне.

Помоги переводом

II. Чӗкеҫ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Хӗлле тухса кӗме — сӑсар тумтирсем, Ҫуллахи шӑрӑхра — ҫинҫе пир кӗписем.

Помоги переводом

II. Чӗкеҫ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Хӗлле пирӗн кӑҫатӑ тӑмасть.

Помоги переводом

«Ӳркенмен ӑста пулнӑ», — теҫҫӗ. Вӑл тем ӗҫе те пултарать // Василий Лапин. http://kanashen.ru/2023/03/17/y%d1%80%d0 ... %83%d0%bb/

Вӑл каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, унта хӗлле ҫав тери сивӗ пулмасан та нӳрӗ, йӗпе, ҫавна май кӗлетке аванах шӑнать.

Помоги переводом

«Хӗрес ҫакмасӑр ҫӳреместӗп» // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... cyremestp/

Хӗлле.

Помоги переводом

Тепӗр кун // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Хӗлле юр сахал пулнӑ, тет.

Помоги переводом

Ҫу, ҫумӑр! // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Вӑл, хӗлле темӗнле сивӗ пулсан та, шӑнмасть.

Помоги переводом

Пӑрала // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Хӑмӑртарах кивӗ, хӗлле тӑхӑнмалли тӑршӑннӑ пиншакне, чавси сӗркеленсе ҫӗтӗлнӗскере, пӗр тӳмепе ҫеҫ тӳмеленӗ, юрӑхсӑра тухнӑ шалпар тӗксӗм шӑлаварпа, саланнӑ тӗссӗр пушмакпа.

Помоги переводом

Кулӑш инкекӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 170–180 с.

Унӑн пурнӑҫри пӗртен-пӗр ӗмӗчӗ те халӗ — хӗлле тӑхӑнмалли пиншак туянасси — ҫав ҫӑмартапах ҫыхӑннӑ.

Помоги переводом

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Хӗлле ҫитнӗ.

Настала зима.

Икӗ тус // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/401

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней